Куславкка округӗнчи Мушар ялӗнче пурӑнакан Алексей Данилова «Раҫҫейри хисеплӗ донор» кӑкӑр паллипе чысланӑ.
Вӑл 25-ре чухне пӗрремӗш хут юн панӑ. Ун чухне унӑн юлташне операци хыҫҫӑн юн кирлӗ пулнӑ.
Алексей 20 ытла ҫулта 41 хут юн панӑ. Ку ырӑ ӗҫе малалла та тӑвасшӑн.
Палӑртмалла: «Раҫҫейӗн хиеплӗ донорӗн» социаллӑ тӳлев илме май пур. Вӗсене кашни ҫулах тӳлев, параҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 17324 тенкӗпе танлашнӑ.
Раиса Василенко, Куславккк округӗнчи Мушар ялӗнче пурӑнаканскер, авӑн уйӑхӗнче соцконтракт ҫырнӑ, бизнес-план хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран 200 пин тенкӗ илнӗ.
Ку укҫапа вӑл чӑх усрас енӗпе ӗҫне аталантарнӑ. Раиса Василенко экологи тӗлӗшӗнчен таса чӑх ашӗ туса илсе ӑна сутасшӑн.
Ҫук, чӑваш халӑх ташшисене тӗпчемен вӑл, халӑх ташшисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемен. Ҫитмӗл ҫул каялла вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне ҫуратнӑ – чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне Ӑстаҫӑ парнеленӗ.
Менелниксенче эпир пурне те ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма сывлӑх сунатпӑр. Куславкка районӗнчи Мушар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Александровна Милютина тус-тӑванӗн шанӑҫне ку тӗлӗшпе те тӳрре кӑларма тӑрӑшатчӗ (ара, каланине мӗн пӗчӗкрен итлеме хӑнӑхнӑ-ҫке-ха!). Шел, ҫӗр ҫула 5 уйӑх пурӑнса ҫитереймерӗ вӑл…
2014 ҫулта Елена Александровна хӑйӗн 95 ҫулне тӑван ялта ывӑлӗ-кинӗпе, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗн ачисемпе, пӗтӗм ял-йышпа паллӑ тунӑччӗ. Аслӑ урам хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе кӗрлесе тӑчӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе техӗмленчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ капмар чечек ҫыххи тыттарчӗ, Путин саламне вуласа пачӗ… Ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан Амӑшӗ ячӗпе чӑваш ӳнерӗн ӑстисем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраттарчӗҫ, ташӑ хыҫҫӑн ташӑ ҫаптарчӗҫ. Пӗри тепринчен маттуртарах: Александр Васильев, Людмила Семенова, Виталий Адюков, Хурамалти фольклор коллективӗ, Елчӗкри «Волжаночка» ансамбль…
Елена Александровна хӑй вӑхӑтӗнче ял Совечӗн секретарӗнче тата культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, икӗ ывӑл ҫуратса ҫунат панӑ.
Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.
Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.
Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.
Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.
«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).
«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |