Культура
«Ильинский» кану ҫуртне канма килекенсем Кирек мӗн те — ҫын-и вӑл е предприяти-и — хӑйӗн кун-ҫулӗпе пуян. Авалхи ӳкерчӗксене пӑхса иртнине аса илме уйрӑмах кӑмӑллӑ. Муркаш районӗнчи Ильинкӑри кану ҫурчӗ те кун-ҫулӗпе мухтанма пултарать. «Ҫурта 1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чӑвашстрахкассӑн укҫи-тенкипе ӗҫлеттерсе янӑ. Кану ҫурчӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗччен тытӑнса тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче «Ильинский» кану ҫурчӗ правительство пӗлтерӗшне тивӗҫнӗ. 30-мӗш ҫулсенче канакансем кану ҫурчӗн сарлака та илемлӗ аллейисем тӑрӑх ҫӳреме юратнӑ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ тӑрӑхри Е. Таймаскина вӗрентекенпе С. Яртеева шкул ачи. Кану ҫурчӗ йӗри-тавра ешӗл вӑрман кашланӑ. Инҫех мар ҫамрӑк юманлӑх ешернӗ. Ӑна XIX ӗмӗрте паллӑ вӑрманҫӑ, ӑсчах Б. Гузовский лартнӑ. Ватӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кану ҫуртӗнче Мускаври правительство тӳри-шарин ҫемйисем ҫулталӑкӗпех пурӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен Леонид Агаков ҫыравҫӑ «Салтак ачисем» повеҫре ҫырса кӑтартнӑ-мӗн. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн совет халӑхӗ кану ҫуртне канма ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫамрӑксем гитарӑпа юрлама юратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сцена ҫинче — театр ертӳҫи Юрий Владимиров, культура министр. Вадим Ефимов, театрӑн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппа пухӑвӗ иртнӗ. Иртнӗ ҫулхи евӗрех унта культура министрӗ Вадим Ефимов пырса ҫитнӗ. Мӗн тесен те Вадим Петровичшӑн ку ҫывӑх театр тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр — министра лариччен унта вӑл директорта тӑрӑшнӑччӗ. Театр коллективне ҫӗнӗ сезон уҫӑлнипе саламланӑ май Вадим Петрович чӑваш сценин ҫӑлтӑрӗсенчен хӑшӗсене — СССР халӑх артистне Вера Кузьминана, РСФСР халӑх артистне Нина Григорьевана тата Владимир Семенова — уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Вера Кузьминана — Хисеп орденне тивӗҫнипе, Нина Григорьевана — «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден илнӗ ятпа, Владимир Семенова — «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артсичӗ» хисеплӗ ятпа. Ӗҫ пирки калаҫнӑ май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта плана ирттерсе пурнӑҫланине палӑртнӑ, вӑл 4 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Ҫапах та кунпах лӑпланса лармалла мар, укҫа тӑвас енпе ҫӗршыври наци театрӗсен шайне ларас тесен тата тимлемелле. Ҫитес ҫултан театрта юсав ӗҫӗсем малалла тӑсӑлмалла. Театрӑн гастроле ҫӳремелли автобусӗ кивелни пирки те сӑмах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫурлан пӗр кунӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрне Раҫҫей тата чӑваш эстрадин «ҫӑлтӑрӗсем» пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Алла Пугачева та, Филипп Киркоров та, хӑй вӑхӑтӗнче Евровиденире ҫӗнтернӗ Дима Билан та тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Анчах вӗсем чӑн-чӑн артистсем мар, вӗсене евӗрлекенсем пулнӑ. Районти тӗрлӗ клубран пухӑннӑскерсем «Один в один» шоу-концерт кӑтартнӑ. Уява канӑва йӗркелес енӗпе ӗҫлекен методист Марина Кузьмина Алла Пугачеван «Эй, вы там» юррипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Натали (ӑна Екатерина Цыганова евӗрленӗ), Николай Басков (Диана Кириллова), Ирина Аллегрова (Екатерина Федотова), Григорий Лепс (Анастасия Барская) хӑпарнӑ. Елена Пыркина Витас пек юрланӑ, Лидия Скворцова — Надежда Кадышева пек. Тепӗр тесен пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Вырӑнтисем концерт пурне те килӗшнине ӗнентереҫҫӗ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шӑматкун Ҫӗрпӳ хули 425 ҫулхине палӑртнӑ. Уяв хулари тӗп стадионта пуҫланнӑ. Унта хула ҫыннисемпе хӑнисем тӗрлӗ мероприятие тата шоуна хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ хӑйӗн эскпоначӗсене курава тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен куравне те йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли вӑйӑ программи хатӗрленӗ. Пултаруллӑ амӑшӗсем валли «Ача-пӑча кӳмисен куравӗ» тата «Тӗлӗнтермӗш пепке» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрсем ҫӳллӗ кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнса тупӑшнӑ, арҫынсем — ҫӑматӑ тӑхӑнса. «Юратнӑ хула» уҫӑ фестивальте чӑваш, вырӑс юррисем янӑранӑ, тӗрлӗ халӑх ташшине кӑтартнӑ. Уявӑн официаллӑ пайне республикӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ — строительство министрӗ Олег Марков, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Егоров тата ыттисем хутшӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тата район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина хулан паянхи ҫитӗнӗвӗнче аслӑ ӑрӑвӑн тӳпи тесе палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех пултаруллисене тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫӗрпӳ хулин хисеплӗ ята кӑҫал Игорь Никифоров тата Владимир Филимонов тивӗҫнӗ. Сӑнсем (84) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче Леонид Кавалсен «Уҫӑ урок» повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл аслӑ классенче вӗренекенсене кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. И.В. Алексеев художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ кӗнеке 2 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Повеҫре педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ шкулта куллен сиксе тухакан кӗтмен ыйту хуравне тупма май парасса шанаҫҫӗ. Хайлавӑн тӗп сӑнарӗ Японири пуянсен ачисене вӗрентекен интернатра ӗҫленӗскер ахаль шкулта ҫавӑн пек урок ирттерет. Анчах ҫакна пурте кӑмӑлласа йышӑнмаҫҫӗ. Пьеса авторӗ — Леонид Макаров (Кавалсен) Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче вӗреннӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн филологи факультетне пӗтернӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнчи, Вӑрмар районӗнчи Кавалти вӑтам шкулсенче (1948-1961), режиссер ассистентӗнче, корреспондентра, Чӑваш телекуравӗн ял хуҫалӑх кӑларӑмӗсен, кинопрограммӑсен редакторӗнче (1962–1992) ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑван ялӗнче ӗнер регионсем хушшинче иртнӗ «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ» туслӑх фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Чулхула облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Аса илмешкӗн: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, Мӑн Ҫавал пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Юханшыв республикӑри 6 районта юхса иртет, унтан Атӑла кӗрет. Туслӑх фестивалӗ халӑх йӑлине сыхласа хӑварма пулӑшать. Кӑҫалхи фестиваль программи пуян пулнӑ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, Тӑван ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Савельев тухса калаҫнӑ, халӑха пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ. Тӳре-шара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсем унчченхи йӑла-йӗркене тавӑрма талпӑннине палӑртнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче алӗҫ ӑстисен куравӗ йӗркеленнӗ. Хӑнасене ӗлӗкхи чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан этнографи ялӗ кӑсӑклантарнӑ. Фестиваль пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, туслӑха ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тӑвай районне илсен экономикӑра инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ секторсем шутне ҫурт-йӗр тӑвассине, ял хуҫалӑхӗ, промышленность, туристпа рекреаци зонисене кӗртеҫҫӗ. Туризм тенӗрен, ял туризмӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха ялта канма йышӑннине пӗлтерет. Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗнче ӑна Сергей Дмитрий аталантарать. Хӑйӗн укҫине хывса вӑл 19 гектар «Упа кӗтесӗ» ял хуҫалӑхӗпе туризм бази йӗркеленӗ. Ӑна йӗркелеме 25 миллион тенкӗ кирлӗ. Сергей Николаевич — художник вӗренни тӑрӑх та, Турӑ панӑ пултарулӑхӗ те пур енӗпе. Пӗчӗкренех вӑл йывӑҫ япаласем хатӗрлессипе кӑсӑкланнӑ. Хӑйех пӗчӗк архитектура формисем: ярӑнмаллисем, канмалли вырӑнсем, ҫӑлсем, ача-пӑча лаптӑкӗсем тата ыттисем хатӗрлет. Уншӑн кашни туратпа тӗм усӑллӑ материал. Чӑваш халӑхӗн ҫурт-йӗр тӑвассин йӑли-йӗркине пӑхӑнса хӑтлӑ пӳртсем туса лартнӑ. Ҫынсене хӑнана йышӑнма мӗнпур услови туса панӑ. Вӗлле хурчӗ те тытать. Туристсене валли мунча та туса лартнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Элӗк районӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем «Элӗк районӗнчи агиткультбригадӑпа художество пултарулӑхӗн коллективӗсем ҫынсене туслаштарма, ҫуралнӑ кӗтесе юратма, ялӑн культура пурнӑҫне хастар хутшӑнтарма пулӑшаҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, «Валинкке» фольклор ансамблӗ Шуркасси Юнтапа ял тӑрӑхне крекен Тавӑшкасси ял уявне тухса кайнӑ. Ушкӑн ял ҫыннисене хӑйӗн репертуарӗнчи пӗччен тата ушкӑнпа юрлакан номерсемпе, ташӑсемпе савӑнтарнӑ. «Пӗчӗк йышлӑ тата район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялта пурӑнакансем валли — культура ӑстисем» музыка проектне пурнӑҫа кӗртсе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчи районти агиткультбригадӑпа ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культура центрӗн коллективӗсем пӗр кун Янкурас ял уявне хутшӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ушкӑнсем хушшинче маларах асӑннӑ «Валинкке» фольклор ансамблӗ, ветерансен «Ветеран» хорӗ, «Элӗк ен» эстрада ансамблӗ пулнӑ. Ҫак шӑматкун вара районти юрӑ-ташӑ ӑстисем Тукач ялӗнче пурӑнакансем патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Культура ҫулталӑкне халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче ҫак районта ҫуралса ӳснӗ сӑвӑҫ-композиторсен юррисенчен хатӗрленӗ концерт ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Серенкассинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Концертра Зоя Спиридонова, Земфира Яковлева, Леонид Волков (Гаденкин), Зоя Сывлӑмпи, Светлана Яруткина тата Ольга Турхан (Пономарева) хайланӑ юрӑсем янӑранӑ. Куракансем валли ҫавӑн пекех вӗсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗ. Шел те ӑна ят панӑ чухне чӑвашла пама пуласси пирки пуҫа пырса килмен пулас — кураври кӗнекесем ытларах пайӗпе чӑвашла пулнӑ пулин те. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Александр Самсонов ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов юрӑпа поэзин Пӗтӗм Раҫҫейри Фатьянов ячӗллӗ фестивальне хутшӑннӑ. Ӑна 1974 ҫултанпа Вязники хулинче ҫулсеренех иртереҫҫӗ иккен. Икӗ куна пынӑ уявра куравсем ӗҫленӗ, хор тата фольклор коллективӗсем концерт кӑтартнӑ, асфальт ҫинчи ӳкерчӗксен конкурсӗ, ташӑ каҫӗ иртнӗ иккен. Пӗрремӗш кунхи концертсене микрорайонсенчи пысӑках мар лапамсенче йӗркеленӗ. Уявӑн тӗп мероприятине хулара ятарласа хатӗрленӗ «Хӗвеллӗ уҫланкӑра» йӗркеленӗ. Пысӑк концерта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ. Александр Самсонов паллӑ поэтӑн сӑввисене тӗпе хурса ҫырнӑ юрӑсене — «Ничего не говорила», «Хвастать, милая, не стану», «Когда весна придет, не знаю», «Потому что мы пилоты», «Где же вы теперь, друзья-однополчане?» — шӑрантарнӑ тесе хыпарланӑ «Хыпар» хаҫат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |