Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Йыхрав илтӗмӗр — савсах килтӗмӗр»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 02.03.2015 13:41 | 2242 хут пӑхнӑ
Культура

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчен аслӑ вӑрҫа 791 ҫын хутшӑннӑ, 354 салтак тӑван килне таврӑнайман, хыпарсӑр ҫухалнӑ е хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Вӑрҫӑра пуҫне хунисене асӑнса 1974 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗ умӗнче палӑк ҫӗкленчӗ, унтанпа чылай ҫул иртрӗ, халӗ палӑк тавра пӗлӗтелле кармашакан чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ, йӗри-тавра ҫулленех чечексем ешереҫҫӗ.

Вӑрҫӑран таврӑннисем хальхи вӑхӑтра Ефим Никифорович Атласов, Михаил Артемьевич Васильев, Гурий Петрович Петров, Арсений Мартынович Мартынов тата хулара пурӑнакан Мефодий Иванович Ивановпа Василий Семенович Семенов Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Кӑкшӑмсем паттӑрсене манмаҫҫӗ. Мефодий Иванович Иванов ветеран вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 70 ҫул ҫывхарнӑ ятпа Кӑкшӑмри пӗр кӳлӗ хӗррипе «Асӑну аллеи» йӗркеленӗ, 70 ҫамрӑк хыр лартса хӑварнӑ. Сӑмах май вӑл ертсе пынипе унччен те Анат урам хыҫӗнчи Ермекҫи ятлӑ вырӑнтан пуҫласа ҫырма айккипе чылай хыр лартса хӑварнӑ, вӗсем ҫак ҫулсенче самаях вӑй илнӗ.

Районта ял тӑрӑхӗсенчи художествӑ коллективӗсем кӳршӗри ялсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасси йӑлана кӗнӗ. Нумаях пулмасть Пӗрҫырлансем Кӑкшӑм ял халӑхне хӑйсен концерчӗпе савӑнтарчӗҫ.

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗн артисчӗсем Мӑн Сӗнтӗрте хӑнара пулчӗҫ. Малтанах пухӑннисене «Память сердца» (чӑв. Чӗре астӑвӑмӗ) хӑтлавӗпе (презентаципе) паллаштарчӗҫ, ӑна вӗсем Культура ҫулталӑкне тата Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ. Уявра вырӑсла юрӑсем те чӑвашлисем те чылай янӑрарӗҫ: «Ярославна», «Седина, ты моя, седина», «Аслӑ вӑрман», «Партизан амӑшӗ», «Салтак ҫырнӑ виҫ кӗтеслӗ ҫырусем» тата ытти юрӑсем. Ҫавӑн пекех Етӗрне хули 425 ҫул тултарнине халалласа «Молодая лошадь», «Птица», «Илемлӗ сачӗсем», «Чӑваш ак ҫапла юрлать», «Мама и дочка», «Арканчӗ юрату», «Самана», «Детям отдаем мы все на свете», «Ӗмӗр пӗрле пурӑнар», «На побывку едет молодой моряк», «Ампар умӗнче вир пӑтти», «Тӑван», «Парне пани», «Савсах килтӗмӗр» юрӑсене тӗрлӗ ушкӑн артисчӗсем шӑрантарчӗҫ. Вӗсем: «Топотушки», «Звёздочки», «Салам», «Поченарочка», «На завалинке».

Концерта Александр Шаров баянист ертсе пычӗ. «Йыхрав илтӗмӗр — савсах килтӗмӗр» композиципе концерт вӗҫленчӗ.

Сӑнсем (63)

#концертсем, #Етӗрне районӗ, #Мӑн Сӗнтӗр, #Кӑкшӑм, #Ҫӗнтерӳ кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем