Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Илпешсем Китай инвесторӗсен хирӗҫлесе митинга тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 13.07.2019 20:42 | 2275 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Наталья Сидюшкина тунӑ сӑн
Наталья Сидюшкина тунӑ сӑн

Паян Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре митинг иртнӗ – Китай савутне хута ярассине хирӗҫ пулнине палӑртса халӑх чылай пухӑннӑ. Аса илтерер: Илпеш тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗнче 65 гектар ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки ҫынсем пӗлмен.

Митинга пухӑннисем ку ыйтупа халӑх итлевӗ тума ыйтнӑ. Кӳкеҫри Ленин палӑкӗ умне тӗрлӗ плакат йӑтнӑ ҫынсем тухнӑ. Ҫынсен шухӑшӗпе, ҫӗр Китайсен аллине лексен пӗтет.

«Ҫак ҫӗр аэропорт, Шупашкар электростанцийӗ тата Химпром хушшинче вырнаҫнӑ, эппин, вӑл стратеги пӗлтерӗшлӗ объект. Унта нимӗнле ют ҫынсем те пулмалла мар. Ҫак ҫӗрӗн чӑваш халӑхӗн пулмалла. Халӑх шухӑшне илтмерӗҫ, ӑна ыйтман та. Пирӗн халӑх Китай инвесторӗсене хирӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ӗнсе кайнӑ ҫӗр юлать. Унта йӑлтах пӗтет: ҫӗр, шыв, сывлӑш. Йӑлтах!» - тенӗ Ҫӗньял ҫынни Лариса Васильева.

Халӑх шухӑшӗпе, китайсем сӗт савутне ҫӗклесен ҫынсем сӗт сутса укҫа тӑваймӗҫ.

Митинг 11 сехетре вӗҫленнӗ. Унта 300 ытла ҫын хутшӑннӑ.

#Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Кӳкеҫ, #митингсем, #инвесторсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58274
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 3372.9.3898
2019.07.13 22:19
Маттурсем!
2019.07.16 22:22
Станислав Убасси
"КИТАЙЦЫ В ЧУВАШИИ: ЗА И ПРОТИВ". Бичуринпа ҫыхӑнтартӑм...
Хирӗҫ пулни - 99%...
Федераллӑ портал. Ҫакӑнта:
https://sm-news.ru/kitajcy-v-chuvashii-za-i-protiv-6402/
Асамат // 3054.74.6958
2019.07.18 13:24
Оккупантсене пирен ҫере ан парӑр! Пирен манаслатте Мотэ ҫавӑн пек вӗрентнӗ - "Ҫӗр , вӑл патшлӑх никесе . Ӑна валеҫме юрамасть! "

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем