Республикӑра
![]() «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче ӗҫлекенсем тинех хаш сывларӗҫ пуль-ха. Ара, ҫак кунсенче вӗсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнӗ-ҫке-ха. Предприяти парӑма кӗни пирки чылай калаҫрӗҫ. 219 ҫынна (вӗсен йышӗнче ӗҫрен кайнисем те пур) пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи тата кӑҫалхи нарӑс-ака уйӑхӗсенчи шалӑва тӳленӗ. «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсен умӗнче парӑм самаях пухӑннӑччӗ-ха. Пӗтӗмпе – 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ. ЧР прокуратури, республикӑри ӗҫ патшалӑх инспекцийӗ пулӑшнипе унта ӗҫлекен ҫынсем хӑйсен саккунлӑ укҫисене илме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи фермер Евгений Майоров тӗве ҫемйинчи чӗрчуна – альпака – ӗрчетме шухӑшланӑ. Тупӑш тӑвасшӑн мар вӑл, чун киленӗҫӗшӗн ҫеҫ тытать вӗсене. Фермер альпака унччен те усрама хӑтланнӑ-ха. Анчах чӗрчунсене конфискациленӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ документсем пулман, инстанцисем витӗр тухман. Иккӗмӗш хутӗнче Евгений Майоров Анапӑран 3 альпак илсе килнӗ. Шел те, аҫи вилнӗ. Икӗ ами вара халӗ йыш хушнӑ. Вӗсене Мартин тата Фаина ят панӑ. Альпакӑн ҫӑмӗ паха. Вӗсем кунта утӑ, комбикорм ҫиеҫҫӗ, симӗс курӑк юратаҫҫӗ. Анчах кашни ҫур ҫулта вӗсен шӑлне хӑйрамалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен республикӑри института ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Унпа паян коллектива республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ хыпарпа паллаштарнине министерствӑн пресс-служби аякран пуҫланӑ: коллективпа тӗл пулнинчен, отрасльти тӗллевсене пурнӑҫлассине сӳтсе явнинчен. Ҫӗнӗ ректорпа, Нина Емельяновӑпа, министр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллаштарнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх тухӑҫлӑ ӗҫлеме тата професси енчен ассе пыма суннӑ. «Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен институт ырӑ кун-ҫуллӑ тата республика аталанӑвне витӗм кӳрет», — ырланӑ Нина Николаевна хӑй ертсе пыракан учреждение. Нина Емельянова биографийӗпе хыпарта паллаштарман. Институт сайтӗнче те ҫӗнӗ ректорпа ҫак самантра паллаштарманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» предприяти утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса хӑш-пӗр муниципалитетра пассажирсене турттарма пӑрахӗ. Предприятин транспорчӗ Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле хулисенче ҫӳремӗ. Район-хулара пассажирсене турттарассипе муниципалитет саккасҫӑ шутланать. Хальхи вӑхӑтра пилӗк муниципалитетра ҫӗнӗ перевозчиксене кӗске вӑхӑтлӑх свидетельствӑсем парассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. «Чӑвашавтотранс» предприяти вырӑнне хӑш-пӗр районта пассажирсене уйрӑм ҫынсем халех турттараҫҫӗ. Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек тӗслӗх Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче пур. Перевозчика ылмаштарнӑшӑн пассажирсем шар курмасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнчи ачасен савӑнӑҫӗн чикки ҫук ахӑртнех. Нумаях пулмасть унти ача пахчинчи вылямалли лапама ҫӗнетнӗ. Патреккелсем вӑйӑ лапамне хӑйсен укҫипе ҫӗнетмен. Вӗсем ҫак ӗҫе федераци гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ лапамне хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ: спорт комплексӗ, хӑйӑр купи, чуччу, каруҫҫель. Район пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 800 пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Патреккелти ача пахчине кӑна мар ҫӗнетнӗ. Грант пулӑшнипе Елчӗкре те вӑйӑ комплексӗсем «ӳссе» ларнӑ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар елчӗксем. Ҫывӑх вӑхӑтра «Пилеш» парка ҫӗнетме палӑртнӑ. Ачасем – пирӗн пуласлӑх, йӑлтах вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() СУОР строительство организациийӗнче ӗҫлекен 139 ҫын тӑватӑ уйӑх шалу илмен. Компанин ӗҫченӗсене укҫа тӳлемешкӗн май пулнӑ, анчах хуҫа ҫакна пурнӑҫламан. Ҫапла майпа парӑм 8,5 миллион тенке ҫитнӗ. Компанин генеральнӑй директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура суда ярса панӑ. Следстви вӑхӑтӗнче айӑпланакан хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин парӑмне татнӑ. Генеральнӑй директора суд штрафӗ тӳлеттерме пултарӗҫ. Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленине ярса панӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫын ытларах пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – 159 ҫын. Анчах парӑм виҫӗ пӗчӗкрех-мӗн – 76,9 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян 11 сехет те 30 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑлта ишекен арҫынна ҫӑлавҫӑсем асӑрханӑ. Хайхискер ишсе халтан кайнӑ, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра ҫӑлавҫӑсем Атӑл хӗррине пӑхса ҫаврӑннӑ. Унсӑрӑн ку пӑтӑрмах мӗнпе вӗҫленӗччӗ-ши? 29 ҫулти арҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, ҫыранран 300 метр аякра ишнӗ. Ывӑннӑскере ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Арҫын медицина пулӑшӑвӗ сӗнсен хирӗҫленӗ. Ҫак арҫын Атӑл урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ-мӗн. Анчах вӑй пӗтесси пирки шутламан ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗ. Владислав Юсупов ятлӑ ҫын Фейсбукра маларах ҫырнине ӗненсен, Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ имӗш. Ют ҫӗршыв хӑнисем 90 автобус тытса ҫула тухнӑ пулать. Вӗсенче 2500 ҫын пулнӑ-мӗн. Ҫавӑнта ларса пыракансене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем — автоматлӑ ОМОНовецсем — чарса тӗрӗсленӗ тесе ҫырнӑ Владислав Юсупов. Кайран ҫав сӑмах хӑш-пӗр МИХра хӑвӑрттӑн сарӑлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем тӗрӗслеменнине официаллӑ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче хӑйне евӗр кӳмесен парачӗ иртнӗ. «Кӳмесен парадне» 8 амӑшӗ ачисемпе хутшӑннӑ. Парадра ракета, космос турилкки, упа ҫури, чечек евӗр илемлетнӗ кӳмесене курма май пулнӑ. Теприсем кӳмене ҫамрӑк футболист пек хитрелетнӗ. Пӗри вара чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса илемлетнӗ. Наци йӑлине тӗпе хурса илемлетнӗ амӑшӗ ачисене те чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ, хӑй те ҫавнашкаллинех тумланнӑ. Кӳмене вара тӗрӗллӗ алшӑллисемпе хитрелетнӗ. Ун ҫинче выртакан пуканесене те наци ҫи-пуҫне тӑхӑнтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |