Республикӑра
Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче ӗҫленӗ прокурора Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ ҫак должноҫ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнчи самай ҫӳллӗ пукан тивӗҫлӗ канури Виталий Щетинкин ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Малашне пирӗн республикӑри прокурор ҫумӗ пулса Александр Евграфов тӑрӑшӗ. Александр Евграфов 1966 ҫулта Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче «юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине Тутарстанри прокуратура тытӑмӗнче пуҫланӑ. Тӗпчевҫӗрен пуҫласа прокурора ҫитнӗ. 2006—2008 ҫулсенче вӑл Архангельск облаҫӗнче прркурор ҫумӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Ҫыранҫи Чуллӑ прокурорӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 10 ҫул тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехет те 53 минутра Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм икӗ ҫурта тӗп тунӑ, вӗсенчен кӗл купи ҫеҫ юлнӑ. Икӗ ҫемье, Лубашкинсемпе Березкинсем, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Анна Березкина ялти шкулта ачасене биологипе хими предмечӗсене вӗрентет, Валентина Лубашкина – кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ. Пушар тухнӑ чухне Березкинсем ҫывӑрнӑ. Чи малтан хунямӑшӗ вӑраннӑ, ҫулӑм пиче патне пынӑран вӗри туйнӑ. Пӳртре 6 ҫын ҫывӑрнӑ. Вӗсем документсене тата ноутбука илме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ. Березкинсем Лубашкинсем патне шакканӑ. Лешсем йӑлара уса курмалли хӑш-пӗр техникӑна тата документсене ҫеҫ илнӗ, часрах ҫунакан пӳртрен чупса тухнӑ. Икӗ кил хуҫалӑхӗнче те выльӑх-чӗрлӗх ҫунса вилнӗ. Ҫемьесен халӗ нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӗсене япаласем кирлӗ: арҫынпа хӗрарӑм тумӗсем, эмелсем, ҫӑвӑнмалли хатӗрсем, апат-ҫимӗҫ. Укҫан пулӑшсан та лайӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче пурӑнакан пенсионер «Вилекенсене ҫӑлнишӗн» медале тивӗҫнӗ. Указа РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Инкек 2015 ҫулхи ҫулла пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм пӗве хӗрне килти кӑвакалсене хӑвалама кайнӑ. Асӑрханмасӑр вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пӑтӑрмаха Елизавета Сергеева чӳречерен асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах вырӑна чупса ҫитнӗ. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр шыва чӑмнӑ, кӑвакал хуҫине ҫӳҫрен ярса илнӗ те ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма унтан вӑл чӗркуҫҫи ҫине хырӑмпа хунӑ та ҫурӑмӗнчен аллипе пусса реанимацилеме тытӑннӑ. Елизавета Сергеева хӑй вӑхӑтӗнче ҫыхӑну техникумӗнче вӗреннӗ. Телеграф тата хулапа хула хушшинчи ҫыхӑну енӗпе электромеханик пулса тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫченӗсен кунне халалланӑ ӑмӑртусенче пӑшалтан тӗл лектерессипе тата шашкӑпа малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарти почтамт экс-пуҫлӑхӗ судра явап тытнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Шупашкарти почтамтӑн экс-пуҫлӑхӗ почта ҫыхӑнӑвӗн федераци управленине 260 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен хайхискер фирмӑна, вӑл унта учредительсенчен пӗри пулнӑ, хулари электричество сечӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкарти почта ҫыхӑнӑвӗн щичӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ. Экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака, 75 пин тенке, йӑлтах саплаштарма шанатарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗче ӗнер ейӳ кӗпере татса кайнӑ. Кӗпер ялӑн екӗ енне ҫыхӑнтарнӑ. Ку ӗнер 14 сехетре пулнӑ. Халӗ пӗр ялти ҫынсем пӗр-пӗринпе хутшӑнаймаҫҫӗ. Шкул ачисем пӗлӳ ҫуртне каяймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта ҫитме тепӗр ҫул ҫук. Шаккӑл ялӗнче кунашкалли тӑтӑшах пулать-мӗн. Палӑртмалла: ӗнер республикӑра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ, юр нумай ирӗлнӗ. Чылай тӑрӑхра шыв-шур хӑпарнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче паян пӗлтернӗ. ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыври шыв Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Баварири Develey Senf & Feinkost GmbH компани пирӗн республикӑра сарӑ пӑрӑҫ ҫитӗнтересшӗн. Вӗсем ку ӳсен-тӑранпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ: соуссем, техӗмлӗхсем хатӗрлеҫҫӗ. Халӗ Чӑваш Енре сарепт сарӑ пӑрӑҫӗ (сарептская горчица) ӳстереҫҫӗ. Унӑн вӑрринчен апата ямалли сарӑ пӑрӑҫ, чӗлхене чӗпӗтекенскере, хатӗрлеҫҫӗ. Европӑра вара урӑх сортпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ, вӑл «Дижонская» ятлӑ. Ҫак сорт ҫемҫе тутӑллӑ. Develey Senf & Feinkost GmbH компани 2010 ҫулта Канашра хӑйӗн производствине уҫнӑ, унта соуссем кӑлараҫҫӗ. Компани директорӗ Михаэль Дурах Чӑваш Енре ӳстернӗ сарӑ пӑрӑҫпа кунта кӑна усӑ курасшӑн мар. Вӑл ӑна Европӑна та ӑсатма сӗнет. Ҫавӑнпа компани кунта вӑрӑ центрӗ тума хатӗр. Вӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫитӗнтерӗҫ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку шухӑша ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Хӑйӗн пирки нимӗн те астуман хӗр Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Ҫӗрпӳри «Аниш» кафе патӗнче пӗр хӗре КамАЗ водителӗ антарса хӑварнӑ. Анчах ҫак пике нимӗн те астумасть, хӑйӗн пирки ним те пӗлмест. Кафе ӗҫченӗсем ӑна малтан апатлантарнӑ, кайран тин каҫхине ун пирки полицие пӗлтернӗ. Хӗр, ҫитменнине, япӑх, ӑнланмалла мар калаҫать. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле 422 тенкӗ тата япаласем тултарнӑ сумка пулнӑ. Кам та пулин ҫак хӗре пӗлет пулсан ЧР ШӖМне 8(83545) 2-12-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. 02 е 102 номерсемпе те пӗлтерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Kanash-info.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Ӗнер Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта уйрӑмах нумай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ объект — «МТВ Центр» суту-илӳпе кану комплексӗ. Унта пушар хӑрушлӑхне пӑснӑ тӗслӗхсене 149 хутчен шута илнӗ. Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче 73 кӑлтӑк палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсавсӑр иккен. Проекта пӑхӑнмасӑрах планировкӑна ылмаштарнӑ. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳпе кану центрӗнче пушара шывпа автомат мелпе сӳнтермелли тытӑма насуссемпе ҫыхӑнтарман, 1-4-мӗш хутсенче тӗтӗме сирмелли тытӑм ӗҫлемен. «Хальлӗхе тӗрӗсленисенчен Канашри «Империал» суту-илӳ центрӗ ҫеҫ йӗркене пӑхӑнса ӗҫлет», — тенӗ Станислав Антонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчен илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан Александр Пименов Мари Элти Иван Беляк ялӗ ҫывӑхне пӗчченех похода кайсан ҫухални пирки ӗнер сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫӑлавҫӑсем вӑл чарӑннӑ вырӑна тупнӑ. Анчах унта каччӑ пулман, япалисем ҫеҫ курӑннӑ. Тусӗ Олег каланӑ тӑрӑх, унта ҫывӑрмалли михӗ, чашӑк-тирӗк тата йӗлтӗр тупнӑ. Чейник кӑвайт ҫинче ларнӑ, вутӑ ҫунса пӗтнӗ. Ахӑртнех, Александр ҫак вырӑнтан нумайлӑха мар пӑрӑннӑ пулнӑ. Юханшыв патне илсе пыракан ҫул ҫинче ура йӗрӗ пур, ҫавӑнтах хуран выртать. Аса илтерер: Александр Пименов амӑшӗпе телефонпа юлашки хутчен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче калаҫнӑ. Ун чухне вӑл кирлӗ вырӑна ҫитнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
52 ҫулти арҫын «Шупашкар – Мускав» ҫулпа чылай ҫӳрнӗ. Хайхискер ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма юратман ахӑртнех – штраф 130 пин тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Анчах водитель парӑма тӳлесе татма васкаман. Арҫын ҫакна пула машинӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унӑн «Мерседесне» приставсем арестленӗ. Штрафа вӑхӑтра тӳлеменшӗн водителӗн ӳкӗнмелле те пулӗ-тӗр. Ара, куншӑн унӑн тепӗр 150 пин тенкӗ те тӳлеме тивӗ. Хальлӗхе вара, парӑма татиччен, арҫыннӑн ҫуранах ҫӳреме тивӗ: приставсем унӑн иномаркине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |