Республикӑра
Ҫӗмӗрле хулинче вырӑнти шкулсенчен пӗринче тӑваттӑмӗш класра вӗренекен шӑпӑрлансем ватӑ ҫынна пулӑшнӑ. Ҫак маттурсем — хулари 6-мӗш шкулти 4-мӗш «в» класра пӗлӳ пухакансем. Ҫӗмӗрле хулинчи Халӑха туллин пулӑшу кӳрекен центрӑн «Восточный» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) участокӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ волонтерсен центрӗ ӗҫлет иккен. Ҫав йыша хулари 6-мӗш шкулта вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, волонтерсем ҫулталӑкӗпех хастар ӗҫлеҫҫӗ, аслӑ ҫулхисене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. 4-мӗш «в» класра вӗренекенсем Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май А.В. Васина социаллӑ ӗҫченпе Николай Чугунов вӑрҫӑ ветеранӗ патне кайнӑ. Вӗсем ватӑн килӗ умӗнчи кивӗ ҫулҫа шӑлса пуҫтарнӑ, вак-тӗвек хӑрӑк-турата тата ҫӳп-ҫапа тасатнӑ. Ӗҫ вӗҫленсен Николай Федорович вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ. Ачасем ӑна хӑйсен аллипе ӑсталанӑ Георгий лентине парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Ҫӗрпӳ хулин ҫыннисен шывсӑр ларма тивет-ши вара? Паян унта сивӗ шыв пӑрӑхӗ ҫинче (вӑл 500 миллиметр диаметрлӑ) авари пулни пирки пӗлтереҫҫӗ. Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче шыв пама пӑрахнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлу пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари вырӑнӗнче специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, пӑрӑха йӗркене кӗртеҫҫӗ. Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче 14 пин те 718 ҫын шывсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки ЧР Строительство министерстви хыпарлать. Сӑмах май, ҫулла ҫитнӗ май Шупашкар хулинче те вӑхӑтлӑха вӗри шыв пама пӑрахаҫҫӗ. Ҫак хушӑра специалистсем юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Малтан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчисем вӗри шывсӑр юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ. Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайра ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем «Шевроле Лачетти» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӗрарӑм ларнӑ. Салонра унӑн пӗчӗк ывӑлӗ те пулнӑ. Инспекторсем ҫав хӗрарӑма тытса чарнӑ. Водитель медицина освидетельствованийӗ витӗр тухма килӗшмен. Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм руль умне унччен те ӳсӗрле ларнӑ. Руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн пӗчӗк ывӑлӗпе ларма шикленмен хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Автоледин куншӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ене пирӗн экс-президент, РФ Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ визитпа килнӗ. Вӑл полици ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, министерствӑн ҫӗнӗ зданийӗсене кӗрсе курнӑ. Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе Николай Васильевича Сергей Неяскин министр паллаштарнӑ. Вӑл йӗркене пӑсасран мӗнле профилактикӑсем ирттерни пирки, республикӑри ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. ЧР ШӖМӗн ҫӗнӗ икӗ зданийӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче 45-мӗш ҫуртра тата Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӗсене пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ. Николай Федоров ҫав ҫуртсене ҫитсе курнӑ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсен музейӗнче тата экспертпа криминалистика центрӗн музейӗнче ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗре хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын ӑшӑшӑн тата ӑшӑ шывшӑн тӳлемен. Ҫавна май вӗсем хваттерӗсене сутаймӗҫ. «Энергосбыт Т Плюс» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тата Мари Элта пурӑнакансем предприяти умӗнче 158 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ 1926 ҫын ӑна парса татма васкамасть-ха. Компани суд приставӗсен службине вӗсен тӗлӗшпе мера йышӑнма ыйту янӑ: парӑмҫӑсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа пурнӑҫлаймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхӗпе конкурса хутшӑннӑ. Унта районсенче ҫӗнтернисем пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ. «Ӗҫлеме хӑнӑхакан» номинацире Михаил Афонькин (Етӗрне районӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Генриетта Лаврентьева (Ҫӗрпӳ районӗ) — иккӗмӗш, Елена Аникина (Етӗрне районӗ) — виҫҫӗмӗш. «Лайӑх ӗҫлекен» номинацире Татьяна Душенькина (Улатӑр) мала тухнӑ, Любовь Тюрикова (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) — иккӗмӗш, Алевтина Шашкова (Шупашкарти Мускав районӗ) — виҫҫӗмӗш. «Чи лайӑх хӑтлав» тесе Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Валентин Егоров ӗҫне хакланӑ, «Тӗнче тетелне чи лайӑх пӗлекен» – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова. Республикӑра мала тухнисем Раҫҫей конкурсне хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче педагогсен республика конкурсӗн финалне хутшӑннисене чысланӑ. Чӑван Ен Элтеперӗн 150 пин тенкӗ премине «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти Татьяна Андреевӑна панӑ. «Чи лайӑх воспитатель» номинацире ҫӗнтернӗ Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинчи Елена Михайлова педагог-психолог 100 пин тенкӗ укҫа лекнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» — Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхаш шкулӗнчи Александр Мальков, «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» — Канашри транспортпа энергетика техникумӗнчи Ирина Сладкова, «Ҫулталӑхри чи лайӑх педагог-психолог» — Шупашкарти 2-мӗш шкулти Александра Горелова. Вӗсене 50-шар пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. «Педагогикӑри дебют» ята Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнчи Ксения Михайлова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Михаил Резников Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Тӗрле шайри чыславпа ыттисене те хаклама палӑртнӑ. Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна республика Правительствине ӗҫлеме куҫарнӑччӗ. Унта Михаил Резников карьери хӑйне евӗр пынӑччӗ. Малтан вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран — транспорт министрӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗскер пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ку пукансӑр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, Михаил Резникова орден тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче пурӑнакан 45 ҫулти отставкӑри подполковник, ШӖМ пенсионерӗ судра явап тытнӑ. Пенсионер руль умне ӳсӗрле ларнӑ, ҪҪХПИ инспекторне ҫапнӑ. Ку пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канашра пулнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗ унталла-кунталла выляса пыракан машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын, ШӖМре ӗҫленӗскер, ларнӑ. Освидетельствовани тумашкӑн вӑл инспекторсене хӑйне сиплев учрежденине илсе ҫитерме ыйтнӑ. Унта ҫитсен хайхскер унтан тухса кайнӑ. Анчах ӳсӗр водителе ҪҪХПИ ӗҫченӗ чарнӑ, куншӑн ӑна лешӗ тӑнлав тӗлӗнчен чӑмӑрӗпе ҫапнӑ. Унтан ӳсӗрскер полицейские тата унӑн ӗҫтешне киревсӗр сӑмахсемпе ятлама пуҫланӑ. Полицейские итлеменшӗн арҫынна 1,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Освидетельствовани тухманшӑн 30 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1,5 ҫул ларма юрамӗ. Суд ШӖМ пенсионерне полицейские хур кӑтартнӑшӑн, ҫапнӑшӑн тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |