Культура
Пултаруллӑ ачасем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Сӑмах Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ ачасен 5-мӗш музыка шкулӗнчи хор уйрӑмӗн вӗренекенӗсем пирки. «Соловушки» (чӑв. Шӑпчӑксем) хор Пӗтӗм тӗнчери «Вятка каруҫҫелӗ» IX конкурса хутшӑннӑ. Фестивале Пӗтӗм тӗнчери «Хӗвел ачисем» фестиваль юхӑмӗ Киров хула администрацийӗн культура управленийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Конкурс фестивале Мускаври, Архангельскри, Пермьри, Екатеринбургри, Сыктывкарти, Воркутари, Йошкар-Олари, Кироври пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. «Соловушки» икӗ хайлав шӑрантарнӑ. Куракансем вӗсене хапӑлласах йышӑннӑ. Ку конкурса чӑваш ачисем пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Апла пулин те маттурсем II степень диплома тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал пирӗн Республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Культура министерстви вилӗмсӗр «Нарспи» авторне тата унӑн пултарулӑхне халалласа регионсем хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтерет. Конкурса ҫыравҫӑсене, сӑвӑҫсене, хӑй тӗллӗн ҫыракан авторсене тата автор ушкӑнӗсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Пултарулӑх енчен ӑмӑртма ҫапах та пурин те май килмӗ. Хӗрӗх ҫултан иртнисене ку конкурса хутшӑнтармӗҫ. Кирек епле конкурса йӗркеличчен те унӑн тӗллевне палӑртаҫҫӗ те, кунта та ҫаплах. Ҫав шутра чӑвашла ҫыракан ҫамрӑк авторсене палӑртассине те асӑннӑ. Конкурс материалӗсене нарӑсӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен хут ҫине ҫырса тата электрон вариантпа Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 630-мӗш пӳлӗме тата culture41@cap.ru электрон адреспа ярса памалла. Конкурса чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 64-22-34. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Культурӑра, литературӑра тата ӳнерте ӗҫлекенсен пӗр ушкӑнӗ ҫынсем сахал вуланишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерсе ҫыру-чӗнӳ хатӗрленӗ. Хута вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ-ха. Ҫыру авторӗсем вулас туртӑм чакса пынишӗн хумханаҫҫӗ. Литература вара халӑхӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхӗн никӗсӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ. Ача-пӑча вулавӑшӗсен кивелсе пыракан фончӗсенче ҫамрӑк ӑру хӑйне кирлӗ ыйту хуравне тупмалли кӗнекесем сахал тесе шухӑшлаҫҫӗ ҫыру авторӗсем. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑкланатарс тесе темиҫе ҫул каялла республикӑн Министрсен Кабинечӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен конкурсне йӗркеленине те аса илнӗ. Унтан тӗрлӗ хӑтлав ирттернине асӑннӑ. «Ҫапах та пирӗн кӗнекесем вулакансем патне ҫитмеҫҫӗ. Шкулти тата муниципалитет вулавӑшӗсенче ача-пӑча кӗнеки сахал, уйрӑмах — чӑвашлисем», — тенӗ ҫырура. Чӗнӳ авторӗсӗем ача-пӑча тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти кӗнекене, Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсене туянса шкул тата муниципалитет вулавӑшӗсене, ача ҫурчӗсене парнелеме чӗнсе каланӑ. Ку чӗнӗве вӗсем муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисен, предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсен, тӗрлӗ шайри депутатсен, усламҫӑсен ячӗпе шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть Куславкка районӗнчи культура ҫуртӗнче ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн «Калейдоскоп талантов» тата «Ташша яра пар» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем те, уйрӑм юрӑҫӑсем те, шкул ачисем те хутшӑннӑ. 5 ҫултан пуҫласа 35-ри таранах сцена ҫине тухнӑ. Тӑватӑ номинаципе иртнӗ. Халӑх вокалне «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, «Шевле» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Эстрада вокалне чылаййӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Дарья тата Полина Мораньковсем, Мария Романова, Диляра Нуруллина, Ангелина Сорокина… Вокал ансамблӗсенче «Улыбка», «Снежинки» вокал ансамблӗсем, «Асамат» вокал дуэчӗ, «Волшебное детство» тата «Пчелка» дуэтсем хутшӑннӑ. Кашниех икшер юрӑ юрланӑ. Хореографи номинацийӗнче «Подсолнух», «Созвездие», «Молния» тата ытти ташӑ ансамблӗсем сцена ҫинче ташланӑ. Фестиваль пилӗк сехете тӑсӑлнӑ. Сӑнсем (86) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Вӑрнарта вырнаҫнӑ «Август» фирмӑн филиалӗ хӑйӗн 85 ҫулхи юбилейне халалласа художество пултарулӑхӗн смотр-конкурсне ирттернӗ. Ку вӑл ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ пулнӑ. Акт залне халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ. Смотр-конкурс икӗ куна тӑсӑлнӑ. Концерт номерӗсен ярӑмне предприятин ветеранӗсен ансамблӗ уҫнӑ. Йышра савутӑн унчченхи йышне ҫӳренӗ Борис Петровпа Анатолий Терентьев та пулнӑ. Хальхи ӑру та маххӑ памасть. Автотранспорт цехӗн водителӗсем Роман Петровпа Юрий Лукоянов, ав, гитарӑпа каласа хитре юрлаҫҫӗ. Юлашкинчен асӑнни мӑшӑрне Еленӑна тата пӗчӗк хӗрне Полинӑна та сцена ҫине кӑларнӑ. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче сцена ҫине ҫемьепе тухакансем йышлӑ пулнӑ. Альбертпа Алексей Волковсем, ашшӗпе ывӑлӗ, пӗрле тӑрса юрланӑ. Зоя Белякова Татьяна Иванова хӗрӗпе тухнӑ. «Ҫӗнӗ чӑваш кинемийӗсене» ҫаврӑннӑ склад хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсене те куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Ӑслӑлӑхпа производство центрӗн хӗрарӑмсен ушкӑнӗ вырӑс халӑх ташшине кӑтартнӑ. Фирмӑн ҫум предприятийӗсенче ӗҫлекен хӗрсем хӗвелтухӑҫ ташшипе авкаланнӑ. Уяв концертне смотр-конкурсри 20–25 чи лайӑх номере суйласа илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Национальноҫсен ҫуртӗнче, иртнӗ шӑматкун Константин Ивановӑн юбилейне халалласа уяв йӗркеленӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчи Л.В.Волков йыхравланипе унта Шупашкартан виҫҫӗн кайнӑ: РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧР халӑх художникӗ Праски Витти, «Сӑвар» фонд хастарӗ Тимӗр Тяпкин тата «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валери Туркай. Асӑну каҫне Мускаври Национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Николай Комаров уҫнӑ май чӑваш халӑхӗпе чӑваш культури, Константин Ивановпа «Нарспи» поэма пирки вӑл чунтан юратса каланӑ-мӗн. Унтан сӑмах илнӗ Леонид Волков ун патне нумай ҫын К.В. Иванова асӑнса Мускавра палӑк лартма тӗп хуламӑрӑн ертӳҫисен умӗнче хускатма ыйтса ҫыру ҫырни, шӑнкӑравлани пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫакна илтсен залра ларакансем «Нарспи» авторне асӑнса Мускавра палӑк лартма палӑртнине чунтан ырланине пӗлтерсе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Леонид Валерьевич хӑйӗн сӑмахӗнче ун патне юлашки вӑхӑтра питӗ нумай ҫын К.В. Иванова асӑнса Мускавра палӑк лартассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗп хуламӑрӑн ертӳҫисен умӗнче хускатма ыйтса ҫыру ҫырни, шӑнкӑравлани пирки асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗ культура ҫуртне уява пухӑннӑ. Культура ҫурчӗн тата вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑн ял — манӑн савӑнӑҫ» концерт тата алӗҫӗсен куравне хатӗрленӗ. Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене уҫнӑ май мероприяти пуҫламӑшӗнче сӑвӑсем вуланӑ. Пӑлапуҫ Пашьел ҫыннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Никитин, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков саламланӑ. Чӑван наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев Светлана Никитинӑна тата Вера Козловӑна чӑваш йӑли-йӗркипе культурине сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн хисеп грамотипе чысланӑ. Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Емельянов чи нумай пурӑнакан ҫынна тата ялти чи кӗҫӗн ачана парнесем кӳнӗ. Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Матрешки» ташӑ ансамблӗ пухӑннӑ халӑх умне юрӑ-ташӑпа тухнӑ. Сцена ҫине Валерий Клементьев, чӑваш эстрада артисчӗсем те тухса юрланӑ. Сӑнсем (34) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнчи культура ҫуртӗнче Литературӑпа К.Иванов ҫулталӑкӗсене халалласа тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май мероприяти иртнӗ. Ҫавна май кӗнеке куравӗсем, стендсем йӗркеленӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсене жюри хакланӑ. Мероприятие Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов уҫнӑ. Вӑл культура тытӑмӗнче 40 ытла ҫул ӗҫленӗ ӗҫ ветеранне Т.Денисовӑна тав ҫырӑвӗ панӑ. Пуҫлӑх пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве «Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗ» хӑтлавпа ҫирӗплетнӗ. Унтах алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Концерт Мӑнҫырма шкулӗн вӗрентекенӗсен хорӗ юрланипе пуҫланнӑ. Унта «Ӗмӗт» фольклор ансамблӗ, «Туслӑх» драма кружокӗ, «Сцена навсегда» хореографи кружокӗ, хӗрарӑмсен «Илем» ансамблӗ, «Соловушка» ушкӑн хутшӑннӑ. Мероприятире «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне театрализацилесе кӑтартнӑ. Куракансем те, жюри те питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Сӑнсем (75) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юрра ӗлӗкех юрланӑ. Вӑл ӑруран ӑрӑва куҫса паянхи куна ҫитнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем ӗлӗкхи йӑлана сыхласа хӑварма тӑрӑшса сцена ҫинче юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче чӑваш халӑх фольклор юррин «Юри килтӗм юрлама» концерт иртнӗ. Концерта «Теветкел» халӑх фольклор ансамблӗ 5 ҫул тултарнине халалланӑ. Юбилярсене Муркаш районӗнчи «Муркаш» халах ансамблӗ тури чӑвашсен концерт программипе саламланӑ. Хӑнасем концертра тури, анатри, хутӑш чӑвашсен тумӗсемпе киленнӗ. «Муркаш» халӑх ансамбльне уява хастар хутшӑннӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн культура пайӗ тав хучӗпе чысланӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, «Нарспи» оперӑпа чӑваш юрри-ҫеммин кунӗсем уҫӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Сергей кузнецов хӑйӗн хӗрӳлӗхӗпе хальхинче те тӗлӗнтернӗ. Иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Сетнер партине епле юрланине ҫынсем манман-ха. Хальхинче вара вӑл тата та хӑватлӑн янӑратнӑ. Нарспи сӑнарне шаннӑ Надежда Степанова та, Константин Ефремов калӑплакан Тӑхтаман та куракана тыткӑнланӑ. Оркестра Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Нестерова дирижер ертсе пынӑ. Спектаклӗн тӗп астармӑшӗ – Элекҫӗ хӗрарӑм. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Людмила Яковлева ӗнентерӳллӗ кӑтартса панӑ. Унчченхи постановкӑра вӑл Нарспи сӑнарне калӑпланӑ-ха. Тахӑҫан Нарспи пулнӑ тепӗр артист та, Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Смирнова, хӑйне валли тивӗҫ вырӑн тупнӑ. Вӑл Сетнерӗн амӑш сӑнарне хайланӑ. 80 ҫулти халӑх артисчӗ Василий Васильев та, ытти артист та куракан асӗнче чылайлӑха юлӗ. Паян театрта Федор Васильевӑн «Сарпике» балетне лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |