Культура
Куславкка районӗнче чӑваш поэчӗн, куҫаруҫин пултарулӑхне халалласа савӑ вулакансен конкурсӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Паллах, кашни поэт хӑйӗн сӑввисем янӑранине кӑмӑллать. РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, поэт тата куҫаруҫӑ Анатолий Смолин хӑйӗн сӑввисен декломаторӗ пулнӑ, вырӑс класикӗсен пултарулӑхне юратнӑ. Куславккара иртекен конкурса Смолин вулавӗсем ят панӑ. Унта ачасем те, аслӑ ӳсӗмрисем те пухӑннӑ. Сӑвӑсем вырӑсла та, чӑвашла та янӑранӑ. Куславкка район администрацийӗн ҫумӗ Мария Солдатихина каланӑ тӑрӑх, вӗсем Анатолий Смолин ентешӗ пулнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ. Анатолий Смолин чӑваш классикӗсен хайлавӗсене вырӑсла куҫарса чылай кӗнеке кӑларнӑ. Конкурса хутшӑннисем поэта аса илнӗ, унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Поэтӑн тӑлӑх арӑмӗпе ывӑлӗ пурне те чунтан тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Галина Матвееван «Его звали Чуваш» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Пирӗн республикӑра ҫуралнӑ Яков Николаев пограничника халалланӑскере малтан автор чӑвашла пичетленӗ. Вӑл кӗнекери паттӑр Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Белоруссинче пограничник пулнӑ. Фашистсен тыткӑнӗнчен тарнӑ хыҫҫӑн Польша вӑрманӗсенче партизансен отрядне ертсе пынӑ. 1943 ҫулта вӑл паттӑрла вилнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Анастасия фронт чиккинчен тӑватӑ уйӑхри ачапа каҫса тӑван Чӑваш Ене ҫуран ҫитнӗ. Кӗнеке авторӗ пограничник ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекене 2013 ҫулта пичетленӗ хыҫҫӑн шкул ачисемпе тӗлпулусене ҫӳресе паттӑр Яковпа паллаштарнӑ. Анчах вырӑсла калаҫса ӳсекен ачасем унпа паллашайманнине кура автор Аристарх Дмитриев куҫаруҫӑна вырӑсла куҫарма ыйтнӑ. Автор пирки каласан, вӑл — Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Советская Чувашия», «Хыпар», «Хресчен сасси» хаҫатсенче ӗҫленӗ. Халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательстви Анатолий Кипечӗн «Вилӗм ялан ичелсӗр» кӗнекине пичетлесе кӑларчӗ. Ӑна автор Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май вӑрҫӑ ачисене халалланӑ. Кӗнеке повеҫсемпе калавсенчен тӑрать, фашизм тискерлӗхне, ветерансен пурнӑҫне, Афганистанпа Чечняра ҫапӑҫнӑ ҫамрӑксен трагедиллӗ шӑпине питӗ витӗмлӗн кӑтартса парать, сӑнарӗсем те асра юлаканскерсем. Анатолий Кипеч 1937 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кипеч тӑрӑхне кӗрекен Чулкӑмакара ҫуралнӑ. Вӗреннӗ, тӗрлӗ ҫӗрте ӑс пухнӑ, кӗвӗ-ҫемӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар», «Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар», «Юратусӑр телей ҫук», «Пурнӑс кӗнеки», «Чӗлхесӗр пике», «Шартлама». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти 177-мӗш «Мерчен» ача пахчи мӗн уҫӑлнӑранпа, 1990 ҫултанпа, ачасене наци культурипе туслаштарма тӑрӑшать. Ачасене чӑваш наци культурипе ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе унта ҫулсерен ака уйӑхӗнче чӑваш культурин эрнелӗхӗ иртет. Ача пахчинче «Халӑх тумӗн уявӗ» мероприятие ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Унта чӑвашсен, вырӑссен, тутарсен тумӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал ку уяв ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта шӑпӑрлансем, ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑннӑ. Уявра ЧНКн Президиум пайташӗ Г.Л.Никифоров та пулнӑ. Мероприятире «Мерчен» ача пахчин воспитателӗсен ушкӑнӗ тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ушкӑнӗ халӑх тумӗсене кӑтартнӑ, чӑваш, тутар, вырӑс юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ, наци вӑййисене вылянӑ. Унтах «Чӑваш тӗрри» курав йӗркеленӗ. Куравра хӗрарӑмсен капӑрӗсем, тутарсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗ тюпетейка хутшӑннӑ. Халӑх тумӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. Халӗ ача пахчи Маргарита Антонова заведующи ертсе пынипе «Акатуя» хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тухтӑрсене хатӗрлемелли институт ҫумӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халалланӑ экспозици уҫӑлать. «Медицина историйӗ» музей ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, музее Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа уҫӗҫ. Пӗрремеш экспозицие вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халаллӗҫ. Курава килнӗ хӑнасем тухтӑрсен, медицина сестрисен сӑнӳкерчӗкӗсене, вӗсен япалисене, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чӑваш Енри 16 эвакогоспитальте ӗҫленӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи санинструкторсене курма пултареҫ. Кунсӑр пуҫне унта килнисем палата, медсестра пӳлӗме, эвакогоспиталь пуҫлӑхӗн пӳлӗме мӗнлерех пулнисене курма пултарӗҫ. Музее уҫнӑ ҫӗре медицина ӗҫченӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем — хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче туристсем валли ҫӗнӗ маршрут уҫаҫҫӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Сӑр хӳтӗленӳ чикки» ят панӑскере тӗрлӗ объекта кӗртнӗ. Ку маршрутпа ҫула тухакансене етӗрнесем хӳтӗленме Сӑр тӑрӑхӗнче хатӗрленӗ ҫулпа паллаштарӗҫ, лаша савучӗ тытнӑ Зубов хушаматлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӑтартӗҫ. Совте Союзӗн Паттӑрне Ф.Н. Орлова асӑнса лартнӑ самолет патне те илсе кайӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче асӑнса хӑпартнӑ палӑк патне те. Чулхула облаҫӗнчи Кӑрмӑш ялӗ тата Сӑр шывӗ курӑнакан хитре вырӑна тата ытти нумай ҫӗре ҫитме май килӗ. Ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртне ҫӳрекен авиамоделистсем сывлӑшри ҫапӑҫӑва кӑтартӗҫ. Туристсем валли ҫӗнӗ маршрут уҫнӑ ятпа ирттерекен савӑнӑҫлӑ мероприятие шкул ачисем, журналистсем, тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» пӗтӗм тӗнчери наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн «Ши. Цы.Цюй. Фу» Китай поэзийӗн каҫӗ иртнӗ. Ӑна И.Яковлев ячӗллӗ ЧППУри китай чӗлхипе культурин центрӗ йӗркеленӗ. Малтанах пухӑннӑ студентсемпе шкул ачисен умне центр ертӳҫи, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова доцент тухса калаҫнӑ. Вӑл центр ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Китай Халӑх Республикипе туслӑха ҫирӗплетес, килӗштерсе ӗҫлес енӗпе чылай тӑрӑшни пирки каласа кӑтартнӑ. Китай чӗлхин вӗрентекенӗ Дмитрий Якимович тата ЧППУри ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухакан Дарья Медведева Китай поэчӗсен пултарулӑхӗпе хӑтлав урлӑ паллаштарнӑ. Уяв каҫӗнче Китай тата вырӑс чӗлхисемпе сӑвӑсем, юрӑсем янӑранӑ. Уяв каҫне пухӑннисене Гонконгран килнӗ хӑна тухса калаҫни уйрӑмах килӗшнӗ. Вӑл сӑвӑсем вуланӑ кӑна мар, пухӑннисем панӑ ыйтусене те хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Ҫӗнтерӳ еткерӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ ачасем Мускавра пулса курнӑ. Шупашкар ачисем унта Патшалӑх Думине те ҫитсе курнӑ. Ачасем ҫакна хула конкурсне янӑ сочиненисемшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем унта Тӑван ҫӗршшывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ачасемпе Патшалӑх Думинче экскурси ирттернӗ. Вӗсем депутатсемпе калаҫнӑ, Сӳнмен ҫулӑм патне кайса чечексем хунӑ. Экскурси парламентпа паллашнинчен пуҫланнӑ. Юлашкинчен вӗсем Алена Аршинова депутатпа курнӑҫнӑ. Ачасем ӑна ыйтусем панӑ. Ытларах вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗресси пӑшӑрхантарнӑ. Алена Аршинова шкул ачисемпе калаҫнӑ май халӗ ӗҫ рынокӗнче экономистсемпе юристсем ытлашшипех пулнине асӑрхаттарнӑ, урӑх професси суйлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура аталанӑвӗн центрӗнче «Выля, хуткупӑс!» фестиваль иртнӗ. Унта районти хуткупӑсҫӑсем хутшӑннӑ. Фестивале шухӑшласа кӑларса ертсе пыраканӗ – Владимир Бархонов. Вӑлах режиссерӗ те. Зала ҫын нумай пухӑннӑ. Пурте купӑсҫӑсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Эппин, халӑх купӑса халӗ те питӗ юратать. Фестивале Кӗлӗмкассинчи Геннадий Степанов, Смычкӑри Петр Иванов, Анатолий Тимофеев, Анатолий Васильев, Энтриелти Александр Мешков, Пучинкери Владимир Ильин, Огонекри Виталий Семенов, Тури Кӗлӗшкассинчи Ананий Макаров Йӗпреҫри Алексей Сергеев, Хыркассинчи Константин Сергеев хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗнчи юрӑсем халӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ. Сцена ҫинче хуткупӑсҫӑсем «Эх, дороги…», «Сукмак», «Солдатушки, бравы, ребятушки», «В землянке», «Юрату тӗвви», «Чӑваш халӑх юррисен пуххи», «Длинные страдания», «Короткие страдания», «Барыня», «Матаня», «Цыганочка» тата ытти юрӑсене янӑраттарнӑ. Фестивальте пӗрремӗш вырӑна Константин Антонов ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшне Алексей Сергеев тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Ананий Макаров пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта Германин Чӑваш Енри кунӗсем кӑҫал каллех иртнӗ. Хальхи шучӗпе — саккӑрмӗш. Вӑл хулари В. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра уҫӑлнӑ. «Нимӗҫ культурипе литературине юратакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ», — тесе ҫырать кун пирки «Хыпар» хаҫат. Пухӑннисене Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Бондарев, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин саламланӑ. Михаил Кронидович «Полигон» пултарулӑх лапамне Нимӗҫ кино фестивальне пурне те йыхравланӑ. 2015 ҫул Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе уяв каҫӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсем нимӗҫле янӑранӑ. Ӑна Шупашкарти машинӑсем тӑвакан колледж студенчӗ вуланӑ. Германин Чӑваш Енри кунӗсенче хула ҫыннисем валли курса тӗлӗнмелли чылай пулнӑ: куравсем, лекцисем, Раҫҫей тата нимӗҫ специалисчӗсем хутшӑннӑ семинарсем, киносеанссем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |