Культура
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул — музейра» проектпа килӗшӳллӗн «Вӑхӑт лабиринтӗнче» курав уҫӑлать. Кун пирки Чӑваш наци музейӗ пӗлтерет. Куравра Чӑваш Енри паллӑ ҫынсен сехечӗсене катартӗҫ: Ф.Ф.Ясковский лесовод, В.К.Магницкий этнограф, А.Канаш ӳнерҫӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ С.И.Андреев, В.Г.Толстой-Антарский таврапӗлӳҫӗ, В.Д.Шилов майор генерал, А.Д.Кӑлкан, А.А.Ӗҫхӗл, В.С.Чаплина ҫыравҫӑсем, Стихван Шавли поэт, А.И.Петрухин тата А.Д.Поздеев профессорсем. Кунсӑр пуҫне юбилейлӑ датӑсемпе кӑларнӑ сехетсем пулӗҫ. Тӗслӗхрен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ, С.Федоров ячӗллӗ микрохирурги уҫӑлнӑранпа 20 ҫул иртнӗ ятпа кӑларнӑ сехетсем. Курава килнисем Чӑваш Енре пулнӑ делегацисен парнисене те курма пултарӗҫ. Ав Чулхулари чукун ҫул, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ сехет парнеленӗ. Ҫавӑн пекех Козьмодемьянскри культурӑпа истори музейӗнчи, Шупашкарти коллекционерӑн Сергей Трифоновӑн сехечӗсем пулӗҫ. Курав 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (архиври сӑн) Раштавӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти филармони залӗнче «Юхать юхӑм шыв» вокалпа хореографи композицийӗн премьера кӑтартӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Гранчӗпе сцена ҫине кӑларнӑ. Филармонин тулли залне чӑваш фольклорне юратакансем пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра тӗрлӗ ҫулхисем пулнӑ. Концерт пуҫланас умӗн халӑх умне тухнӑ ансамблӗн ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев проектпа паллаштарнӑ. Музыка хайлавне пухма тӳпе хывнисене вӑл ятран асӑнса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче фольклора пухакансем те, композиторсем те пур. Сӑмахран, Зинаида Козлова, Лолита Чекушкина, Елена Шурту, Александр Осипов. Куракансем ҫӗнӗ юрӑсене кӑмӑлтан итленипе, ташӑсемпе киленнипе пӗрлех ҫӗнӗ тумтире те асӑрханах. Ара, ку композици валли ҫӗнӗрен ҫӗлеттернӗ. Пӗтӗмпе 80-а яхӑн костюм ҫӗлеттернӗ, 110 ытла мӑшӑр пушмак туяннӑ. Концерт «Слакпуҫӗнчи туй» вокалпа хореографи сюитипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта «Культура ҫулталӑкӗнчен — Литература ҫулталӑкне» Чӑваш Республикин культура ӗҫченӗсен канашлӑвӗ иртнӗ. Мероприятие Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл культура ӗҫченӗсене хисеп грамотисем, тав хучӗсем панӑ. Элтепер Чӑваш Ен ӗлӗкхи историллӗ ҫӗр пулнине палартнӑ. Фестивальте республикӑри культурӑсен программисен директорне тата Республикӑри культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменне ятарлӑ урапа уҫҫисене панӑ. Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех патшалӑх наградисене тата культура ӗҫченӗсен хисеплӗ ячӗсене панӑ. Чи лайӑх муниципалитетсене, чи лайӑх культура ӗҫченӗсене укҫа илмелли сертификат тата урапа уҫҫисем панӑ. Культура ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ ҫӗре 400 ытла хӑна хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Мӑкшӑ Республики, Мускав, Санкт-Петербург, Чӗмпӗр облаҫӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑру хыҫҫӑн пленар ларӑвӗсем иртнӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Фестиваль раштавӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗн, Пысӑк театр солисчӗн Владимир Маторинӑн пысӑк концерчӗпе вӗҫленӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Эпир ирттерекен «Шан мана, тӗнче!» литература ӑмӑртӑвне пӗрремеш хайлав ҫитрӗ — хӑйӗн «Ҫеҫпӗл патне ҫырнӑ ҫыру» сӑввине Шупашкарти 1-мӗш гимназире 8-мӗш класра ӑс пухакан Никита Леонтьев ярса пачӗ. Каласа хӑварас пулать: пирӗн электронлӑ вулавӑшра ку унӑн малтанхи хайлавӗ мар, хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл унччен те пире савӑнтарнӑччӗ. «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Литература ӑмӑртӑвӗ Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкӗ ячӗпе иртет. Интернет-конкурса «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине Андрей Петтокие (1905–1942) халалланӑ. Асаилтеретпӗр, ӗҫсене 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнатпӑр (ҫителӗклӗ ярса памасан ку тапхӑра ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсма ирӗк пур). Конкурса ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетме шутлатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Элле Николай Алексеевич Раштавӑн 12-мӗшӗнче «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗнер ӗҫченӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ, республика пӗлтерӗшлӗ персональнӑй пенсионер Николай Алексеевич Элле (12.12.1909 — 14.01.1982) ҫуралнӑранпа 105 ҫул тултарчӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашра ҫуралса Ӳснӗ. Унӑн ашшӗ вырӑнти чиркӳре псаломщик ӗҫӗпе тимленӗ, амӑшӗ — Штанашри вырӑс хӗрарӑмӗ — кил таврашӗнче тӑрмашнӑ. Иккӗшне те Штанаш ҫӑви ҫине пытарнӑ. Ҫак кунсенче Николай Эллен тӑван ялӗнче шкул ачисемпе ятарлӑ урок ирттерчӗҫ, паллӑ ентешӗ пирки каласа пачӗҫ. Николай 8 ҫул тултарсан Штанашри удельный училищӗре вӗренме пуҫлать, ун хыҫҫӑн Чӗмпӗрпе Шупашкар педтехникумсенчен (1928) вӗренсе тухать. Ҫулталӑк хушши Штанашри шкулта ӗҫлет (1928-1929). 1929 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче Штанашри 22 хуҫалӑхран «Капкӑн» колхоз йӗркеленӗ, ку ӗҫре Эллен тӳпи те пур. Унтан ӑна Хӗрлӗ Чутайри профсоюз райкомӗн председателӗ пулма шаннӑ (1929-1930). Вӑл пуҫарнипе районта 1930 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче «Коллективист» ятлӑ хаҫат тухма тытӑнать. Часах Элле «Красная Чувашия» хаҫат редакцин ял хуҫалӑх пайне вырнаҫать. |
Культура
Шупашкарта республикӑри пултаруллӑ ачасене чысланӑ. Конкурс Чӑваш Енре 4-мӗш хут иртнӗ. Унта ҫамрӑк мусӑкҫӑсем, юрӑҫсем, ӳнерҫӗсем, фотографсем, дизайнерсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал форума республикӑри 140 ытла ача хутшӑннӑ. Унта чи пултаруллисем, хӑйсен маттурлӑхне кӑтартнисем ҫеҫ лекме пултарнӑ. Пурте — Пӗтӗм Раҫҫейри, тӗнчери конкурссен лауреачӗсем. Вӗсем музыка тата ӳнер шкулӗсенче вӗренеҫҫӗ. Конкурсра номинацисем нумай пулнӑ: ӳнер, халӑх пултарулӑхӗ, ӳнер сӑнӳкерчӗкӗ, костюм моделированийӗ… Ӳнер номинацийӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Оля Максимова ҫӗнтернӗ. Вӑл Ӗсмелти (Октябрьскинчи) ӳнер шкулне ҫӳрет. Оля 11 ҫулта. Вӑл 5-ре чухнех ӳнерпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Оля ытларах портрет ӳкерме кӑмӑллать. Вӑл ӳссен ӳнерҫӗ е дизайнер пуласшӑн. Ҫӗнтерӳҫӗсем чыславра хӑйсен чи лайӑх номерӗсене кӑтартнӑ. Ӳнер музейӗн залӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Чӑваш Енри лауреатсем халӗ ҫӗнӗ конкурса хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Пултаруллӑ ачасем — Раҫҫей пуласлӑхӗ» форума хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех тӗрлӗ конкурс, смотр тата фестиваль чылай иртет. Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынине халалласа раштавӑн 13-мӗшӗнче районти Культура керменӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ пулса иртрӗ. Фестивале хутшӑнакансем Чутай халӑхӗн ӗлӗкхи юрри-ташшипе куракансем умне тухрӗҫ. Фольклор уявне районта тӑххӑрмӗш хут ирттереҫҫӗ, кӑҫал та районти пур ял тӑрӑхӗнчи артистсем те хаваспах хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарчӗҫ. Кашни ял тӑрӑхӗнче фольклор ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ, вӗсем ҫулленех районта иртекен пур мероприятие те хастар хутшӑнаҫҫӗ: «Шупуҫ» (Кив Атикасси ял тӑрӑхӗ), «Шанчӑк» (районти ветерансен коллективӗ), «Сӑр таппи» (Пантьӑк ял тӑрӑхӗ), «Хӑнатар» (Тралькасси ял тӑрӑхӗ), «Ҫартмас» (Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗ), «Этмен» (Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗ), «Айхол» (Атнар ял тӑрӑхӗ), «Хӑмӑш» (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), «Урпаш» (Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ), «Артанас» (Акчикасси ял тӑрӑхӗ), «Шокӑль» (культурӑпа кану центрӗ) тата «Шуҫӑм» (Штанаш ял тӑрӑхӗ). Жюри пайташӗсем — районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, Хӗрлӗ Чутайри ачасен ӳнер шкулӗн преподавателӗ Валентина Грачева, райадминистрацин культурӑпа, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Михуткина — фестивале хутшӑннӑ пур ушкӑна та диплом парса чысларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пысӑк залӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн 90 ҫулхине халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ. Юбилей ячӗпе вӗсене республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ. Вадим Ефимов министр ансамбль чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине перекетлӗ тытса тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Ушкӑна вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе саламланӑ. Ансамблӗн балет артистне Николай Игнатьева «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Балетӑн тепӗр артистне Наталия Алимована «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти вара ансамблӗн историйӗпе паллаштаракан документлӑ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан пуян та асра юлмалла программа кӑтартнӑ. Зал артистсене ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тушкилти «Сурпан» ансамбль Тӑвай районӗнчи Тушкилти информаципе культура центрӗнчи «Сурпан» фольклор ансамбльне 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Коллектива Наталия Георгиева ертсе пырать, Людмила Камасева баянпа хавхалантарать. «Сурпан» ансамбль Элӗк, Вӑрмар, Елчӗк, Комсомольски, Ҫӗрпỹ районӗсенчи куракансене те хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ку коллектив Шупашкар хулинчи «Акатуй» уява та тӑтӑшах хутшӑнать. Ансамбле паян 16 ҫын ҫỹрет. Тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, тивӗҫлӗ канӑва кайнисем те пур иккен вӗсен хушшинче. Раштавӑн 19-мӗшӗнче Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче культура ҫулталӑкне вӗҫлекен, ӗҫсене пӗтӗмлетекен концерт иртмелле. Унта «Сурпан» та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ехремкасси тӑрӑхӗнчи ӑстасен ӗҫӗсем «Элӗк районӗнчи Карачурари социаллӑ культура центрӗнче пултаруллӑ ҫынсен коллективӗ ӗҫлет. Вӗсене ӗмӗт-тӗллеве пурнӑҫласа пыма тивӗҫлӗ услови кирлӗ», — тесе шухӑшлать Элӗк район хаҫачӗ. Курмалли залра ҫавна май йӗрке тӑвас енӗпе ӗҫ анлӑ сарӑлнӑ иккен. Сценӑпа фойене хитрелетнӗ те-мӗн. Культура ӗҫченӗсен тата вырӑнти ҫынсен: Л. Онуфриева, И. Онуфриев, Э.Ефремов, С. Алексеев, Г. Матвеев, Ю. Иванов, Д. Петров — вӑйӗпе зал стенине капӑрлатнӑ. «Пирӗн культура ҫуртне чылай ҫул юсаманччӗ. Халӗ, май пур чухне, ку енӗпе ӗҫлес терӗмӗр. Л. Онуфриева тӑрӑшнипе сцена кармалли, баннер тата ытти материал турттарса килнӗ. Умра — пысӑк ӗҫсем: ҫивитти юсамалла, электрохатӗрсене улӑштармалла», — теҫҫӗ пулать ял ҫыннисем. Карачурасем культура учрежденине юсассишӗн тӑрӑшакансене тав тӑваҫҫӗ тесе ӗнентерет район хаҫачӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти Ехремкасси ял тӑрӑхӗ, «Авангард» хуҫалӑх та пулӑшу кӳрессе шанаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |