Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӳре-ара

Культура
Юрий Зорин тухтӑр
Юрий Зорин тухтӑр

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗн, Шупашкар хулинчи анлӑ сарӑлнӑ шӑл клиникисенчен пӗрин тӗп тухтӑрӗн Юрий Зоринӑн Фейсбукри тусӗсем вӑл скандинави мелӗпе ирсерен залив хӗррипе утса ҫӳренине аван пӗлеҫҫӗ. Темле ҫанталӑкра та тухтӑр ятарлӑ икӗ туя алла илсе урама тухать. Спорт тумтирне тӑхӑннӑскер юрлӑ-ҫумӑрлӑ е ӑшӑ-сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах уҫӑлса ҫӳрет.

Паян Юрий Зорин Т́ӑван радиора тата Чӑваш Енӗн Наци телевиденийӗнче харӑсах тӳрӗ эфира тухакан «Ирхи салам» кӑларӑмра пулнӑ. Унта та вӑл спорт тумӗпех пынӑ. «Кӑларӑм кӑсӑклӑ пулнине ӗненес килет — кӗске вӑхӑтра эпӗ сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки, стоматологи тата профлактика пирки усӑллӑ чылай канаш пама тӑрӑшрӑм», — тесе ҫырнӑ вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 24

1978
48
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын