Культура
1959 ҫулта Улатӑрти культура ҫурчӗ пултарулӑх ушкӑнӗсен конкурсне ирттернӗ. Унта вырӑс халӑх театрне суйланӑ. Штатра режиссерпа ӳнерҫӗ ҫеҫ пулнӑ. Театрӑн ҫулталӑкне нумай актлӑ виҫӗ спектакльтен кая мар хатӗрлемелле пулнӑ. Уйӑхра 4 хутран кая мар спектакль кӑтартма тивнӗ. Иван Краснов, Александр Харабуга, Калганов, Наталья Терещенко, В. Ниваров, Владимир Макаров, Николай Осовин — кусем режиссерсем. Театр Пӗтӗм Раҫҫейри куравсенче I степень дипломсене тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх драма театрӗпе килӗштерсе ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче театр ҫӗнӗрен ҫуралнӑ тейӗн. Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнӑ ятпа «Одна берёза знает...», «До свидания, мальчики!» постановкӑсем лартнӑ. 1994 ҫулта театр Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑс театрӗсен фестивалӗнче пулнӑ. 2011 ҫулта драма театрне «Халӑх коллективӗ» ят панӑ. Кӑҫал Улатӑрти халӑх драма театрӗ 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав кун, пушӑн 29-мӗшӗнче, коллектив А.Островскин «Женитьба Бальзаминова» спектакль лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Любовь Федорован кӗнекисене хаклама пуханнисем Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫин Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисене пахаланӑ. «Раҫҫей тава тивӗҫлӗ учителӗ, вӑтӑр ҫул ытла ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тимлекен Елчӗк пики тӑван халӑха, чӗлхене, культурӑна пӗтӗм пурнӑҫне парать тесе каламалла», — тет ун пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби. Любовь Федорова 1994-мӗш ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗнче тӑрать иккен. «Анне пехилӗ», «Утакана — ҫил хирӗҫ» кӗнекесене хак пама вулавӑша авторӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенсем, культурӑра ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ. Тухса калаҫакансем ҫыравҫӑн калавӗсемпе сӑввисенче, поэмисенче тӑван халӑха, ҫӗршыва, ҫутҫанталӑка юратни уҫҫӑн палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫыравҫа хавхалантарса унӑн ӗҫтешӗсем Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, ентешӗ Петр Сидоров, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциаци ертӳҫисенче пӗри Зоя Нестерова тата ыттисем те ырӑ сӑмах каланӑ, ҫапла ялан хастар пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чудесное превращение Бабы-Яги» юмахри самант Акан 8-мӗшӗнчен тытӑнса 10-мӗшӗччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗпе Йошкар-Олари ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри театр-центрӗ пӗр-пӗрин патӗнче гастрольпе пулӗҫ. Ҫармӑссем Шупашкара виҫӗ спектакльпе килӗҫ. Вӗсем — тӗрлӗ ҫулхисем валли. Акан 8-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, Шупашкар ачисем Е. Тыщук хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Принц тата Чудовище» юмахпа киленӗҫ, акан 9-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, — А. Чубаровапа И. Егорован «Чудесное превращение Бабы-Яги» хайлавпа, акан 10-мӗшӗнче, 14 тата 18 сехет те 30 минутра, Л. Филатов вырӑс фольклорӗ тӑрӑх ҫырнӑ «Про Федота-стрельца, удалого молодца» юмахпа. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ И. Трер П. Ершов юмахӗ тӑрӑх лартнӑ "Конек-Горбунок" спектакльпе гастрольте пулӗ. |
Культура
Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи малтанах ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов сцена ӑстисене уявпа саламланӑ. Кӑҫал жюрипе куракансем пуш уйӑхӗ тӑршшӗпех чи лайӑх спектакльсемпе киленме пултарнӑ. Камсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ-ха? «Ҫулталӑрки чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Филипповӑн «Ночь перед Рождеством» (Н.В.Гоголь) постановки ҫӗнтернӗ. «Ачасем валли лартнӑ чи лайах спектакль» номинацире Иосиф Дмитриев «Кот в сапогах» постановкӑпа мала тухнӑ (Ҫамрӑксен театрӗ). «Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Григорьев «Ночи перед Рождеством» спектакльпе ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Светлана Зверева «Синкерлӗ шӑпа» спектакле илемлетнӗшӗн ҫӗнтернӗ (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ). «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Татьяна Яфанова «Бабочка… Бабочка» спектакльте Эдда рольне калӑпланӑшӑн тата Елизавета Хрисанфова «Синкерлӗ шӑпа» постановкӑра Лизавета ролӗшӗн ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Гимн юрланӑ самант Паян Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Культура ҫурчӗн пӗр пин ытла йышӑнакан залӗ лӑк тулли пулчӗ — вӑрнарсем хӑйсен уявне хаваспах пухӑнчӗҫ. Чи малтан халӑх умӗнче Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн гимне юрласа пачӗҫ. Те ларакансем ӑнланмарӗҫ, те кӗвви-сӑмаххи килӗшмерӗ — зал гимна ларсах итлерӗ, ура ҫине тӑрас темерӗ. Малалла вара ентешлӗх ертӳҫисем сӑмах илчӗҫ. Юрать-ха пирӗнтен уйрӑлнӑ ентешӗсене аса илнӗ май зал ура ҫине тӑчӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене те, тавах Турра, ура ҫине тӑрсах вуларӗҫ. Тӗрлӗ тӳре-шарасен хисеп хучӗсемпе парнисене валеҫнӗ хушӑра залри халӑха Вӑрнар районӗнче тухнӑ юрӑҫсемпе артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Уйрӑммӑн Нурӑс шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксене асӑнас пулать — вӗсем Нарспипе Сетнере питӗ лайӑх выляса пачӗҫ. Сӑмах май вӑл шкула уявра сахал мар ырларӗҫ — нумай-нумай ҫынна вӑл аслӑ ҫула уҫса панӑ имӗш. Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑран уявра сӑвӑсем те сахал мар янрарӗҫ. Кунта Николай Ҫавала, Валерий Кошкина тата ыттисене асӑнас пулать. |
Культура
Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен. И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ. Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ. |
Культура
«Кӗмӗл сасӑ» фестивалӗ йӗркелӳ комитечӗ Чӑваш наци конгресӗ республикӑн Культура министерстви тата Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен вунулттӑмӗш хут иртекен «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурсне пӗтемлетни пирки конгрессӑн пресс-служби хыпарлать. Ҫак кунсенче йӗркелӳ комитечӗ положение ҫирӗплетнӗ, унта улшӑнусем кӑштах кӗртнӗ. Ытти ҫул конкурса вунултӑ ҫултан пуҫласа вӑтӑр пиллӗк таранчченхи яш-кӗpӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарнӑ пулсан, кӑҫал вунпилӗк ҫултан аслӑраххисен те «Кӗмӗл сасса» лекме май пур. Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл cacӑ» фестивальне регионсен, районсемпе хуласен, республикӑсен «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнмалла. Вӗсен эстрада тата хальхи майлӑ илемлетнӗ халӑх юррине хатӗрлемелле. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне хыпарламалла. Пӗтӗмӗшле положение ЧНК ӗҫ тӑвакан комитечӗ вырӑнсене ярса napӗ. Пӗлтӗр ҫak конкурса xaмӑp республикӑран, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ӗренпур, Capӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен nypӗ 37 ҫaмpӑk хутшӑннӑ. |
Культура
Паян Константин Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш литературин классикӗ 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чирлесе вилнӗ. Ку вӑл кивӗ стильпе шутласан (энциклопедисенче ӑна илсе панӑ), хальхи стильпе пӑхсан вара ку кун шӑп та паянхине лекет. Константин Иванова паян Шупашкарти икӗ палӑк умӗнче те асӑнчӗҫ. Асаилтеретпӗр, пӗри Константин Иванов урамӗ ҫумӗнчи скверта вырнаҫнӑ, тепри — ун ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнче. Скверти палӑк патне Виталий Родионов, ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисем, Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем килчӗҫ, театр ҫумӗнчи патне — чӑваш хастарӗсем тата Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен студентсем. Ҫавӑн пекех паллӑ классика асӑнма тата чечек хума «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен Валери Туркай та ҫитрӗ. Вӑл икӗ палӑк умне те чечек хучӗ. Чечек хуриччен пухӑннӑ халӑх Константин Ивановӑн пултарулӑхне аса илчӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи йӗркесене вуларӗ. Мероприяти поэта «Ҫӑлкуҫ» кафере асӑннипе вӗҫленчӗ. |
Культура
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин симфони оркестрӗ 15 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ку коллектива Раҫҫей халӑх артисчӗ, Морис Яклашкин художество ертӳҫи тата тӗп дирижер пулса ертсе пырать. Симфони оркестрӗнче паян 70 ытла артистпа музыкант. Ҫӳллӗ шайри профессионалсем тӗрлӗ жанра тата музыка направленине куракан патне ҫитереҫҫӗ. Ҫапах та ушкӑн хӑйӗн тӗп тӗллевӗ чӑваш наци юрӑ-ҫеммине упраса хӑварасси тата ӑна малалла аталантарасси тесе шухӑшлать. Репертуарта паян Федор Павловӑн, Степан Максимовӑн, Анисим Асламасӑн, Владимир Иванишинӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Федор Васильевӑн, Тимофей Фандеевӑн классика пулса тӑнӑ хайлавӗсем янӑраҫҫӗ. Чӑваш юрри-ҫеммипе пӗрлех оркестр вырӑс тата ют ҫӗршыв классикине те куракан патне ҫитерет. Кунта И.С. Бахӑн «Магнификат», В.А. Моцартӑн «Реквием» вокалпа симфони пысӑк хайлавӗсене тата ыттине асӑнма пулать. Раҫҫейри чи лайӑх симфони ушкӑнӗсенчен пӗри шутланакан коллектив ыран, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тата акан 3-мӗшӗнче музыка уявне йыхравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет. Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен. Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |