Культура
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри «Шуҫӑм» халӑх фольклор ансамблӗ 20 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫавна май пысӑк концерт иртнӗ. Ансамбле Валерий Васильевич Фролов 20 ҫул ертсе пырать. Ансамбль 1994 ҫулта йӗркеленнӗ. Унта ҫӳрекенсем хастар, вӑй-хӑватлӑ. Халӗ унта 17 ҫын сукмак такӑрлатать. Ушкӑн тӑван культурӑн йӑли-йӗркине сӳнме памасть. Уяв концертӗнче Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов, Патӑрьел район администрацийӗн тӗп эксперт специалисчӗ Полина Логунова, Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗн директорӗ Алевтина Овчинникова, Вӑрман районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Агеев тухса калаҫнӑ. Юбилее паллӑ тума Чӗмпӗрти «Палнай» тата «Сарнай» фольклор ансамблӗсем, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи ушкӑн ҫитнӗ. Уяв «Шуҫӑм» сцена ҫине тухнинчен пуҫланнӑ. Сцена ҫинче чылай юрӑ янӑранӑ. Сӑнсем (39) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Музыка училищинчи литература конкурсне хутшӑннӑ пике Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисемсӗр пуҫне вӗренӳ заведенийӗн литература пурнӑҫне те аталантараҫҫӗ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Ӗҫе училище ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хурӑмсем кӗртсе пырать, ӑна кӗртнӗ чух ачасен кӑсӑкланӑвне тата хальхи вӑхӑтри коммуникацисен хатӗрсене тӗпе хурать-мӗн. Ҫавна кура черетлӗ мероприятие халӑх тетелӗнче ҫутатма йышӑннӑ. Литература фотоконкурсне асӑннӑ меслетпе усӑ куракансене явӑҫтарнине кура музыка училищин пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем йышланнӑ имӗш. Конкурса вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Иванова йӗркеленӗ те ачасем хаваспах хутшӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем литературӑри паллӑ сӑнарсем евӗр ӳкерӗннӗ. Сасӑлава хутшӑннисем эстрадӑн музыка ӳнерӗ уйрӑмӑн 1-мӗш курсӗнче вӗренекен Анастасия Егоркина (хӑй вӑл Кӳкеҫрен) ӗҫне пысӑка хураса хакланине кура вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна вӗрсе каламалли инструментсен уйрӑмӗнче 2-мӗш курсра пӗлӗве туптакан Любовь Гаврилова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — фортепиано уйрӑмӗнчи 3-мӗш курс студентки Анна Васильева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенчен пӗри Республикӑра ҫемье пултарулӑхӗн «Ҫемье мастерскойӗ» конкурс-куравӗ иртмелле. Ӑна кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Декораципе ӗҫлев ӳнерне чӗртсе тӑратас, упраса хӑвара стата аталантарас, ӳнерӗн ҫав енӗпе аппаланакан пултаруллӑ ҫемьесене палӑртас тӗллевпе, ӳсекен ӑрӑва ҫав ӑсталӑхпа туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӳкӗн 15-мӗшӗнче Чутай районӗнчи культурӑпа кану центрӗнче зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав тата Етӗрне районӗсенчи пултаруллӑ ҫемьесем хутшӑннӑ. Етӗрне районӗнчен унта икӗ ҫемье хутшӑннӑ. Пӗрисем — Етӗрне ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑрсакассинчи Григорьевсем, теприсем — Урпаш ял тӑрӑхӗнчи Анатри Ирҫери Максимовсем. Григорьевсен ҫемйи ҫыхма ӑста. Вӗсем мӗн кӑна ӑсталамаҫҫӗ-тӗр! Ҫак пултарулӑха вӗсем ламран лама парса пыраҫҫӗ. Курава кукамӑшӗн, Агреппина Тимофеевнан, унӑн хӗрӗн Ольга Анатольевнан тата мӑнукӗн Дарьян ӗҫӗсене тӑратнӑ. Максимовсем тӗрлеме ӑста. Ҫак йӑла кукамӑшӗн амӑшӗнчен, Вера Спиридовнӑран, пуҫланса кайнӑ. Халӗ хӑй вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫамрӑк ӑру чун киленӗҫне малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ Роналия Марковна кайран хӑйӗн хӗрне Иринӑна, лешӗ хӑйӗн хӗрне Розӑна хӑнӑхтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те. Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилӗмсӗр Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Историе вӑл сӑвӑҫ пек кӑна мар, драматург евӗр те, прозаик, куҫаруҫӑ, фольклорист, живописец пек те кӗрсе юлнӑ. Константин Иванов — хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине пуҫарса яраканӗ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗнче культуринче пысӑк вырӑн йышӑнать. Маларах асӑннисене шута хурса ҫитес ҫула республика Элтеперӗн Хушӑвӗпе Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ поэт хайлавӗсем тӑрӑх маркӑсӑр почта открытки валли ӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтерет. Ӑна Раҫҫей Почтин республикӑри филиалӗпе йӗркелеҫҫӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ авторсен ӗҫӗсемпе почта 100-шер открытка кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чехири Прага хулинче Пӗтӗм тӗнчери «Goldentalentsin Prage» конкурс иртнӗ. Пултарулӑх конкурсне тӗнчери вунӑ ҫӗршывран хутшӑннӑ: Раҫҫейрен, Украинӑран, Чехирен, Румынирен, Польшӑран, Латвирен, Эстонирен, Германирен, Литваран, Словенирен. Тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурсра пирӗн ҫӗршыв чысне «Непоседы» (Мускав хули), «Семь нот» (Сарӑту), «Макси» (Ҫӗнӗ Шупашкар хули, ертӳҫи – В.Е.Тюльканова) вокал студийӗсен ҫамрӑк артисчӗсем хӳтӗленӗ. 7–10 ҫулсенчи ачасен хушшинче «Соло» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Ксения Ананьева 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. 11–13 ҫулсенчи ачасен йышӗнче Евгения Никифоровӑпа Анастасия Карпова та 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине умӗнче паллӑ тунӑ. Шупашкарти палӑк умне халӑх пухӑннӑ. Унта ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай, Лев Кураков, Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗн ҫумӗ Игорь Кушев, ЧНК вице-президенчӗ Петр Ивантаев, ЧР Профессионал писательсен председателӗ Сергей Павлов, Раиса Сарпи поэт, чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев тата ыттисем пулнӑ. Палӑк умӗнче студентсемпе шкул ачисем Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене чӑвашла, вырӑсла, таджикла, акӑлчанла вуланӑ. Хӑнасем сӑмах тухса каланӑ. Валери Туркай ҫак палӑк умӗнчех «ватӑлнине» палӑртнӑ — вӑл кунта 1978 ҫултанпах ҫӳрет. Сергей Павлов Ҫеҫпӗл Мишши хӳттипе ӳснине каласа кӑтартнӑ. Ача чухне Казаккасси унӑн юратнӑ ялӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗпе унта, Кузьминсен килӗ тӗлне, тӑтӑшах ҫӳренӗ. Юлашкинчен Порфирий Афанасьев сӑмах илнӗ. Вӑл халӑха Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ сӑвва вуласа панипе мероприяти вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сатирӑпа кулӑш театрӗ куракансене 25 ҫул хырӑм тытса култарать. Театр хӑйӗн юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Ҫавна май юбилей каҫӗ иртӗ, артистсем республикӑра гастрольпе ҫӳрӗҫ. Кулӑшла сценкӑсем, юрӑ-ташӑ номерӗсем, фарс, эксцентрика — йӑлтах Виктор Петровӑн. Вӑл Мускаври театр училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, сатирӑпа кулӑш театрӗ йӗркеленӗ. Унтанпа 25 ҫул хыҫа юлнӑ. Виктор Петров ку ӗҫе пуҫӑннине паянхи пекех ас тӑвӑть. Театр репертуарӗ час-часах ҫӗнелнӗ. Ара, 10 ҫул каяллахи шӳтсем паянхи куракана интереслӗ мар ӗнтӗ. Ҫынна култарасси — ҫӑмӑл ӗҫ мар-мӗн. Артистсем тӗрлӗ рольсене калӑпланӑ. Хӑш чухне вӗсене тӑванӗсем те паллаймаҫҫӗ-мӗн. Артистсем куракансене ҫӗнӗ постановкӑсем кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах мӗнлисем? Вӑрттӑнлӑх. Юбилей каҫӗнче йӑлтах паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Раҫҫей радиовӗ «Атӑлпа Урал хушшинче» вырсарни кунсерен ирттерет. Тӗрлӗ регионӑн пӗрлехи проекчӗ радио сайра итлекен ҫыншӑн та кӑсӑклӑн туйӑнать-тӗр. Ӑна 1958 ҫултанпа кӑларса тӑраҫҫӗ. Пирӗн республикӑна 1989 ҫултанпа Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Мулянов ертсе пырать. Радиожурнал тӗрлӗ конкурсра темиҫе хут та ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ радиожурнала йӗркелекенсем кӑҫалхи ӗҫе пӗтӗмлетӗҫ, ҫитес ҫулхи плансене палӑртӗҫ, пӗрлехи проектсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ. Вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине, Литература ҫулталӑкне халаллӗҫ. Семинара патшалӑхӑн радиотелевиденин филиалӗсен ертӳҫисем хутшӑнӗҫ. Радиовещание, цифра телекуравне аталантарас ыйтусене те сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Артистсем Шупашкара ҫитнӗ Паян, чӳкӗн 13-мӗшӗнче, Мускаври «Останкино телекурав мэтрӗсем» пултарулӑх союзӗн пайташӗсем Шупашкарта «Чи лайӑххи — йӑлтах ачасене!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттереҫҫӗ. Республикӑна «Спокойной ночи, малыши» телекӑларӑм сӑнарӗсем килнӗ: паллӑ телеертӳҫӗ Татьяна Веденеева, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ТЭФИ премине тивӗҫнӗ Андрей Удалов, Вячеслав Шаинский мусӑкҫӑ тата ытти артист килнӗ. Акци икӗ пайран пулнӑ. Артистсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ. Унта вӗсем пӗчӗк пациентсене пукане сӑнарӗсемпе театрализациленӗ постановка кӑтартнӑ. Хрюша, Степашка, Филя, Каркуша ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ. Унтан артистсем Пукане театрӗнче «Хрюшоу — пысӑк концерт!» концерт кӑтартнӑ. Унта социаллӑ пулӑшу кирлӗ 6-12 ҫулсенчи 870 ачана чӗннӗ. Вӗсем республикӑри мӗнпур хулапа районсенчен килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |