Культура
Ӗнер Чӑваш Ене Юрий Энтин килни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав кун Канашра «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиваль пулнӑ. Унта Юрий Энтин та хутшӑннӑ. Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев ҫитнӗ. Юрий Энтин 50 ҫул каялла «Луч солнца золотого» юрра мӗнле ҫырнине каласа кӑтартнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ проектпа ӗҫлет: «Антология детских песен» проектра тӗнчери чи лайӑх 100 юрра вырӑсла куҫарӗ. Мӗн тетӗр? Юрий Энтин иккӗмӗш тома чӑвашла тухассине пӗлтернӗ. Паллӑ поэт тӗнчери чи лайӑх юрӑсене чӑвашла куҫарма шантарнӑ. Фестивальте пухнӑ укҫа Чӑваш Енрех юлать. Унпа нумай ачаллӑ тата начар пурӑнакан ҫемьесене пулӑшӗҫ. Марафона хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет-мӗн. 2011 ҫулта 1100 предприятипе организаци укҫан пулӑшнӑ тӑк пӗлтӗр вӗсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. Ҫав укҫапа вӗренӳ учрежденийӗсем, ача ҫурчӗсем валли ҫӗнӗ сӗтел-пукан, теттесем, кӗнекесем туянаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем хута яраҫҫӗ. Марафона кашниех хутшӑнма пултарать. Ку ыйтупа «Российский детский фонд» Пӗтӗм Раҫҫейри ыркӑмӑллӑх фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмне пымалла. Адресӗ: Шупашкар хули, Петров урамӗ, 7-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнче ют чӗлхе юррисен фестивалӗ иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ. Районти шкулсенчи юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхне хранцус, акӑлчан, испан тат чӑваш чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Фестивале 5–11 классра вӗренекенсем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, юрӑсене ушкӑнпа та, уйрӑммӑн та 17 тӗрлӗ юрӑ шӑрантарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул вӗренекенӗсем ултӑ номер хатӗрленӗ. Шулю тата Мишеркасси шкулӗсенчи 7-мӗш класс ачисем Юрий Васильевич Гурьянов ертсе пынипе «Яланах хӗвел пултӑр!» юрӑпа чӑвашла та, акӑлчанла та паллаштарчӗҫ. Тури Ҫӗрпӳкассинче 9 класра вӗренекен Ирина Романова Светлана Ананьевна Илларионова пулӑшнипе «Эсӗ хитре» юрра чуна тивмелле юрларӗ. Ҫӗнӗ Атикассинчи вӑтам шкулӑн 11 класс вӗренекенӗ Наталия Соловьева акӑлчанла тата испанла икӗ юрӑ янраттарчӗ (вӗрентекенӗ Валентина Чертова). Штанаш шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Татьяна Ефремова районта иртекен юрӑ конкурсӗсене яланах хастар хутшӑнать, вӑл «Хӗвеллӗ» акӑлчан юррине юрланине куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ (вӗрентекенӗ Галина Зотова). |
Культура
Спектакльти самант Республикӑра иртекен «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче пӗчӗк артистсем спектакль лартнӑ. Унта Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 4-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Класс ертӳҫи — Светлана Валерьевна Сафьянова. Ачасем Лидия Саринен «Телейлӗ кӑмпа» кӗнекинчи «Ҫул ҫинче» пьесине лартнӑ. Асӑннӑ кӗнеке «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Шӑпӑрлансен спектакльне ҫав шкултах 2-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем курнӑ. Спектакльти Качака рольне Анна Путякова вылянӑ. Настя Илеменовӑпа Даниил Галкин Кинемипе Улайкки йытти ролӗсене калӑпланӑ. Пӗчӗк теместӗн вӗсене — чӑн-чӑн артистем. Ку юмах ачасене ҫывӑх ҫынсен ӗҫне хаклама, юттисен пурлӑхне ыйтмасӑр тытма, ырӑ тунине ырӑпа тавӑрма вӗрентет. Людмила Романова библиотекарь ача-пӑча литературине тишкернӗ, ачасене кӗнекесем вулама сӗннӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Канаша паллӑ поэт, юрӑ кӗвӗлекен Юрий Энтин килнӗ. Ӑна халӑх мультфильм юррисемпе питӗ лайӑх пӗлет. Чӑваш Ене вӑл «Юрий Энтин пултарулӑх центрӗн» директорӗпе Константин Мулинпа пӗрле ҫитнӗ. Канашсем хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Юрий Сергеевич ПТРКна интервью панӑ, чӑваш ачисене ӗҫченлӗхшӗн юратнине палӑртнӑ. Юрий Энтинӑн 600 ытла сӑвӑ. Анчах уншӑн чи юратни — «Песня Водяного», мӗншӗн тесен вӑл унӑн ачалӑхне уҫса кӑтартать-мӗн. Кӑҫал Юрий Энтин ҫулла 80 ҫул тултарать. Ҫавна май вӑл 3 кӗнеке кӑларнӑ. Пӗрремӗшне чи паллӑ хайлавсем кӗнӗ, иккӗмӗшне — кӑшт ҫеҫ паллисем, виҫҫӗмӗшне — ҫӗннисем. Юрий Сергеевич Чӑваш Ен солисчӗсемпе ушкӑнӗсем валли — «Чӑваш Ен ахахӗсем» фестиваль ҫӗнтерӳҫисемпе унта хутшӑнакансем валли — 25 юрӑ ҫырса парнеленӗ. Паян Канашри культура ҫуртӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиваль концерчӗ те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елчӗкри тӗп вулавӑшра кӗнеке фончӗн ҫӳлӗкӗсем парнеленӗ кӗнекесемпе ҫулран-ҫул пуянлансах пыни пирки вулавӑш ӗҫченӗсем пӗлтереҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакторӗ Николай Ларионов Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят «Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх» кӗнекине Елчӗк районӗнчи кашни вулавӑша парнеленӗ. А.Г. Дмитриев-Ырьят — «Канаш» хаҫат лаҫҫинче вӑй илсе аталаннӑ чи малтанхи авторсенчен пӗри. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Раккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1966 ҫулта кӳршӗри Элшелӗнче вӑтам шкул пӗтернӗ. 1968–1970 ҫулсенче Сахалинта хӗсметре тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн пилӗк ҫул хушши Хирти Кушкӑ ялӗнче учительте ӗҫленӗ. 1975–1977 ҫулсенче Шупашкарта партшкул пӗтерсе тухать. 1977–1982 ҫулсенче хӑй ҫуралса ӳснӗ Раккассинче ачасене вӗрентет. 1984 ҫулта Чӗмпӗр хулине куҫса каять, унта тӗрлӗ организацире ӗҫлет. 1990 ҫултан унти «Канаш» хаҫатра вӑй хурать. Вулавӑш ӗҫченӗсем Николай Ларионова чунтан тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Полякова Литература ҫулталӑкӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ятарлӑ поэтика программи хатӗрленӗ. Кашни спектакль умӗн театр артисчӗсем, ҫамрӑккисем те, аслӑраххисем те, паллӑ ача-пӑча ҫыравҫисен сӑввисене вулаҫҫӗ. Кун валли вӗсем чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене кӑна мар, ытти халӑхӑнне те суйласа илеҫҫӗ. Вырӑсла программа валли вӗсем Анна Ахматова, Марина Цветаева, Михаил Лермонтов, Михаил Зощенко тата ытти авторӑнне суйланӑ. «Поэзи — Пурнӑҫ кӗвви» чӑвашла программӑна Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Петӗр Эйзин сӑввисем кӗнӗ. Ӗнерпе паян театрта Агния Барто, Любовь Мартьянова тата Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем янӑранӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Полякова тата Алина Зайцева вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче «Ҫурхи пике» шоу-конкурс иртнӗ. Унта 16-24 ҫулсенчи пикесем хутшӑннӑ. Унта хутшӑнма 14 заявка панӑ, вӗсенчен 6-шӗ ҫеҫ хутшӑнма пултарнӑ. Пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ, пултарулӑхне кӑтартнӑ, ташланӑ та, юрланӑ та. Хӗрсем чӑваш наци ҫимӗҫӗпе те паллаштарнӑ. Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пикесем «Нарспи» поэма сыпӑкне вуланӑ. «Ҫурхи пике» конкурсра Елена Пурш ҫӗнтернӗ. «Пултаруллӑ пике» ята Дина Русская тивӗҫнӗ. «Илемлӗ пике» номинацире Кристина Степанова мала тухнӑ. «Кӑмӑллӑ пике» номинацире Кристина Даниловӑна ҫитекенни пулман. «Чӑнкӑ пике» ята Евгения Гурьева илнӗ. «Сӑпайлӑ пике» — Валентина Тихонова. Вӑлах куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви Мӗтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» романне ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Ку роман икӗ кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗшне пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Иккӗмӗшне вулакан патне халь 1000 экземплярпа ҫитернӗ. Вӑрҫӑ пирки Мӗтри Кипек чӑн пурнӑҫри евӗр каласа кӑтартать. Салтаксем унта тавӑрушӑн хыпса ҫунакан паттӑрсем кӑна мар, кӑра вӑрҫӑра та вӗсем чун ҫепӗҫлӗхне ҫухатмаҫҫӗ. Унта совет, Польша тата Чехословаки партизанӗсен пӗрлехи паттӑрлӑхне ҫутатнӑ. Роман никӗсӗнче — 1944–1945 ҫулсенче Польшӑра, Чехословакире тата Австрире пулса иртнӗ чӑн пулӑмсем. 1963–1966 ҫулсенче ҫырнӑ хайлава ҫынсем паян та юратса вуланине палӑртать Чӑваш кӗнеке издательстви. Ку роман хӑй вӑхӑтӗнче В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри конкурсра та, Чӑваш АССРне 50 ҫул ҫитни ячӗпе йӗркеленинче те ҫӗнтернӗ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн премине те тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ыран, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» романне хӑтлӗҫ. Унччен кун ҫути курнӑ романӑн иккӗмӗш пайне автор Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне кӑларнӑ. Асӑннӑ автора Чӑваш Республикин Культура министерстви «чӑваш литературин хальхи вӑхӑтри ҫыравҫисем хушшинче татти-сыпписӗр пултаруллӑ та уҫӑ чунлӑ тата ҫепӗҫ стильлӗ Улька Эльмен тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать» тесе хаклать. Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсене республикӑри вулавӑшсене ҫӳрекенсем хаваспах вулаваҫҫӗ-мӗн. Пӗлтӗр автор чи вулакан чӑвашла кӗнекесен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫынсем унӑн «Упраймарӑм сана…» кӗнекине ҫавӑн пек пысӑка хурса йышӑннӑ иккен. Ыранхи кӗнеке хӑтлавне авторсӑр пуҫне культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, учительсем, преподавательсем, шкул ачисемпе студентсем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Хӑтлав вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче 15 сехет те 30 минутра пуҫланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме 2014 ҫулшӑн е спектакль, е кӗнеке тивӗҫме пултарать. Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине парас енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Конкурса комисси икӗ ӗҫе хутшӑнтарма йышӑннӑ. Пӗри – Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ф. Васильев кӗввипе лартнӑ «Сарпике» балечӗ, тепри – «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» (библиографическая серия «Замечательные люди Чувашии») кӗнеке. Спектакле балетмейстер пулса Елена Лемешевская, дирижер пулса Ольга Нестерова лартнӑ, тӗп партисене Татьяна Альпидовская тата Айдар Хисамутдинов калӑпланӑ. Спектакле театр тӑратнӑ.Кӗнеке пирки каласан, унӑн авторӗ – И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв литературин кафедрин ертӳҫи Юрий Артемьев. Пичет кӑларӑмне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тӑратнӑ. Комисси пултарулӑх тата общество организацийӗсене, культура учрежденийӗсене, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсене, республикӑра пурӑнакансене ӗҫсене хаклама хутшӑнма чӗнет. Шухӑша ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адерспа ярса памалла: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт, 412-мӗш пӳлӗм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |