Культура
![]() Илме шанчӑк пур-ха, анчах малтан конкурса хутшӑнмалла. Ҫулсерен йӗркелекен «Белла» Раҫҫейпе Италин литература премийӗ пирки ӗмӗтленекенсем, хӑйсен вӑйне шанакансем хайлавсене конкурса тӑратма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. «Белла» премие 2012 ҫулта ХХ ӗмӗрти паллӑ поэта Белла Ахмадулинӑна халалласа йӗркеленӗ. Вӑл Италипе питӗ ҫывӑх пулнӑ, ӑна Раҫҫейпе ҫав ҫӗршывӑн культурине ҫывӑхлатассишӗн самай тӑрӑшнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Премин тӳрине иккӗн ертсе пыраҫҫӗ: «Русская литературная инициатива» (чӑв. Вырӑс литература пуҫарӑвӗ) фонд президенчӗ, литература критикӗ Наталья Иванова тата Италири Пиза хулин университечӗн вырӑс литературин профессорӗ, XVIII ӗмӗрти вырӑс литературин историйӗн специалисчӗ Стефано Гардзонио. Вӗсем Раҫҫейри тата Италири чи лайӑх ҫамрӑк авторсене палӑртаҫҫӗ. Премие виҫӗ номинаципе парӗҫ: «Русское стихотворение» (чӑв. Вырӑс сӑвви), «Литературно-критическое или биографическое эссе о современной поэзии» (чӑв. Хальхи поэзи ҫинчен литературӑпа критика е биографилле эссе), «Итальянское стихотворение» (чӑв. Итали сӑвви). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Питӗре вӗренме пуҫтарӑннӑ чух асӑнмалӑх тунӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекенсем Питӗрти Вырӑс наци вулавӑшӗн опычӗпе паллашнӑ. Опычӗпе кӑна та мар, вӗсем унта Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Методическая служба центральной библиотеки субъекта Российской Федерации в современных условиях» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн субъектӗнчи тӗп вулавӑшсен методика тытӑмӗ) ятпа иртнӗ стажировкӑра пулнӑ. Унта пул-пулми пуре те йышӑнман. Вулавӑш ӗҫченӗсен малтан «Библиотечная аналитика–2016» (чӑв. Вулавӑш тишкерӗвӗ–2016) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хушӑнса ҫӗнме тивнӗ. Пирӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Стажировкӑна вулавӑшӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата методика ӗҫӗн тӗп библиотекарӗ Светлана Акулина хутшӑннӑ, тӗрлӗ мероприятие хутшӑннӑ, ҫӗннине ӑша хывса таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
"Пурнӑҫ начар", "Чухӑн пурнатпӑр", "Укҫа ҫук" текелетпер пулин те, юлашки ҫулсенче пайтах палӑксем ҫӗкленчӗҫ. Мӗн кӑна ҫук-ши вӗсен хушшинче! Анчах та чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннисем ҫукпа пӗрех Никола Тесла палӑкӗ. (Калас пулать, ку ӑславҫӑн палӑкӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Бакура та пур, ҫапах та ӑна унта "Эп — сана, Эс — мана!" меслетпе Азербайджан тата Серби патшалӑхӗсем лартнӑ: калӑпӑр, Белградра Гейдар Алиевӑн, Нови-Садра азербайджан композиторӗн палӑкӗсене вырнаҫтарнӑ). Чӑннипе, Никола Тесла та начар ҫын мар пуль ӗнтӗ (электротехника тӗлӗшпе — чӑн-чӑн "арҫури"). "Ытлашши" темӗпӗр ун палӑкне. Анчах та Чӑваша ҫӗклекен, ӳкме паман палӑксем сахалли касать — акӑ мӗн пирки пырать кунта сӑмах! Тепӗр чухне юриех чӑваша чӑвашлӑхран пистерес шутпа ҫапла тунӑ пек те туйӑнать. Танлаштарса пӑхӑпӑр. Акӑ Тутарстан, Хусан хули. Тинтерех ҫеҫ унта Садри Максуди палӑкне уҫрӗҫ. Ку пулӑм Шупашкарта Мӗтри Юман е Гавриил Алюнов палӑкне уҫнипе пӗрех. |
Культура
![]() Ачасем Марина Карягина хайлавӗсене вулаҫҫӗ Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре Марина Карягина вулавӗсем иртнӗ. Паллӑ тележурналистӑн, сӑвӑҫӑн, драматургӑн кун пек мероприятийӗ кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртнӗ. «Эпир те, шупашкарсем, айккинче юлмастпӑр, ҫулсерен ҫыравҫӑсемпе, артистсемпе, ӑсчахсемпе ачасене хавхалантарма,ҫӗнтерӳҫӗсене парне пама тухса каятпӑр — ача чухне курни-туйни ӗмӗрлӗх вӗт вӑл!» — тет пур енлӗн ӑста автор. Унтан вӑл вулава ирттерме вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывнине палӑртать. Ӑмӑртӑва Патӑрьел районӗнчи шкулсенчи 40 ытла ача пуҫтарӑннӑ. Вӗсене ҫулне кура 3–4-мӗш классене, 5–7-мӗшсене, 8–9-мӗшсене уйӑрнӑ. Вулава пухӑннисем сӑвӑ кӑна мар, калав, «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагеди сыпӑкӗсене те вуланӑ. «Пӗри «Ҫуралнӑ кун» калава пӗтӗмпех пӑхмасӑр каласа парса тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ! Тата тепри чӑваш алфавитӗнчи мӗнпур саспаллирен пуҫланакан сӑмахсенчен тӑракан юмах-тӗрленчӗксен кӗнекинчи М саспаллирен кӑна пуҫланакан сӑмахсенчен тӑракан калавпа шалт тӗлӗнтерчӗ!» — каласа кӑтартрӗ вулав пирки Марина Карягина. Сӑмах май, юрра хывнӑ унӑн юррисем те янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Сорокинӑн «Аттеҫӗм Атӑл» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Унта И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнче 1 курсра вӗренекен студентсем хутшӑннӑ. Педуниверситетра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӗнеке авторӗн хӑтлавне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ертсе пынӑ, «ҫӗнӗ кӗнеке те ача пек ҫуралса халӑх хушшине саланни» ҫинчен каланипе пуҫланӑ вӑл хӑй сӑмахне. «Аттеҫӗм Атӑл» кӗнеке кун ҫути курни пысӑк кӗтрет тесе хакланӑ республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов. «Аттеҫӗм Атӑл» кӗнеке пуҫласа «Вечная Волга» ятпа кун ҫути курнӑ. Романа вуласа тухса хавхаланнӑ чӑваш халӑх культура ӗҫченӗсем кӑшт каярах кӗнекене чӑвашла куҫарса кӑларас шут тытнӑ. Ҫапла вара Римма Прокопьева журналист, писатель, чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Валери Туркай тӑрӑшнипе кӗнеке чӑвашла икӗ томпа виҫӗ кӗнекеллӗ пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Унччен ун вырӑнӗнче кивӗ ҫурт пулнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче культура ҫурчӗ тума тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫурт 150 ҫынна йышӑнмалӑх пулӗ. Халӗ унта ӗҫ хӗрсех пырать. Проект пӗтӗмпе 27 миллион тенкӗлӗх кайса ларӗ. Культура ҫуртне ҫитес ҫулхи ҫулла туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ клуб хальхи требованисемпе килӗшсе тӑрӗ. Халӗ унта шыв тата газ пӑрӑхӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ. Пушар сӳнтермелли тытӑма та лартнӑ. Культура ҫуртӗнче мероприятисем, концертсем, спектакльсем иртӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта фильм курма май пулӗ. Креслӑсем пуҫтарӑнӗҫ, ҫавӑнпа клубра волейболла, баскетболла та выляма май пулӗ. Унчченхи клуба революцичченех хута янӑ. Хальлӗхе, ҫӗнӗ культура ҫуртне туса пӗтериччен, ҫынсем вулавӑша пухӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кураври экспонатсем Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем Патшалӑхӑн истори архивӗ куравне ҫитсе курнӑ. Студентсене пӗтӗмӗшле дисциплинӑсене вӗрентекен Рэвиль Гараев ертсе кайнӑ. Куравӗ те сумлӑскер: архив ӑна Григорий Хирпӳ композитор 105 ҫулхине халалланӑ. Курав-хӑтлава тӑратнӑ экспозицисем хушшинче кӗвӗ-ҫемӗ пултаруллӑ ӑстин, маларах Шупашкарти музыка шкулӗнче тата техникумӗнче, каярах Ленинградри (халӗ Питӗр) консерваторире вӗреннӗскерӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаканнисем, унӑн юррисем, хаҫат-журнала вӑл тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ статьясем пулнӑ. Нота еткерлӗхӗн оригиналӗсемпе те куравра паллаштарнӑ. Ҫамрӑксене Григорий Хирпӳн хайлавӗсен тӗрлӗ варианчӗсем уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ, ҫав шутра «Нарспи» опера валли ҫырнӑ партитура та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри делегаци Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче Раштавӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа поэзи уявӗ иртнӗ. Мероприятие Шупашкартан ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ. Чӑвашри йыш «Ухсай вулавне» хутшӑннӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи учительсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑнса илме те май тунӑ. Аслӑ поэтӑн ҫӗрӗ ҫинче пулнисем унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ, Яков Ухсай музейне кӗрсе тухнӑ, Слакпуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче иртнӗ «Яков Ухсай – халӑх поэчӗ» уявра пулнӑ. Унта вырӑнти хастарсем те кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Каҫхине Пелепейри Культура ҫуртӗнче поэтӑн 105 ҫулхи ячӗпе концерт иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Несӗлӗмӗрсен мӗлки» Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта «Тени наших предков» (чӑв. Несӗлӗмӗрсен ӗмӗлкисем) регионсем хушшинчи истори фестивалӗ пулать. IX-XI ӗмӗрсене халалланӑскер кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Фестивале хутшӑнакансем Атӑлҫи Пӑлхар, Авалхи Руҫ, Скандинави, Византи тата ытти патшалӑхсен культурипе, кулленхи пурнӑҫӗпе, ҫар ӑсталӑхӗпе тата кун-ҫулӗпе паллаштарӗҫ. «Ӗҫ-пуҫа ҫулсеренех Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑнать. Кӑҫал Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче чи лайӑх истори клубӗсен элчисем пухӑнӗҫ. Фестиваль программинче ҫапӑҫусем, ал ӗҫне вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем, асӑнмалӑх туянмалли парнесен лавкки тата ытти те пулӗ. Унта кашниех кӗреет. Ӗҫ-пуҫ 12 сехетре пуҫланать», — «Пӗлме: Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» ушкӑн «Контактри» страницӑра ҫапларах хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Йӗпреҫри ветерансен хорӗ Хырхӗрри культура ҫуртӗнче Ытларикун каҫхине, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Хырхӗрри культура ҫуртне халӑх лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ тесен те йӑнаш пулмасть. Сӑлтавӗ — кӳршӗллӗ Йӗпреҫ районӗнчи Геннадий Степанов ячӗпе хисепленекен ветерансен хорӗ ҫак яла концерт лартма килнинче. Хор тӗрлӗ халӑх юрри-кӗввине шӑрантарчӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ытларах вырӑс халӑх юррисем пулчӗҫ, иккӗмӗшӗнче — чӑваш халӑх тата чӑваш профессионаллӑ композиторӗсен юррисем. Хӑнасем хорпа ҫеҫ мар, уйрӑмшарӑн та, дуэтпа та, ушкӑнпа та тухрӗҫ сцена ҫине: кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраса ҫеҫ тӑчӗҫ залра. «Русские берёзы», «Я – деревня, я – село», «Хорошенький, молоденький», «Мой муженька работешенька» юрӑсене вырӑсла, «Пур тӑвансем пухӑнсан», «Ытарми анне», «Пӗрле ӱснӗ тантӑшсем», «Ан кулян», «Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм», «Куккук» юрӑсене чӑвашла чуна тивмелле янраттарчӗҫ вӗсем. Уйрӑмах Валерий Антонов тата Валентинапа Ананий Макаров солистсене ӑшшӑн йышӑнчӗҫ хырхӗррисем. Каласа хӑвармалла: хорӑн илемлӗхпе пултарулӑх ертӱҫи Йӗпреҫ районӗнчи Тӑманлӑ Выҫли ял ҫынни Михаил Владимирович Бархонов. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |