Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш журналӗ пичетленнӗ ресурс хупӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.10.2018 18:14 | 1592 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ.

Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ.

Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ.

Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха.

#МИХсем, #журналсем, #ӳнер, #литература, #культура, #Улатӑр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: