Культура
![]() Чӑвашсем те Крымри мероприятирен юлман Крымра пурӑнакан чӑвашсем ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗ ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ. Мероприятие Крымра халӑхсен хӗллехи уявӗсене халалланӑ. Ассоциаци 23 ҫул ӗҫлет. Ӑна Валерий Милодан ертсе пырать. Белоруҫсен, эстонсен, гагаузсен, мӑкшӑсен тата чӑвашсен обществисем чи лайӑх ӗҫлекеннисен йышӗнчине палӑртма кӑмӑллӑ. Тӗрлӗ халӑхӑн культурин илемлӗхне, апат-ҫимӗҫне, тумтирӗпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевлӗ уява пуҫтарӑннисене Севастопольти тӳре-шара, общество организацийӗсен пайташӗсем саламланӑ. Вӗсем ассоциаци ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ, вӑл тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑха упрама пулӑшать тесе ырланӑ. Ӗнер пирӗн халӑхӑмӑрӑн Крымри пайташӗсем те уяв сӗмне аванах кӗртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑр тумтирне тӑхӑннӑскерсем ыттисем пекех тӑван чӗлхепе юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Константин Яковлев министр Раиса Терюкалова ӗҫӗпе паллашать Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн, живопись тата прикладной ӳнер ӑстин Раиса Терюкалова ӗҫне туяннӑ. Художник ӗҫӗпе паллашма министрпа пӗрлех культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Владимир Васильев профессор тата Чӑваш Е Художниксен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Андрей Анохин хутшӑннӑ. Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ, 8-мӗш теҫеткене ҫывхаракан ал ӑстин мастерскойӗнче пулнӑ май министр художникӑн ӗҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Ку вӑл ытахальтен мар: ӳнерҫӗн сывлӑхӗ чаплах мар. Культура министрӗ художника паллӑ кунпа (вӑл 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ) саламланӑ. Константин Яковлевӑн картинӑсен пуххийӗ пуян-мӗн, ҫавӑнпа та вӑл Раиса Терюкалова ӗҫне хаваспах туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗннӗ. Унта ташӑ кружокӗсенчи занятисем ӗҫлеме тытӑннӑ кӑна мар, хореографсем тата культурӑри ытти хастарсем тӑрӑшнипе, ача-пӑчапа ҫамрӑксене явӑҫтарнипе фестивальсемпе конкурссем йышлӑ ирттерме палӑртаҫҫӗ. Массӑллӑ пӗрремӗш мероприятие кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ирттерме шухӑшласа хунӑ. Вӑл Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче пулмалла. «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) шоу-конкурса республикӑра тата Раҫҫейре йышӑннӑ тӗллевлӗ ҫулталӑксене: республикӑри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне, Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне тата район 90 ҫул тултарнине халалланӑ. Мероприяти кӑсӑклӑ пуласса шантарнӑ май унта пурне те хапӑл туса кӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кашнин хӑйӗн сӗнӗвӗ Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче кӑҫалхи Акатуя епле ирттерессине сумлӑ йышпа пуҫтарӑнса сӳтсе явнӑ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ирттернӗ. Ӗҫлӗ ушкӑна тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене кӗртнӗ. Вӗсем Акатуя хӑш вӑхӑтра ирттерме май пуррине, уявӑн сценарине сӳтсе явнӑ. Ларӑва пухӑннисем Акатуйӑн тӗрлӗ сценарийӗ ҫинчен кӑна мар, ӑна ӑҫта ирттересси пирки те калаҫнӑ. Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ вариант сӗннӗ. Кашнин шухӑшне итленӗ хыҫҫӑн ҫитес ларура ку ыйту патне тепӗр хутчен таврӑнма калаҫса татӑлнӑ. Ҫывӑх кунсенче (ку вӑхӑта хальлӗхе кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ) йӗркелӳ комитечӗ черетлӗ хут пуҫтарӑнӗ, Акатуя епле тата ӑҫта ирттерессине тӗплӗн тишкерсе сӳтсе явӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен Сурхурине халалланӑ хайлавӗсен «Ҫитрӗ акӑ Сурхури» вулавӗ иртнӗ. Ӑна вулавӑшӑн таврапӗлӳпе наци литературин пайӗ йӗркеленӗ. Сурхури вулавне хутшӑннисем Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче епле уявланипе те паллашнӑ. Чӑвашсем хӗлле Сурхури ирттереҫҫӗ, тутарсем — Нартукан, марисем — Шорыкйол, мӑкшӑсем — Од ие, пушкӑртсем — Яны иыл нэнан, удмуртсем — Выль арен. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн Ҫӗнӗ ҫулти тӗп сӑнарӗсем Хӗл Мучипе Юр Пике пулсан, марисен — Йушто Кугыза тата Лумудыр, тутарсем — Кыш-Бабай тата Кар-Казы, мӑкшӑсем Хӗл Мучине Нишке тата Мороз Атя теҫҫӗ, пушкӑртсем — Кыш Бабай, удмуртсем — Тол Бабай. Вулавӑша пухӑннисене чӑвашсен хӗллехи уявӗсемпе те паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книга + Кино» (чӑв. Кӗнеке + Кино) кинолектори ирттерме палӑртать. Мероприятие унтисем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ валли планланӑ. Кинолектори вӑхӑтӗнче илемлӗ тата документлӑ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вулавӑш коллекцийӗнчисем. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 14 сехетре пӗр тӑван Стргацкийсен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Чародеи» камите йыхравлаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 16 сехетре «Ты у меня одна» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна РСФСР халӑх артистки М.М. Неёлова ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 14 сехетре — «Карнавальная ночь» кинокамит, 18-мӗшӗнче 16 сехетре — Н.В. Гоголӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шинель». Юлашкинчен каланине РСФСР халӑх артисчӗ З. Трауберг ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче 14 сехетре – «На златом крыльце сидели» камит-юмах, 28-мӗшӗнче 14 сехетре – «Золушка» илемлӗ фильм. Кинона юратакансене 212-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче кинотеатр тата культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ҫӗрпӳсем пахалӑхлӑ кино курма пултарӗҫ. Сасси те лайӑх пулӗ. «Асам» кинозал культура аталанӑвӗн центрӗнче уҫӑлнӑ. Кинозалта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, ҫемҫе креслӑсем лартнӑ. Ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн 5 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫа-тенке Кино фончӗ уйӑрнӑ. Фонд 100 пин ытла ҫын пурӑнман пӗчӗк хуласенче кинозалсене ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать. Кинозала чи малтан шкул ачисем килнӗ. Вӗсем Раҫҫейре ӳкернӗ «Снежная королева 3: Огонь и лед» фильм пӑхнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата районшӑн ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» общество организацийӗн хастарӗсем ЧР Элтеперӗ патне ҫыру янине, вӗсем Чӑваш Енре ӳкернӗ документлӑ фильмсене, халӗ ЧР Электрон тата кинождокументаци архивӗнче упранаканскерсене, тӗнче тетелне вырнаҫтарма ыйтнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хастарсем «Страна Чувашия» документлӑ лентӑна, «Спящая роща» илемлӗ фильма тата ыттисене ҫынсем курччӑр тесе ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав фильмсем архивра тусан пуҫтарса выртаҫҫӗ. Ҫак кунсенче хастарсен ҫырӑвне ЧР Культура министерстви хуравланӑ. Унти тӳре-шаран шухӑшӗпе, ҫав фильмсене тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть. Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫырӑва хуравланӑ май ҫапла палӑртнӑ: Патшалӑх архивӗ ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсене, ҫавра сӗтелсем, семинарсем ирттернӗ чухне ку фильмсемпе усӑ курать. Кунсӑр пуҫне ҫак кинофильмсем «Чувашия. Кинематограф. Из века в век» мультимедийлӑ кӑларӑма кӗнӗ. Грантпа килӗшӳллӗн, ку кӑларӑма республикӑри вулавӑшсене парӗҫ, унта ачасем вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви Г.И. Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗн историйӗ» кӗнекине 1 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Редакторӗ В.Н. Алексеев, ӳнерҫи В.В. Литаврин. Г.И. Комиссаров-Вантер (1883–1969) тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ, вӑл этнолог, чӗлхеҫӗ, философ, историк, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ тата халӑха ҫутта кӑларакан пек палӑрнӑ. «Чуваши Казанского Заволжья» (1911), «К этнографической карте Козьмодемьянского, Цивильского, Чебоксарского и Ядринского уездов Казанской губернии» (1912), «Религиозное состояние чуваш в ХIХ веке (1913), «Смысл мировой истории» (1915), тата ытти ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн иртнӗ кун-ҫулне тӗпчес ӗҫӗн ҫул-йӗрне тӗрӗс палӑртнӑ. Ҫак кӗнекене кӗнӗ «Чӑваш халӑх историйӗ» (1921) тата «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» (1918) очерксенче вӑл тӑван халӑх аваллӑх тымарӗсене хӑй вӑхӑтӗнчи ӑслӑлӑх шайӗнче хаклама тӑрӑшнӑ, унта каланӑ шухӑшсем паян кунччен те кивелмен. |
Культура
![]() Ҫӗнӗ ҫулти лабиринт Кӑҫал та пирӗн республикӑра Ҫӗнӗ ҫулти вӑрӑм канмалли кунсене усӑллӑ ирттерме май туса парӗҫ. «Новогодний лабиринт» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти пӑтрашуллӑ ҫулсем) ятлӑ мероприятисен ярӑмӗ кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче уҫӑлӗ те республикӑри сакӑр района илсе ҫитерӗ. Ку проекта республикӑн Культура министерстви кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх, анчах вӑл пӗлтӗрхи ҫавӑн йышши мероприятисенчен амаланнине палӑртать. Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр, чӑн та, «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта хута янӑччӗ. Кӑҫалхи «Ҫӗнӗ ҫулти лабиринт» хайӗн географине анлӑлатнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшенче Муркаш районӗнче кӗтеҫҫӗ, 3-мӗшӗнче – Етӗрне тата Элӗк районӗсенче, 4-мӗшӗнче – Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, 5-мӗшӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 6-мӗшӗнче – Хӗрлӗ Чутай районӗнче, 7-мӗшӗнче — Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Куракан валли вӗсенче кашнинчех ятарлӑ программӑсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |