Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш «Юманне» паян Лондонра кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.09.2018 19:43 | 1745 хут пӑхнӑ
Культура
Елена Рябцева
Елена Рябцева

Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильм тӗрлӗ кинофестивальте пулма ӗлкӗрчӗ. Чи малтанах ӑна Елена ҫапах та Шупашкара илсе килнӗччӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кӑтартнӑччӗ. Унтах фильмра вылянӑ артистсем, ҫак ӗҫе хӑйсен сулмаклӑ тӳпине хывнӑ хастарсем пухӑннӑччӗ.

Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Елена Рябцеван ӗҫне паян Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнӑ. Режиссер ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери кинофорума Елена хӑй кайман. Англинче вӑл, сӑмах май, ултӑ хут та пулнӑ. Кинофестивале Вера Щербина редактор хутшӑнать.

Ӗҫе пӗтӗм тӗнче шайӗнче кӑтартас умӗн Еленӑпа «The New Current» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм интервью хатӗрленӗ. Журналистсем фильм епле ҫуралнипе те кӑсӑкланнӑ. Елена Раҫҫейри пысӑках мар этнос ушкӑнӗпе пӗтӗм тӗнчене паллаштарас килнине пӗлтернӗ.

#Лондон, #чӑвашлӑх, #культура, #фестивальсем, #Муркаш районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 4862.2.3983
2018.09.14 20:38
Фильм тӗп шухӑшӗ тӗпрен илсен наркӑмӑшлӑ: анлӑ сарӑлнӑ, чӑвашсене пӗтерес текен шухӑш. Суя та айван шухӑш. Ҫак вӗренмелле ӳкернӗ фильма пӑхӑр та пуҫ тавра
кӑштах ҫавӑрса илӗр, атьсем. Пур енчен те пире хӗсеҫҫӗ, кунта тата ҫавӑрса ҫапма тепӗр май тупнӑ-мар-и? Апла мӗн савӑнмалли? Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем