Культура
![]() Хусанкая ачасем асра тытаҫҫӗ Тӗнче литературинче сумлӑ ят хӑварнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петр Хусанкай ҫуралнӑранпа паян 110 ҫул ҫитрӗ. «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ «Тантӑш» хаҫатпа пӗрле вилӗмсӗр поэта чысласа ирттернӗ «Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай — 110 ҫул!» пултарулӑх ӑмӑртӑвне Патӑрьел районӗнчи Ыхра Ҫырми шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ 10 ыйту ҫине хуравланӑ, тӗпчевлӗ те шыравлӑ ӗҫленӗ. Ӗҫсене «Тантӑш» хаҫата ярса панӑ. Пурте Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Шкулти «Хунав» кружок членӗсем шкул коридорӗнче «Петӗр Хусанкай — чӑваш поэзийӗн Улӑпӗ» стенд ӑсталанӑ. Вулавӑшра сумлӑ юбилярӑн кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта сӑвӑсен конкурсне те ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Петӗр Хусанкай Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Чӑваш поэзийӗн ҫут ҫӑлтӑрӗ» поэзи сехечӗ ирттернӗ. Ӑна Петӗр Хусанкай поэт, публицист, куҫаруҫӑ, литература критикӗ, общество деятелӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вулавӑша ҫӳрекенсемпе ирттернӗ пухӑва Наталия Ракова уҫнӑ. Мероприятире Хусанкайӑн «Таня», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Аптраман тавраш» хайлавӗсен сыпӑкӗсене вуланӑ. Петӗр Хусанкай Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене пулас поэт ачалӑхрах ҫырма пуҫланӑ. Тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗскер 50 ытла кӑна кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫав шутра «Ҫырнисен пуххи», «Вӑрман юрлать», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Хушка хумсем», «Мехел», «Аптраман тавраш», «Чӗре юрри», «Великое сердце», «Таня» «Пин-пин чӗре», «Уяртсан», «Ӑсталӑхпа чӑнлӑх» ятлисене асӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
70 ҫулхи юбилей ҫывхарнӑ май
Георгий Леонидович Ефимов — паллӑ поэт, прозаик, публицист, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ, Раҫҫӗй Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ. Вӑл 1947-мӗш ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Турхан Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Леонид, водитель пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ, Нина Егоровна, тӑван колхозра вӑй хунӑ. Юратнӑ ачине ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, тӗплӗ тума вӗрентнӗ. 1955-1958 ҫулсенче Георгий ялти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ. Унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Таисия Николаевна Николаева пулнӑ. 1959–1964 ҫулсенче Упири вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех район хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Сӑва-калав ҫырас туртӑм 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне аталаннӑ. 1959-мӗш ҫулта, 12 ҫулхи ача, «Лум» ятлӑ пӗрремӗш сӑввине ҫырать. Ҫак сӑвва ача ялти клуб сцени ҫинче вуласа панӑ. Халӑх сӑвва кӑмӑллани ҫамрӑка татах сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ. Ку сӑвӑ унӑн ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать.
|
Культура
![]() Дмитрий Моисеев «Хыпарпа» паллаштарать Ҫак кунсенче Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика кафедринче «Хыпар» хаҫатӑн 111 ҫулхине халалласа «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Преподавательсемпе тата студентсемпе «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Моисеев тӗл пулнӑ. Дмитрий Андреевич ку аслӑ шкула 2009 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ҫамрӑксене вӑл издательство ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, паянхи унӑн аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Пӗлменнисене пӗлтерер: «Хыпар» ИҪ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарамӗ», «Хресчен сасси» хаҫатсене, «Капкӑн», «Тетте», «Самант» журналсене кӑларса тӑрать. Тӗл пулӑва хутшӑннӑ журналистика кафедрин ертӳҫи А.П. Данилов тата Л.А. Васильева, О.Р. Студенцов, Г.В. Хораськина преподавательсем те тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗн (ертӳҫи — В.А. Мелодан), Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин тата Крымри чӑвашсен наципе культура автономийӗн пайташӗсем Крымри этнографи музейне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ уява хутшӑннӑ. Крымри этнографи музейӗ Симферопольте вырнаҫнӑ. Музей фондӗнче халӗ 14 пине яхӑн экспонат упранать. Вӗсенчен самай пайне ҫурутрав ҫинче пурӑнакансем пырса панӑ. Уява «Собираем, храним, изучаем» (чӑв. Пуҫтаратпӑр, упратпӑр, тӗпчетпӗр) куравпа уҫнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Этнографи музейӗн чӗрӗк ӗмӗрне халалланӑ курава хутшӑннӑ чӑвашсем те музей пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмах май, юбилей ҫулталӑкӗнче музейра ытти мероприяти те иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Первомайски вулавӑшӗнчи курав Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи вулавӑшра «Петӗр Хузангай — Ҫӗршыв юрӑҫи» ятпа курав (вырӑнтисем епле ҫырнӑ, эпир те ҫавӑн пекех шӑрҫаларӑмӑр) уҫнӑ. Чӑваш АССР поэтне хисеп тунине палӑртнӑ куравра калем ӑстин кӗнекисене вырнаҫтарнӑ. Курав пирки Первомайски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн сайтӗнче ҫырнинче Петӗр Хусанкайӑн «Тӑван ҫӗршыв», «Таня» поэмисене, «Аптраман тавраш» сӑвӑлла романне чӑваш ачисем уйрӑмах пӗлнине асӑнса хӑварнӑ. Курава вулавӑш ӗҫченӗсем ачасемпе ҫамрӑксене кӑна мар, поэт пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ, поэтӑн ӗҫӗсемпе паллашма чӗнсе калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тӗлӗнмеллине, мӑнаҫланмаллине унта нумай тупма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре тӗрлӗ наци ҫынни пурӑнать Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче уҫӗҫ. Кун пирки республикӑмӑр Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне паян янӑ Ҫыру вӑхӑтӗнче асӑнса хӑварнӑ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, ун пирки ЧР ертӳҫи ятарлӑ хушу кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫӗрте вырнаҫмалла. Ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме май туса памашкӑн хыснари укҫа-тенке пӑхса тухӗ. Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине шута илсе тунӑ утӑм халӑхсене малашне те туслӑ пурӑнма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, кашнине хӑйсен культурӑна аталантарма май парасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республикӑра «Чӑваш Енри ялсене аталантарасси» программа ӗҫлет. Унта хутшӑнмашкӑн тӑратнӑ виҫӗ заявка суйлав витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 150 ҫын вырнаҫмалӑх пулӗ. Тӑвай район администрацийӗ «Чутейре 106 вырӑнлӑх культура ҫуртне тӑвасси» проектпа ҫӗнтернӗ. Канаш районӗн администрацийӗ те суйлав витӗр тухнӑ. Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗ те культура ҫурчӗ пулӗ. Ӑна шкул мастерскойӗнчен тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Любовь Гавриловапа Федор Волков флейта ӑстисем Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Любовь Гавриловӑпа унта пӗлӳ илнӗ Федор Волков Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсран пысӑк наградӑпа таврӑннӑ. Флейтӑпа калаканскерсем Суздальте иртнӗ «Музыка. Талант. Открытие» (чӑв. Музыка. Пултарулӑх. Открыти) ҫӗршыври иккӗмӗш конкурсра малти вырӑнсене йышӑннӑ. Музыка инструменчӗпе калакансене П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗн, Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫейӗн музыка академийӗпе Тӗп музыка шкулӗн профессорӗсемпе доценчӗсем хакланӑ. Мускаври, Чулхулари, Улатимӗрти, Хусанти, Сарӑтури, Кироври, Екатеринбургри, Хабаровскри тата ытти хуларисем хушшинче Любовь Гаврилова «Соло» номинацире I степеньлӗ лауреат ята илнӗ. «Ансамбльсем» номинацире кун пек степеньлӗ диплома Любовь Гавриловапа Фёдор Волков тивӗҫнӗ. Ҫамрӑксем Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссенче унччен те пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Асламассене халалласа уяв иртӗ Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Мария Асламаса тата унӑн ывӑлне, «Камерата Брно» чех оркестрӗн дирижерне, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Алексей Асламаса хисеплесе асӑну каҫӗ иртмелле. Уява министерствӑсемпе ведомствӑсен, ӑслӑлӑх учрежденийӗсен, культура тата вӗренӳ учрежденийӗсен пайташӗсем, студентсем, Асламассен тӑванӗсем пуҫтарӑнмалла. Музыка ӳнерӗн ӗҫченӗсем Инна Асламас, Татьяна Асламас, Алексей Аcламас, Антон Асламас, Марина Соприко, Динара Федотова, Дмитрий Семкин «Спешите жить» (Пурӑнма васкӑр) концерт программи хатӗрлеҫҫӗ. Уява пухӑннисем Асламассен династийӗпе курав урлӑ те паллашайӗҫ. Мероприяти 18 сехетре акт залӗнче пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |