Культура
Муркашри тӳре-шара пыл уявне епле ирттересси пирки пуҫ ватать Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Пыл сӑпасӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ҫулсерен пысӑк уяв ирттереҫҫӗ. «Здоровье — на крыльях пчелы» (чӑв. Пыл хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх) ят панӑ уява пуҫласа ҫичӗ ҫул каялла йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухне унтисем Культурӑпа ӳнерти инновацилле проектсен республикӑри конкурссене ҫак уяв планӗпе хутшӑнса Чӑваш Ен Президенчӗ Грантне ҫӗнсе илнӗ. 2010 ҫултанпа ку уяв муркашсен бренчӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Хальхине ҫурлан 19-мӗшӗнче пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ. Уяв 10 сехетре пуҫланмалла. Унта кӳршӗллӗ Мари Элтан та килсе ҫитмелле. Вӗсем — хурт-хӑмӑр ӑстисем мар, хурт-хӑмӑр ӑстисене тата уяв хӑнисене савӑнтарма концертпа килмелле. Уява тивӗҫлипе ирттересси пирки нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев яваплисене хӑй пуҫтарса сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ Чӑваш Енри фермерсен республикӑри канашлӑвне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак эрнере Шӑмӑршӑ ялӗнче иртнӗ. Сӗнтӗрвӑррисем пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе, хӑна юррисемпех кӗтсе илнӗ. Аякран ҫитекенсене ҫапла хапӑллаканни — асӑннӑ тӑрӑхри «Ахаяс» фольклор ушкӑнӗ. Хӑнасене вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене илсе кайса кӑтартнӑ. Юрӑ-ташӑ ӑстисене Г.М. Егорова фермер хуҫалӑхӗ, сӑмахран, самай тӗлӗнтернӗ. Шӑмӑршӑ тӑрӑхне ҫитнӗ-ҫитнех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи культура ӗҫченӗсем вӑл енчисен культура пурнӑҫӗпе те паллашнӑ, вӗсен опычӗпе кӑсӑкланнӑ май унтисенчен мӗн вӗренме май килнине ӑша илме, асра хӑварма тӑрӑшнӑ. «Ҫӳрени харама каймарӗ», — теҫҫӗ «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тури чӑвашсен музейӗнчи черетлӗ курав Муркаш районӗнчи Тури чӑвашсен музейӗнче интереслӗ те анлӑ проект пурнӑҫланать: культура пайӗн пуҫарӑвӗпе кунта «Пултарулӑх: йӑла-йӗрке тата хальхи вӑхӑт» ятпа ӑстаҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе кашни ял тӑрӑхӗ кунта ал ӗҫӗсен куравне йӗркелет. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче музей залӗнче Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен куравӗ уҫӑлнӑ. Пухӑннисене художество пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, курава «Асран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ. «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» ятлӑ ӑстаҫӑсен куравне Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов уҫнӑ. Вӑл Турай ял тӑрӑхӗ питӗ пултаруллӑ та ӗҫчен ҫынсемпе пуян тесе палӑртса хӑварнӑ. Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен паллашма май пур, хыҫҫӑн эстафетӑна Хорнуй ял тӑрӑхӗ йышӑнать. Унти ӑстаҫӑсен пултарулӑхӗпе те малалли икӗ эрнере паллашма пулӗ. Ҫапла вара чӳк уйӑхӗчченех курав улшӑнса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Максим Ястран сӑвӑҫа халалланӑ курав Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Максим Ястран (Григорьев) сӑвӑҫ 100 ҫул тултарать. Вӑл 1916 ҫулта Элӗк районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑ поэт хӑйӗн 27-мӗш хӗлне кӗреймен — Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе Сталинград патӗнчи ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Максим Ястран — поэт, куҫаруҫӑ, публицист, журналист. Пӗчӗк ялтан тухнӑ чӑваш каччин ял урамӗ унӑн ячӗпе хиспленсе тӑрать, ҫуралнӑ вырӑнта пӗчӗк палӑк лартнӑ, 2011 ҫулта Вутланти вулавӑша ун ятне панӑ. Ястран ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленсе Элӗкри тӗп вулавӑш ятарлӑ планпа ӗҫленине пӗлтерет. Информаци пайӗ Максим Ястран пурнаҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен материал пуҫтарса дайджест хатӗрлесе кӑларнӑ, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшенчен кӗнекесем илсе килнӗ. Районти тӗп вулавӑшра йӗркеленӗ «Максим Ястран — 100 ҫул» кӗнеке куравӗ ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн. Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта халӑхсен съезчӗ пулать. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Съезд авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ. Унта Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсене чӗнӗҫ. Съездра Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен чӗлхене тата йӑли-йӗркине упраса хӑварас ыйтусемпе калаҫӗҫ. Мероприяти планӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Республикинчи халӑхсен ассамблейин ларӑвӗ те иртӗ. Унта пур халӑхӑн шухӑшне те (республикӑра вӗсен йышӗ сахал-и е нумай-и — пур-пӗрех) шута илӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, съездра тунӑ йышӑнусем халӑхсен наци культурине упрама тата аталантарма май парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елчӗкри ӗнерхи моряксем Паян ҫӗршывӗпех Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне уявлаҫҫӗ. Флот ҫывӑхӗнчи хуласенче ку уява уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Питӗрте, ав, паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫар ҫыннисене саламларӗ. Эстрада артисчӗсен концертне те йӗркеленӗ унта. Елчӗксем те ку уява палӑртнӑ. Хӗсметре тӑнисенчен хӑшӗсем моряк пулнӑ-ҫке. Ҫавсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илсе паян пӗрле пуҫтарӑннӑ. Район центрӗнче лартнӑ моряксен палӑкӗ умне 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене «Елчӗк районӗнчи тинӗсре пулнисен тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Головин саламланӑ. Раҫҫей ялавне хӑпартма тинтерех кӑна ҫар службинчен таврӑннӑ Илья Григорьева шаннӑ. Исампай ялӗнчи 87 ҫулти Ананий Захаров моряк-ветерана вара Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Максим Григорьев поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Халӑх ӑна Максим Ястран ятпа пӗлет. Ҫавна май Элӗк районӗнче ӑна халалласа ирттермелли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вутланри культура ҫуртӗнче пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Шӑпах ҫак кун 100 ҫул каялла Максим Григорьев Вӑрманкас ялӗнче кун ҫути курнӑ. 1936–1939 ҫулсенче вӑл «Пионер сасси», «Ҫамрӑк большевик», «Чӑваш коммуни» хаҫатсенче, Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Ястран «Садра калаҫни» сӑвӑпа чапа тухнӑ. Унӑн хӑш-пӗр поэми чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗнӗ. Максим Ястран Г.Гейнен, А.Пушкинӑн, М.Лермонтовӑн, Т.Шевченкӑн, В.Маяковскин, К.Симоновӑн, С.Михалковӑн тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Ястран «Чӑваш коммуни» хаҫатра корреспондентра ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Сталинград хулине хӳтӗленӗ. Ястран 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак хула ҫывӑхӗнче паттӑрла вилнӗ. 1962 ҫулта ӑна СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри тӗп стадионта ӗнер Республикӑри ача-пӑча сабантуйӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ йӗркеленӗ. Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Альбир хазрат Крганов муфти тата ыттисем пулнӑ. Уява республикӑри культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та ҫитнӗ. Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра йӗркеленӗччӗ. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне, «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурссене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«По следам Пушкина» (чӑв. Пушкин ҫулӗпе) блог-тур ирттерни пирки ҫырнӑ май Андрей Федоров блогер пӗр ӑнланманлӑхпа куҫа-куҫӑн тӑма тивнине пӗлтерет. Республикӑн тӗрлӗ районне ҫитсе ҫаврӑнма палӑртнӑ чух ҫула тухиччен вӑл вырӑнти кану базисемпе калаҫса татӑлма пӑхнӑ. Ҫӗр каҫма ӗнтӗ. Тав сӑмахӗлле те мар. Укҫаллах. Анчах Чӑваш Енри кану базисемпе пӗр чӗлхе тупма йывӑр-мӗн. «Пӗринпе эрне ӗнтӗ калаҫатӑп. Электрон ҫыру та ҫыратӑп. Вӗсен «Контактра» страници урлӑ та ҫыхӑнса пӑхрӑм, анчах хуравне илеймерӗм», — тенӗ хайхи тӗлӗнсе. Е тата вӑл Улатӑрти хӑна ҫуртне шӑнкӑравланине пӗлтерет. Банк картти урлӑ тӳлеме пулать-и тесе ыйтнӑ. Ҫук иккен. Wi-fi ҫыхӑнӑвӗ унта пуррипе ҫукки пирки каламасӑрах тавҫӑрма пулать-тӗр. Блогер ӑнланнӑ тӑрӑх, туристсем никама та питех кирлӗ мар. Хӑна ҫурчӗсене тата кану базисене хайсем патне вӗҫӗм пырса ҫӳрекен клиентсем пурри те тивӗҫтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |