Культура
Ҫӗрпӳ районӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнӗсем «халӑх» ятне хӳтӗлессишӗн тӳре али витӗр тухнӑ. Республика шайӗнчи комиссие юрас тесе вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса парассишӗн хытах тӑрӑшнӑ. Ҫине тӑни сая кайман. Ҫӗрпӳ районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Курсов), асӑннӑ Культура ҫуртӗнчи «Цивиляночка» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эльза Тимофеева), Вӑрманкас Кӗҫтемӗрти ял клубӗнчи юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Александр Пушкин, балетмейстерӗ — Сергей Казаков), Опытнӑй поселокри халӑх инструменчӗсен оркестрӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Маргарита Чиркина), Первомайскинчи «Шурвар» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Нина Григорьева) «халӑх» ячӗсене хӳтӗлесе хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ. Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренпех пырать. Ҫак вӑхӑтра хӗллепе ҫуркунне тӗл пулаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, вӑй виҫеҫҫӗ, урӑхла каласан, кӗрӗкпе сӑхман тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӑварни тени, тепӗр майлӑ, «ҫу эрни», «хӗле ӑсатни, ҫуркуннене кӗтни», — тесе ӑнлантарнипе пуҫланӑ Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ял тӑрӑхӗ хӑйсем патӗнче ҫав уява кӑҫал епле палӑртнине паллаштарассине. Чӑн та, Ҫӑварни эрнинчи кашни кунӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур: тунтикун тӑвансем, тус-йыш пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ, хӗвел питлӗ икерчӗпе чей ӗҫнӗ; ытларикун хуйхӑ-суйхӑ ҫинчен манса кайса вылянӑ, кулнӑ; юнкунпа кӗҫнерникун кашни килтех тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫинӗ, тӑвансем пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ; эрнекун ҫамрӑк мӑшӑрсен упӑшкисем арӑмӗсен амӑшӗсене хӑйсем патне хӑнана чӗнсе икерчӗпе сӑйланӑ, юрама тӑрӑшнӑ; шӑматкун хӗр-пултӑрсем пӗрле пухӑнса икерчӗ, кукӑль пӗҫерсе ҫинӗ, юрӑ юрланӑ; вырсарникун — кӗҫӗн Ҫӑварни, ялӗпех хӗле ӑсатнӑ, ача-пӑча катаччи чупнӑ. Авалтан килекен йӑлапа Хирпуҫ ялӗнче уяв иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Терентьев, ял старости Л.П. Харитонова, ӗҫ ветеранӗ И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пушӑн 11-мӗшӗнче Тӑвайри культура ҫуртӗнче «Тӑвай пики — 2016» 5-мӗш конкурс иртнӗ. Конкурсра унчченхи ҫулсенчи самантсене аса илес тесе видео пӑхнӑ. Унтан сцена ҫине кӑҫал конкурса хутшӑннӑ чиперккесем тухнӑ. Унта 8 пике хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Снежана Журавлева, Ирина Артемьева, Анжела Никифорова, Кристина Степанова, Маргарита Алексеева, Валерия Николаева, Дарья Совина. Пикесем тӗрлӗ конкурсра ӑмӑртнӑ. «Туй кӗпипе тухни» конкурсра вӗсем тӗрлӗ халӑх туйне сӑнланӑ. Кӑҫал «Тӑвай пики» ята Анжелика Никифорова тивӗҫнӗ. «Ӑс пике» тата «Пултаруллӑ пике» номинацире Кристина Степанова тата Диана Иванова ҫӗнтернӗ. Куракансем Валерия Николаевӑна кӑмӑлланӑ. «Хӳхӗм пике — Маргарита Алексеева, «Ҫепӗҫ пике — Ирина Артемьева, «Сӑпайлӑ пике» — Снежана Журавлева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ярапайкасси культура ҫуртӗнче вырӑнти хор коолективӗн 35 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ, вырӑнти шкулта 41 ҫул ӗҫленӗ, 1976 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне илнӗ Александр Кузьмич Константинов 100 ҫулне уявларӗҫ. Чи малтан куракансене Константинов ҫинчен хӑтлав (презентаци) кӑтартрӗҫ, кайран вара Шурча, Акуча тӑрӑхӗнчи коллективсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, Александр Константинов ҫинчен аса илчӗҫ. |
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнӗ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов унӑн пултарулӑхӗ чикӗсӗр пулнине палӑртнӑ. Вӗсем пӗрле 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Театр деятелӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Матвеев Павловсен ҫемйи пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ. Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, юбилее Вӑрмарта паллӑ тунӑ. Василий Павлов ку районти Кӗтеснер ялӗнче 1951 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче вӑл 1971 ҫултанпа вӑй хурать. Василий Павлов сцена ҫинче 100 ытла роле калӑпланӑ. Унӑн пултарулӑхне пирӗн республикӑра кӑна мар, кӳршӗ регионсенче те килӗштереҫҫӗ. Василий Павлов — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ЧР Халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачурари ял вулавӑшӗ «Пурин валли те кӗнеке» акци ирттерет. Ырӑ кӑмӑллисенчен вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑсен пуххине, классика прозине, истори литературине йышӑнаҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллисем кӗнекесем пырса пама тытӑннӑ та. Ҫынсем ытларах чухне совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен историлле романӗсене илсе пыраҫҫӗ. Халӑхран пухнӑ литературӑна вулавӑш Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колоние ӑсатӗҫ. Йӗплӗ пралук леш енне лекнисене кӗнеке кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вулавӑшра ӗҫлекенсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗнеке унтисене ҫынлӑха упраса хӑварма пулӑшать. Ырӑ кӗнекене вуласан ҫын хӑйӗн шухӑшлавне те лайӑх енне ылмаштарма пултарасса, вӗсене вӑй-хал парасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ӗҫ династийӗсем ҫинчен пухнӑ электрон сборника ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Вӗрентӳре, сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем унта уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлтереҫҫӗ ӑна хатӗрлекенсем. Пӗр ӗҫре темиҫӗ ӑру таран ырми-канми тӑрӑшакансемпе паллаштаракансене вулавӑш ӗҫченӗсем малашне те пухассине пӗлтереҫҫӗ. Анчах кун валли ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Электрон сборника кӗрейменнисем вӗсем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Паянхи куна уйрӑмах паллӑ та вӑрӑм династисенчен Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Ермановсене (ял хуҫалӑхӗнче вӗсем 190 ҫул тӑрӑшнӑ), Апаш тӑрӑхӗнчи 210 ҫуллӑ Смородиновсене, Кӳкеҫ ял тарӑхӗнчи Григорьевсен тухтӑр династине асӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ачасем валли «Кушак ҫурчӗ хыпса ан илтӗр» урок йӗркеленӗ. Ӑна РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ йӗркеленӗ. Театрта ҫав кун ачасем валли артистсем «Кошкин дом» (чӑв. Кушак ҫурчӗ) спектакль лартнӑ. Спектакль курма пынӑ шӑпӑрлана «Константин-01» тата «Валентин» ят панӑ пушарпа кӗрешекен геройсем кӗтсе илнӗ. Ачасене вӗсем парнесемпе савӑнтарнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки вӑйӑ мелӗпе ӑнлантарнӑ. Пӗчӗкскерсене ҫавӑ кӑна кирлӗ пулнӑ тейӗн: ертӳҫӗсем хатӗрленӗ конкурссене хаваспах хутшӑннӑ май тупӑшса тенӗ пек алӑ ҫӗкленӗ, маларах тӗрӗс хуравлассишӗн ӑнтӑлнӑ. Кашни тӗрӗс пӗлмессерен вӗсене пӗчӗк парне тивӗҫни те ҫитӗнӳ патне талпӑнма хистенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗле ытти тӑрӑхра та ҫак кунсенче ӑсатрӗҫ. Хӗрлӗ Чутайӗнче те уява пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пухӑннӑ. Уявпа саламлама республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем таранах пырса ҫитнӗ. Николай Малов вице-спикер тата Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов (вӑл та депутат) уява пухӑннисене ырӑ сунса ӑша сӑмах нумай каланӑ. Кӳлнӗ лашасем те уява илем кӳнӗ. Вӗсене капӑрлатса ял тӑрӑхӗсем илсе пынӑ та вӗсенчен чи чаплисене районтисем палӑртнӑ. Ку енӗпе Тралькасси тӑрӑхӗ пуринчен чапли пулнӑ. Хӗрлӗ чутайсем, акчикассисем те палӑрнӑ. «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчи те аслисенчен юлман. Сӑнсем (50) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |