Культура
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи: 100 ҫул» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Институтпа пӗрле ӑна Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ йӗркеленӗччӗ, Тӑван ене тӗпчекенсен кунне халалланӑччӗ (пушӑн 28-мӗшӗ). Конференцире пурӗ 30 ытла ҫын тухса калаҫнӑ — Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ, вӗсен паттӑрлӑхне хакланӑ, ҫав вӑхӑтри влаҫ тытӑмӗн ӗҫне сӳтсе явнӑ. Хӗрӳ сӳтсе яву Николай Егорович Лукианов доклачӗ хыҫҫӑн иртнӗ. Тухса калаҫакансен хушшинче таврапӗлӳҫӗсем икӗ ушкӑна пайланни хитре маррине палӑртакансем те пулнӑ. Асаилтеретпӗр, конференци вӑхӑтӗнчех наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XII пухӑвӗ иртнӗ. Малашне ҫак икӗ сумлӑ пӗрлӗх хӑйсен мероприятийӗсене пӗр кунра ирттереҫҫӗ пулсан та вӑхӑтне те пулин раснарах лартма ыйтнӑ. Ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ҫав ҫулхи салтак тумӗсем («Русский егерь» клуб) тата салтака ӑсатнине лартса панӑ сцена илем кӳнӗ. Ҫавӑн пекех пухӑннисем умӗнче салтак юррисене те юрласа панӑ. Аса илтеретпӗр, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи 1914 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. |
Культура
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Талантсен хумӗ» регионсен хушшинчи конкурс иртӗ. Хореографи тата ӳнер пултарулӑхӗн ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем кӑна мар, Хусанти, Ешӗлварти (Зеленодольскри), Калуга облаҫӗнчисем те килӗҫ. Хальлӗхе 500 ҫын хутшӑнма заявка панӑ. Анчах вӗсен шучӗ ӳсме те пултарать. Конкурс «Химик» культура ҫуртӗнче иртӗ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑскер ирхи 9 сехетре пуҫланӗ те 15 сехетре вӗҫленӗ. Конкурса ачасене хореографи, ӳнер пултарулӑхӗнчен аталанма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем тӗрлӗ номинацире тупӑшӗҫ: ташӑ, мода, хореографи композицийӗ… «Раҫҫейри чи юратнӑ кино» ятарлӑ номинацире ачасем тӗрлӗ жанрлӑ номерсем кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ. Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать. Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ. |
Культура
Календарьти ҫак кунсенчи паллӑ пулӑмсенчен пӗри вылякан пуканесемпе ҫыхӑннӑ. Виҫӗмкун вӗсем пӗтӗм тӗнчипех хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Пуканесен кунӗнче чӑваш пуканисем, урӑхла каласан, Чӑваш патшалӑх пуканесен театрӗ Мускава тухса кайнӑ. Унта вӗсене Ӳнер ӗҫченӗсен тӗп ҫуртӗнче иртекен гала-концерта йыхравланӑ. Ҫапла вара ӗнер вӗсем унта хӑйсен тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсемпе пӗрле пултарулӑха Мускав сцени ҫинче кӑтартнӑ. Чӑн-чӑн пуканесем, ӑстаран та ӑстасем хутшӑнакан мероприятие пирӗн артистсене кашни ҫулах йыхравланине ӗнентерет республикӑн Культура министерстви. Классика меслечӗпе лартнӑ спектакльсемпе пӗрлех ӑсталӑха ҫӗнӗ йышши мелпе куракан патне ҫитерекен номерсем те ун пек уявсенче туллиех тесе ӗнентереҫҫӗ. Пирӗннисем К. Чуковский хайлавӗпе лартнӑ «Муха-цокотуха» юмаха кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ ҫывхарнӑ май республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттерме хатӗрленнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Театр ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери кунне пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Асӑннӑ конкурса Чӑваш Енре яланхиллех ҫав кун пӗтӗмлетӗҫ. Театрсем пирки пӗтӗмӗшле каласан, паян пирӗн республикӑра патшалӑхӑн профессилле театрӗсем улттӑ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ театр учрежденийӗсен шутне республикӑн Культура министерстви Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртет. Ҫакна вӑл ҫав театр пӗтӗм тӗнче шайӗнчи балет тата опера фестивалӗсем ирттернипе те сӑлтавлать тесе ӑнланма пулать асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнчи хыпар тӑрӑх. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пирки те ыррине самай калама пулать. Чӑн та, унта лартакан спектакльсемпе миҫе ӑру ӳсмен-ши?! Вырӑс драма театрӗн те хӑйӗн кураканӗ. Патшалӑхӑн шутланакан драмӑн сӑнавлӑ театрӗ те ҫак ӳнере юратакансем хушшинче ятлӑрах та, сумлӑрах та пулса пырать темелле. Пукане театрне вара пӗчӗк куракансем кӑна мар, вӗсене курма ертсе пыракан аслисем те кӑмӑллаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракансем валли мӗн те пулин ҫӗннине-кӑсӑклине шыраса тупсах тӑрать. Хальхинче театр хӑйӗн черетлӗ, 83-мӗш, ҫуралнӑ кунне куракансемпе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерессине пӗлтерет. Ҫав кун театр «Кот в сапогах» ача-пӑча спектаклӗ кӑтартма палӑртса хунӑ. Унта 3 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи шӑпӑрлана ашшӗ-амӑшӗпе, асламӑшӗ-аслашшӗпе, кукамӑшӗ-кукашшӗпе (тепӗр тесен, кирек кампа пырсан та хапӑл) кӗтеҫҫӗ. Икӗ билет туянсан виҫҫӗмӗшне тӳлевсӗр парӗҫ. Театр ӗҫченӗсем мюзикл евӗр хатӗрленӗ «Кот в сапогах» спектакль пуриншӗн те — ваттишӗн те, вӗттишӗн те — кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Унта юрри те ҫителӗклех пулӗ, ташши те, ӑса вӗрентсе калани те, картса хӑвармалли те тупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Кӑнтӑр» клубра хула шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ» конкурс фестиваль иртнӗ. Конкурса пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 15–35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Хула шайӗнче Юлия Мокеева мала тухнӑ. Вӑл Шупашкарти 18-мӗш шкулта ӑс пухать. Иккӗмӗш вырӑна культура училищинче вӗренекен Алексей Николаев йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 22-мӗш шкулти Анастасия Давыдова тата Евгения Аникина тухнӑ. Юлия Мокеева ҫӗнтерӳҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗмӗл сасӑ» конкурса хутшӑнӗ. Вӑл пушӑн 24-26-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта «Егор Шилов» фильмӑн режиссерӗ Юрий Спиридонов тепӗр фильм ӳкерме хатӗрленет. Унӑн каҫхи клубра массӑллӑ сцена ӳкермелле. Кун валли 100 яхӑн ҫын кирлӗ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, ку ӳкерчӗке пуш уйӑхӑн 22-мӗшӗнче камера ҫине куҫарӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Клуба тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Унта ӳкернӗ чухне ытларах Граф анти-герой тавра ӗҫ-пуҫ пулса иртӗ. Ҫавантах икӗ сӑнар, арҫынпа хӗрарӑм, паллашнине те ӳкерӗҫ. Ӳкерӗве паллӑ тата пултаруллӑ dj Kastas хутшӑнать. Юрий Спиридонов клубра ӳкерӗнмешкӗн дресс-кода пӑхӑнмаллине асӑрхаттарать. Тата кӑмӑл лайӑх пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паянпа ыран Шупашкарта сахал йышлӑ халӑхсен культура форумӗ иртнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗршывӑн Культура министерствисем йӗркелекен ку мероприятие кӑҫал VI хут пуҫтарнӑ. Мероприяти пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче малалла тӑсӑлмалла. Ҫав кун тӗп хуламӑрта наци кухнисен «Туслӑ ҫемьере» фестивалӗ иртмелле. Мероприяти Хӗрлӗ лапамра 11 сехетре пуҫланмалла. Унта тӗрлӗ диаспора ҫыннисем: чӑвашсем, вырӑссем, тутар эрменӗсем, грузинсем, азербайджансем, узбексем, мӑкшӑсем — хӑйсен наци апат-ҫимӗҫне кӑтартӗҫ. Ҫав кун Хӗрлӗ лапамра «Эпир пӗрле!» ятпа концерт-митинг иртмелле. Ӑна Раҫҫей Крымпа пӗрлешни икӗ ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Митинга чӑваш парламентӗнчи мӗнпур парти пайташӗсене чӗннине ӗнентереҫҫӗ. Концерт-митинг каҫхи 17 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» видеохӑтлав «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) фестиваль-конкурсӑн ҫурма финалне лекнӗ. Чи лайӑххисен йышне ҫӗршывӑн 34 регионӗнчен 49 видеохӑтлава суйланӑ. Ҫурма финалта Крымри, Атӑлҫи федераци округӗнчи, Тӗп, Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Ҫурҫӗр-Кавказ, Кӑнтӑр федераци округӗсенчи проектсем «тупӑшӗҫ». Куҫӑн майпа йӗркелекен ҫурма финал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускавра, унти «Крокус-экспо» курав залӗнчи конференц-залра иртмелле. Ҫурма финала «Объекты приключения и событийного туризма» номинацире Чӑваш Енрисӗр пуҫне Самар, Вологда облаҫӗсенчен, Тутарстан Республикинчен тӑратнӑ ӗҫсем лекнӗ. Вӗсенчен чи лайӑххи финала лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |