Ҫурт-йӗр
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пурӑнакансем тахҫанах шӑв-шав ҫӗкленӗ. Вӗсене nинех илтнӗ. Ара, халӑх вӗсен ҫурчӗпе юнашар теприне ҫӗкленӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ ҫурта тӑвас ӗҫе чарса лартнине пӗлтернӗ. Халӗ суд приставӗсем строительство лапамне кӗмелли алӑка пичет ҫапса хупнӑ. Ҫурта «Алкор-Строй» фирма тӑвать. Унӑн ертӳҫи — хула парламенчӗн депутачӗ. Вӑл — КПРФ партире тӑракан Алексей Лапин. Проектра вӑл ӑна халӑха пулӑшу памалли объект тесе палӑртнӑ. Хӑй вара нумай хваттерлӗ ҫурт ҫӗклеме тытӑннӑ. Шупашкар мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ларӑвне юпан 20-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене ҫав ҫуртра хваттер илме сӗнмеҫҫӗ. Унсӑрӑн улталаннӑ пайҫӑсен йышне кӗрес хӑрушлӑх пур теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкарта 2017 ҫулччен япӑх ҫуртсенчен хӑтӑласшӑн. Халӗ ҫав ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ хӗрӳ пырать. Ку таранччен Шупашкарта авариллӗ нумай хваттерлӗ 24 ҫурта ишсе антарнӑ. Тепӗр 18-шне те ҫак шӑпах кӗтет. Паянхи кун тӗлне 547 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене илнӗ ӗнтӗ. Киввинчен ҫӗннине куҫсан савӑнмалла пек. Анчах хула администрацийӗпе пурте килӗшесшӗн мар-мӗн. Хӑш-пӗр ҫемье ҫӗнӗ хваттере куҫма хирӗҫ. Чиновниксем вӗсене ҫакна ӑнлантарасшӑн: киввинчен ҫӗннине, ҫавӑн калӑпӑшлинех, куҫараҫҫӗ. Ку ҫурт-йӗре лайӑхлатни мар. Анчах ӑнлантарни усӑсӑр. Ҫынсене хваттерсем, районсем, балкон ҫукки килӗшмест-мӗн. Тӗслӗхрен, пӗр хваттерте икӗ ҫемье пурӑннӑ, вӗсем уйрӑм хваттер ыйтаҫҫӗ. Анчах администрацин кун пек майсем ҫук. Хӑйсен ирӗкӗпе куҫманнисене вӑйпа куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Темиҫе ҫул каялла пирӗн республикӑра хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем тата ытти хӑш-пӗр категори валли ҫурт-йӗр сахал мар турӗҫ. Ҫурт-йӗр черетӗнче тӑракан ҫемьесем, ҫамрӑк специалистсем тата хысна учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем 2008 ҫултанпа пурнӑҫа кӗрекен программа пулӑшнипе хваттерлӗ пулчӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑрӑва лекнисене те патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче хваттер панӑ. 2013 ҫулхи раштавран хваттерсене туянма ирӗк пачӗҫ. Асӑннӑ фондри хваттер хуҫи пулса тӑрас тесен 10 ҫул таран тӳлесе пурӑнма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере илес тесен ҫулталӑкран кая мар пурӑнни кирлӗ. Кӑҫал ун пеккине пурӗ 196 хваттер сутса республика хыснине 51,2 миллион тенкӗ укҫа пырса кӗнӗ. Кӑҫалхи авӑнӑн 15-мӗшӗ тӗлне Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче 1790 хваттер шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Тӗнче тетелӗнче вырнаҫтаракан мӗнпур хыпара ӗненсе пӗтерме йывӑр та, анчах «Ҫыхӑнура» (ВКонтакте) халӑх сетӗнчи Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ хӑйӗн страницинче Кӳкеҫри ишӗлекен пӗр ҫуртри ҫынсене Ишлее куҫарасси пирки хыпарланӑ. Тӗрӗсрех, вӗсене унта куҫарасси пирки епле майпа йышӑну тунине пӗлес тесе Шупашкар район администрацине ыйтса ҫырнине пӗлтернӗ. Ҫырӑва паян райадминистрацире йышӑнса юлнӑ. Ҫынсем хӑйсем ӑнланман мар-ши тесен Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев тӗрӗсех иккенне пӗлтерет. Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри урамри 12-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансене район центрӗнчен темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ишлее куҫма кӑмӑл тунине пӗлтерсе ҫырса памасӑрах куҫараҫҫӗ пулать. Маларах асӑннӑ ушкӑнӑн страницинче ҫакӑ Раҫҫей Ҫурт-йӗр кодексӗн 89-мӗш статйипе килӗшсе тӑмасть тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче пурӑнакан ҫынсем картишре ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклессине хирӗҫ. Вӗсем ку ыйтупа суда та ҫитнӗ. Халӑх ку ыйтупа «Про Город» хаҫата та ҫитнӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗсен картишне стройка тумалли техника килсе лартнӑ. Ку вӗсене ҫакна хирӗҫлесе урама тухма хистенӗ. Унта пурӑнакан Дмитрий каланӑ тӑрӑх, стройка лапамне карта тытнӑ. Унта ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленме пуҫламалла-мӗн. Ку стройка йӗркене пӑсать тесе ҫирӗплетет вӑл. Ара, вӑл ҫуртран аякра пулмӗ-ҫке. Анчах ку ҫурт хӑпартакансене пачах пӑшӑрхантармасть. Ҫавӑнпа халӑх хирӗҫ пулса картише тухнӑ та. Халӑх хула администрацине ҫитни витӗм кӳнӗ. Халӗ объектри ӗҫсене чарнӑ. Тавӑҫ хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Ӑна ҫитес вӑхӑтра район судне ярса парӗҫ, унта ку ыйтӑва татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫсан вӗсем савӑнман. Мӗншӗн? Ҫӗнӗ ҫурт та лайӑхах мар-мӗн. Хальхинче авариллӗ ҫуртрисене Шупашкарти Дементьев урамӗнчи ҫурта куҫарнӑ. Унти лару-тӑру лайӑхах мар иккен. Подъездсен умӗнче чавса пӗтернӗ, вӗри шыв ҫук, стенасем ҫурӑлнӑ, лифт ӗҫлемест. Акӑ Галина Матвеева кунта пӗр уйӑх пурӑнать. Вӗсем унта пынӑ чухне подъездсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ вӗсем пушар картлашкипе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗркаҫма хӑраҫҫӗ, дачӑра хальлӗхе пурӑнаҫҫӗ. Ҫурт аякран ҫеҫ хитре курӑнать. Патнерех пӑхсан стена ҫурӑлнине асӑрхама пулать. Халӑх фрончӗн пайташӗсем ку ҫурт ҫыннисемпе виҫҫӗмӗш хут тӗл пулаҫҫӗ. Халӗ ЧР Строительство министерстви кунта тӗрӗслев ирттерет. Подъездсене хӗлле тунӑ-мӗн, ҫуркунне юр ирӗлсен вӑл япӑхланнӑ. Халӑх фрончӗн пайташӗсем ҫитес вӑхӑтра каллех ҫав ҫурта тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вӗсем ҫитменлӗхсене мӗнле пӗтернине сӑнаса тӑрӗҫ. Палӑртса хӑварар: юлашки ултӑ ҫулта республикӑра федераци программипе усӑ курса япӑх ҫуртсенчен 12 пин ҫынна куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче чылайранпа кӗтнӗ савӑнӑҫ пурнӑҫа кӗнӗ. Авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ 40 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫурта чылай вӑхӑт хӑпартнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта куҫнисен йышӗнче пенсионерсем те, ачасем те, вӑйпитти ҫынсем те пур. Вӗсем унччен бараксенче 10 ҫул ытла пурӑннӑ. Кӑмака хутнӑ, шыв урамран ӑснӑ. Ҫынсене авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫармашкӑн Ҫӗмӗрле валли 387 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫулччен унта 1000 ытла ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫармалла. Чердаковсем ав ҫак куна 17 ҫул кӗтнӗ. Халӗ вӗсене икӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ. Чердаковсен баракӗнчен пурте хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсем черетре юлашки пулнӑ. Халӗ Ҫӗмӗрле влаҫӗ программӑн иккӗмӗш тапхӑрне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Проектсем хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра застройщиксен конкурсне ҫӗнетӗҫ. Вӗсем ҫурта кӗске хушӑра хӑпартма пултаракансене кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист. Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Тӑлӑхӑн Турри тӑххӑр тенӗ ваттисем. Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче пурӑнакан Алексей Петрова ҫӳлти хӑват пулӑшайман курӑнать — хӳтлӗх шыраса вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫитнӗ. Элтепер патне йышӑнӑва пынӑскер хӑй 2011 ҫултанпа ҫурт-йӗр илме хӑй тӑлӑх пирки черетре тӑнине пӗлтернӗ. Анчах кӗтнӗ ҫурта е хваттере ниепле те паман. Тӑлӑх ӳснӗ каччӑна Михаил Игнатьев ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме республика хыснинче кӑҫал 114,99 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Ку виҫрен 2,5 миллион ытларах тенки Елчӗк районне лекмелле. Алексее халӗ Елчӗкри Мир урамӗнче тӑвакан ҫӗнӗ ҫуртра кӑҫал хваттер памалла. Элтепер патне ытти тӑрӑхри ҫынсем те йышӑнӑва пынӑ. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри Екатерина Иванова, акӑ, хӑй пурӑнакан Ҫутӑ урама хӑҫан газ кӗртессипе кӑсӑкланнӑ. Унӑн ҫемйи нумай ачаллӑ пирки унта ҫӗр илнӗ, пӳрт те туса лартнӑ. Михаил Игнатьев Ҫутӑ, Инҫет, Кедр, Ҫурхи урамсенче килес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ку ыйту татӑласса шантарнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Йӗпреҫ районӗнчи ял тӑрӑхне суда панӑ. Унта 87 ҫулти сусӑра пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт уйӑрса панӑшӑн суда ыйту ҫырнӑ-мӗн. Пӗрремӗш ушкӑнри сусӑр Йӗпреҫ районӗнчи хваттерте пурӑннӑ. Анчах унта шалти юсав ӗҫӗсене туман-мӗн. ЧР прокуратурин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 87 ҫулти хӗрарӑм ведомствӑна унӑн хваттерӗнчи условисене тӗрӗслемешкӗн ыйтса ҫитнӗ. Хваттере вӑл патшалӑх программипе килӗшӳллӗн илнӗ. Анчах хваттер пурӑнма юрӑхсӑр-мӗн. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тӗлӗшпе суда ыйту ҫырнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсен пенсионерӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса ирттермелле. Ҫакна пурнӑҫа кӗртессине прокуратура тӗрӗслесех тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |