Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Капюсавшӑн ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илесшӗн

Таисия Ташней02.02.2016 19:305480 хут пӑхнӑ

Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансене капиталлӑ юсавшӑн тӳлеттерес пирки ҫӗршыв шайӗнче кӑларнӑ йышӑнӑва ҫынсем хавасланса йышӑнманни каламасӑрах паллӑ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ.

 

Тепӗр вунӑ-ҫирӗм ҫултан юсама пултӑр тесе паян укҫа пухнине ҫынсем ниепле те йышӑнасшӑн маррине ӑнланма пулать. Вилме выртнӑ карчӑк вилеймен текен каларӑш пур та, анчах тепӗр ҫирӗм ҫултан такам таҫта пулать. Пурнӑҫа пӗлмелле мар та, те вилсе выртӑпӑр вӑл вӑхӑта, те чӗрӗ пулӑпӑр тесе ултӑ-ҫичӗ теҫеткере пыракан ватӑсем кӑна мар, хӗрӗх ҫула ҫитейменнисем те аптӑраҫҫӗ.

Тата паян пӗр ҫуртра пурӑннишӗн тӳле, ыран, Турӑ пулӑшсан тата хамӑр тӑрӑшсан кивӗ хваттере сутса ҫӗнӗ ҫӗрте туянсан унччен тӗплӗ юсама тесе уйӑхсерен кӗсьене ҫӳхетни такамшӑн парне пулӗ-ши вара? Ара, хамӑр паян пурӑнакан ҫурта ӳлӗмрен юсама тесе пире халех укҫа пухтарттараҫҫӗ пулсан унчченхи вырӑнтан эпир тухса кайсан кӗмӗлӗмӗр кам хӑямачӗ валли пулать тет вара?

Ҫапла, капюсав темипе ӑнланмалла мар самантсем тем тесен те мӑй таран.

Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗринче тӑрӑшакан Николай Коновалов журналист пӗлтӗр «Леш касри Ваҫук ҫуртне юсама мӗншӗн манран укҫа ыйтаҫҫӗ?» статьяра коммуналлӑ тӳлевпе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ самантсене питӗ вирлӗн хускатнӑччӗ. Унта вӑл «ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнаканнин кивӗ ҫуртсенче кун кунлаканшӑн тӳлемелле тенипе ниепле те килӗшес килмест. Ҫак мелпе усӑ курасах килет-тӗк — ӑна ытти ҫӗрте те вӑя кӗртес. Калӑпӑр, кам нумай тар тӑкса ытларах ӗҫлесе илет — вӑл хӑйӗн укҫине кахалланнипе пӗчӗкрех шалупах ҫырлахаканнисемпе пайлатӑр. Е тата капашсӑр пысӑк окладлӑ пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнса тӑракан, ытла та пӗчӗк ӗҫ укҫиллӗ ҫынсене хӑйӗн енчӗкӗнчи купюрӑсене кӑлара-кӑлара патӑр...

Ялта, сӑмахран, кашниех хӑйӗн ҫуртне хӑй юсать вӗт. Хулара та ҫыннӑн хӑйӗнех тӑкакланмалла ӗнтӗ. Анчах мӗншӗн унӑн кӳршӗ ҫуртра пурӑнаканшӑн та тӳлемелле? Хайхи ялтах, сӑмахран, влаҫ представителӗсем кам патне те пулин пырса «укҫа пар-ха, унпа леш касри Ваҫукӑн чалӑшнӑ ҫуртне тӳрлетӗпӗр» терӗҫ-тӗк – вӗсенчен кулса вилӗччӗҫ», — тесе ҫырнӑччӗ. Килӗшмесӗр тӑма май ҫук унти шухӑшпа.

Ватӑсене капиталлӑ юсавшӑн сахалтарах тӳлеттересшӗнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ.

Чӑн та, РФ Президенчӗ регионсене 80 ҫултан аслӑраххисене тӳлеттермелле мар тума ирӗк панӑ. I тата II ушкӑн сусӑрӗсен, сусӑр ачаллӑ ҫемьесен тата 70 ҫултан аслӑраххисене капюсавшӑн йӳнӗрех тӳлеттермелле тумалли пирки те каланӑччӗ.

Анчах халӗ пӑх та кур — Чӑваш Енре ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑннӑ. Шавлӑ суд ӗҫӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 83 ҫулти Евгения Ерофеева тӗлӗшпе пырать. «Регнум» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн кинемей иртнӗ ҫул укҫа тӳлемен. Ҫакна кура ватта «Капиталлӑ юсав фончӗ» коммерцилле мар республика организацийӗ суда панӑ.

Хастарсем ку тавӑҫа хӑйне евӗр йышӑннӑ. Хӑшӗсем — хӳтлӗхсӗрсемпе судлашма ҫӑмӑлли, ҫавӑнпа хӑратассине вӗсенчен тытӑнни вырӑнне. Теприсем — ватӑсене республика шайӗнче ҫӑмӑллӑх парас вырӑнне суд тӑрӑх сӗтӗреҫҫӗ тесе. Виҫҫӗмӗшсем ҫӑмӑллӑх кӳриччен ытларах укҫа пухса юлас килет пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.

83 ҫулти кинемейшӗн «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Тамара Манаева чупса ҫӳрет. Хайхи хӗрарӑм капюсавшӑн тӳлеменнисем республикӑра самайӑн тесе шухӑшлать. Вӑл 50-60 проценчӗ тӳлет пулинех тесе иккӗленет. Ҫитменнине, республикӑн строительство министрӗ Олег Марков парӑмлисенчен укҫа шыраса илессипе ҫине тӑрса ӗҫленине иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче асӑнса хӑварнӑ пулнӑ.

Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулӑн ҫурринче капюсавшӑн халӑхӑн 55 проценчӗ тӳленине, ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне ун пеккисен йышӗ 98 процента ҫитнине пӗлтернӗччӗ. Кама ӗненмеллине калама хӗн. Цифрӑсене Михаил Васильевич хӑй пухмасть те, ӑна яваплисем ҫавӑн пек пӗлтернӗ ӗнтӗ.

Евгения Ерофеева ятлӑ кинемее судра хӳтӗленӗ май Тамара Манаева капюсав валли укҫа пухмалли тытӑмпа ҫыхӑннӑ ытти тӳнтерлӗхе те илсе кӑтартасшӑн. Маларах каланӑ фонд, сӑмахран, пухнӑ укҫана кирлӗ ҫӗре куҫараканскер кӑна шутланать. Унӑн капюсавшӑн шыраса илессишӗн суда тавӑҫпа тухма ирӗк ҫук имӗш. Тата фонд коммерцилле мар организаци шутланать. Апла тӑк унӑн укҫа ирӗксӗр пухса ларма юрамасть. Коммерцилле мар организацисенче взноссене ҫын кӑмӑлпа кӑна уйӑрать. Тата ҫынсем укҫа пухса памашкӑн ҫав фондпа нимле килӗшӳ те алӑ пусса ҫирӗплетмен.

Кӑсӑклӑ тепӗр самант. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн пӗр тӑваткал метрӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемеллине палӑртнӑ. Капюсавшӑн вара хваттер лаптӑкӗ тӑрӑх илеҫҫӗ. «Хваттере ҫынсем ахаль те хӑйсен укҫипе юсаҫҫӗ. Эпӗ пурӑнакан ҫуртра, сӑмахран, пӗтӗмӗшле пурлӑхри лаптӑк кашни ҫынна 4 тӑваткал метр кӑна тивет», — ҫапла калать маларах асӑннӑ Тамара Манаева хастар.

Мускаври хваттер хуҫисенчен хӑшӗсем, ав, пӗтӗмӗшле харпӑрлӑхшӑн та тӳлесшӗн мар судлашҫҫӗ-мӗн. «Эпир ӑна хамӑр харпӑрлӑха илмен», — тесе кутӑнлашаҫҫӗ иккен ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан, хут вулама пӗлекен, ӑна-кӑна чухлакан ҫынсем.

Чӑвашри 83 ҫулти карчӑкран капюсавшӑн укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑ черетлӗ суд ларӑвӗ ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче иртмелле. Суд ларӑвне итлеме пӗр 100 ҫын таран пухӑнса пыма шухӑшлать-мӗн. Шалта вырӑн ҫитмесен суд ҫурчӗ умӗнче кӗпӗрленсе тӑма та вӗсем хирӗҫ мар иккен.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем