Ҫурт-йӗр
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче уяв пулнӑ. Ҫак кун тин хута кайнӑ ҫӗнӗ ҫурт уҫҫисене панӑ. Ҫав ҫуртра тӑлӑх ачасем валли те кӗтес тупӑннӑ. 17 яш-хӗр ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене илнӗ. Ҫавӑн пекех 10 ҫынна авариллӗ виҫӗ ҫуртран куҫарнӑ. Ӑна патшалӑх программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ ҫӗре тӳре-шара хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Николай Малов, Татьяна Минина, Валерий Павлов… Ҫӗнӗ хваттере куҫнисем строительсене тав тунӑ. Анна Абакумова тата Галина Мидейкина ӑшӑ сӑмахсем тухса каланӑ. Ҫынсене хваттер уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. Хваттерсенче пластик чӳрече лартнӑ, сантехника вырнаҫтарнӑ, обой ҫыпӑҫтарнӑ, линолеум сарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлсе аннӑ хыҫҫӑн тӗп хулари общежитисемпе (вӗсене халӗ ун пек каламаҫҫӗ-ха, чылайӑшне пурӑнмалли ҫурт статусне куҫарнӑ. Анчах ятне темле каласан та общежити общежитиех юлать ӗнтӗ) сахал йышлӑ ҫемье пурӑнмалли ҫуртсене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ. Чи малтанах тӗрӗслев ишӗлекен ҫуртран ҫынсене куҫарасси программӑна лекнӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене пырса тивессине систереҫҫӗ. Комисси хакланӑ хыҫҫӑн конструкцие татса тӑракан хатӗрсен тата инженерии оборудованине кӑтартса акт шӑрҫалӗҫ. Инкек сиксе тухасран епле мероприятисем ирттермеллине палӑртӗҫ. Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне тата малашне пурнӑҫламалли ӗҫсен планне раштавӑн 10-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫурт-йӗр черетӗнче тӑракансене республикӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере коммерцилле майпа тара параҫҫӗ. Ку йӗрке 2008-мӗш ҫулта пуҫланса кайрӗ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи ҫурт-йӗре тара камсене пани пирки те кунта каласа хӑвармалла-тӑр. Вӑл хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан ҫамрӑк специалистсене тивӗҫет. Инкеклӗ лару-тӑрура шар курнисене те параҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ фондра 1656 хваттер шутланать. Коммерцилле майпа тара панипе кӑҫал кӑна республика хыснине 28,5 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Пӗлтӗрхи раштавран Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере унта ҫулталӑкран ытларах пурӑнакансене туянма ирӗк пачӗҫ. Ӑна 10 ҫул таран пӗчӗккӗн кӗтмелле те сутаҫҫӗ. 70 хваттер сутса республика хыснине 23,1 миллион тенкӗ кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Юпан 29-мӗшӗнче Росреестрӑн республикӑри управленийӗ Шупашкарта пурӑнакансем тата тӗп хула хӑнисем валли консультаци кунӗ йӗркелет. Унта ҫитес текенсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш пӳлӗме йыхравлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, унта Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ. Йышӑнӑва пурлӑха эткерлӗхе илес, хваттер, гараж е ҫӗр лаптӑкӗ туянас-сутас шухӑшлисем кайма юрать. Ку енпе мӗнпур ыйтӑва ҫавӑн чух специалистсем самантрах уҫӑмлатӗҫ. Ҫынсене Росреестрӑн управленийӗн, Росреестрӑн кадастр палатин республикӑри филиалӗн специалисчӗсем кӑна мар, республикӑн Нотариус палатин нотариусӗ, республикӑн Ваккат палатин ваккачӗ, Федерацин налук службин ӗҫченӗ те йышӑнӗ. Консультаци кирлисене 15 сехетрен тытӑнса 18 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-62-10. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Калӑн, ним тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах кнута сӑмах нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр пирки пырать. Вӗсенче пурӑнакан харпӑрлӑх хуҫисен хӑйсен ҫурчӗсенче малашне тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлеме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи раштав уйӑхӗнчен вӑя кӗрет. Харпӑрлӑх хуҫисен кашни уйӑхра Чӑваш Республикинче ҫирӗплетнӗ тарифпа килӗшӳллӗн тӳлеме тивӗ. Кама мӗн чухлӗ лекесси ҫурт-йӗр калӑпӑшӗнчен килет. 1 тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус тӳлеттерӗҫ. Республикӑра пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ хӑйсен пӗрлехи пухӑвӗсенче тӗллевлӗ укҫа-тенке регионти оператор урлӑ пуҫтарма килӗшсе татӑлнӑ. Ку чухне укҫа-тенкӗ пӗр «хурана» пухӑнса пымалла. Пухӑнса пыракан укҫа-тенкӗпе регионти пӗтӗм ҫурта черете пӑхӑнса юсама тивӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Тӑлӑхсем валли хӑпартакан Йӗпреҫри ҫурт Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнӑ ачасене патшалӑхӑн ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине федераци саккунӗнче пӑхса хӑварнӑ. Чӗрӗ-сывӑ ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинче ачасем хӑр тӑлӑх ӳснине йышӑнма питех те йывӑр. Анчах, мӗн тӑвӑн, куккук-амӑшӗсемпе ашшӗсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ-ҫке... Йӗпреҫре те тӑлӑхсем пур. Вӗсем валли хваттер тума тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн ҫурринче район администрацийӗ конкурс ирттернӗ хыҫҫӑн пӗр строительство организацийӗпе килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 15 хваттерлӗ нумай хваттерлӗ ҫурта тума 6 миллион тенкӗ ытла тухса каять. Вӑл ҫурт Мир урамӗнче пулӗ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Вырӑнтисем ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пулса пынине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ пӗрремӗш хута туса пӗтерессипе ӗҫлеҫҫӗ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Элӗк район прокуратури унти пӗр ҫемьене ишӗлекен ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар. Тепӗр тесен, ытарлӑн ун пек калани те йӑнӑш мар-тӑр. Район прокуратурине пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ҫул ҫитмен ывӑлӗпе ишӗлекен ҫуртра пурӑнни пирки ҫӑхавланӑ. Вӗсен ҫурчӗ 87 процент таран япӑхнӑ иккен. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫакна курмӑш пулнӑ, муниципалитет ҫуртӗнче пурӑнакан ҫемьене пулӑшма васкаман. Халь-халь йӑтӑнса анасла ҫуртра пурӑнма ҫуккине кура хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫнӑ, ӳркенмесӗрех прокуратурӑна шалӑп шӑрҫаланӑ. Хӗрарӑма хӳтӗлесе Элӗк район прокуратури асӑннӑ ҫемьене хӑтлӑ ҫуртпа черетсӗр тивӗҫтерме ыйтса район администрацине хирӗҫ тавҫӑпа суда ҫитнӗ. Судра прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ. Кун пек йышӑнупа килӗшмесӗр элӗкри тӳресем аппеляци ҫӑхавӗ те ҫырса пӑхнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ. Халӗ вырӑнти тӳре-шаран хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтермех тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Комуналлӑ тӳлев хакӗ чуна ыраттарать Чӳк уйӑхӗнче Шупашкарта коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ самай ӳсет. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ иккен. Хакланнин сӑлтавӗ — квитанцире хваттерсене ӑшӑтнишӗн йӗрке хутшӑнни. Ӑшӑшӑн малашне мӗн чухлӗ усӑ курни тӑрӑх, пӗтӗм ҫуртри счетчик тӑрӑх, тӳлеттерме тытӑнӗҫ. Ҫавӑнпа та хӗлле ытларах тӳлӗпӗр, ҫулла — сахалтарах. Маларах асӑннӑ управленире шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, ӑшӑтмалли тапхӑрта коммуналлӑ тӳлев 1,2 хутран тытӑнса 3 хутчен хӑпарма пултарать. Ӑшӑ мӗн чухлӗ тӑкакланине шутлакан счетчик лартман ҫуртсенче хак уйрӑмах хӑпарма пултарать имӗш. Шупашкарта ун пеккисем 2495 ҫуртран — 247. Шутлавҫӑ лартма май ҫук ҫуртсем те ҫав шутра пур. Коммуналлӑ тӳлев тӑкакӗ ытла пысӑк пек туйӑнсан (унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 25 процент хаклӑрах-тӑк) ҫулталӑклӑх хушши пӗчӗкшерӗн тӳлеме ирӗк пур. Ҫемье тупӑшӗнчен 22 процентӗнчен ытларахӑшӗ коммуналӑ тӳлевпе тухса кайсан субсиди ыйтма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче 34 хваттерлӗ ҫурт тума маларахах тытӑннӑ-ха. Халӗ ку ӗҫ вӗҫленсе пырать темелле. Нумай хваттерлӗ ҫурт асӑннӑ поселокри Кооператив урамӗнче вырнаҫнӑ. Ҫурт номерӗ — ҫирӗм улттӑ. Ку ҫурта хӑпартасси епле шайра пынине сӳтсе явма ӗнер район администрацийӗнче планеркӑна пухӑннӑ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — ҫурт тӑвӑм тата общество инфраструктурин аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Владислав Пименов ертсе пынӑ. Планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫсем планпа пыраҫҫӗ. Халӗ газ котельнӑйне, сантехника вырнаҫтармалла, шалта илемлетессипе тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Саланчӑкри пуху Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть те, малашне нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре юсама тесе хваттер хуҫисем укҫа пухма тытӑнӗҫ. Вӑл тупрана ӑҫта хурса пырассине харпӑрлӑхҫӑсене пухусенче татса пама ирӗк параҫҫӗ. Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑкра пуху иртнӗ. Унти нумай хваттерлӗ ҫуртра (вӑл — Николаев урамӗнчи 8-мӗш ҫурт) пурӑнакансем пуҫтарӑнса калаҫнӑ. Халӑхпа тӗл пулма вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Егорова тата район администрацийӗн строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн специалист-эксперчӗ Алина Маскина пырса ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ йӗркепе паллаштарнӑ, пухӑннисен ыйтӑвне хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |