Ҫурт-йӗр
Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫлани, ӑна аварриллисен йышне кӗртсе ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартни пирки пӗрре мар хыпарланӑччӗ. Ҫак ҫурт пирки каллех калаҫнӑ. Ҫынсене хальхинче тата мӗн пӑшӑрхантарать? Унта пурӑнма куҫакансене ҫурт ҫывӑхӗнчи территорие мӗнле хӑтлӑлатни канӑҫсӑрлантарать-мӗн. Унта парковка валли вырӑн пулӗ-и? «ГУКС» АО директорӗ Юрий Агеев каланӑ тӑрӑх, проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнпур требованипе килӗшсе тӑрать. Ҫав шутра ун ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатас ыйтӑва тата ыттине шута илнӗ. Ку ҫурта ҫитес ҫулхи 3-мӗш кварталта туса пӗтерме палӑртнӑ. Унта 153 хваттер пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Канаш районӗнче кӗҫех нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗ. Районта икӗ ҫулта 7 ҫӗмье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкинче савӑннӑ ӗнтӗ. Нумай ачаллӑ Татьяна Николаева ҫӗнӗ ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ. Ку ҫурта ҫу уйӑхӗнчех хӑпартма тытӑннӑ. Пӳртре йӑлтах пур: канализаци, газ, шыв. Ҫӑл та картишрех. Ҫурта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑшӑтма тытӑнӗҫ. Ун чухне Николаевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тума пултарӗҫ. Хальлӗхе ҫемье хунямӑшӗ патӗнче пурӑнать. Ҫемьере тӑхӑр ҫын: упӑшкипе иккӗшӗн пилӗк ача, хунямӑшӗн тата мӑнук пур. Пысӑках мар ҫуртра, паллах, хӗсӗкрех. Ҫурт ҫумӗнче пахча та пур. Ҫурта ял хӗрринче мар, варринче хӑпартни те савӑнтарать ҫемьене. Унччен унта ватӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл вилсен вырӑнти влаҫ ун вырӑнӗнче ҫӗннине хӑпартнӑ. Вӑрӑмпуҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьене пӗрремӗш хут ҫурт туса панӑ тӗслӗх ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Экспертсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, куҫман пурлӑх хальхи пек тахҫанах йӳнӗ пулман. Чӑвашстат хваттерсемпе пӳлӗмсен вӑтам хакне шутласа кӑларнӑ. Кӑтартусем – 2016 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталтисем. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртри пӗр тӑваткал метрӗ 38321 тенкӗ тӑрать. Иккӗмеш рынокра вара пӗр тӑваткал метра 39784 тенкӗпе илме пулать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫуртри вӑтам пахалӑхлӑ хваттерте пӗр тӑваткал метршӑн 35159 тенкӗ кӑларса хумалла. Лайӑх пахалӑхлинче вара – 41884 тенкӗ. Элита ҫуртсенче вара пӗр тӑваткал метр хаклӑрах: 45882 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Пӳлӗм пулсан та – хӑвӑн «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал Раҫҫейри ҫурт-йӗр хакне тишкернӗ. Хальхинче вӑл пӳлӗм сутса илме мӗн хака ларнипе кӑсӑкланнӑ. Шупашкара илсен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пӳлӗмсен хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен чакса пынӑ. Пӳлӗмӗн вӑтам хакӗ 679 пин те 559 тенкӗпе танлашнӑ. Пӳлӗмсем уйрӑмах йӳнелнӗ хула — Смоленск. Унта хак тӑхӑр уйӑхра 13,7 процент чакса 743 пине ҫитнӗ. Новосибирскра 12,2 процент йӳнелнӗ, Хабаровскра — 8,9%, Кисанта (Рязаньте) – 8,7%. Ҫапах та хаксем хӑпарнӑ хуласем те пур. Кунта — Воронеж (+7,8%), Сочи (+7,3%), Сургут (+6,9%), Чуллӑ Ҫыр (+6,8%) тата Ӗпхӳ (+6,4%). Мускаври пӳлӗме вӑтамран 3,1 миллионпа туянма пулать. Унта хак пӗр процента яхӑн кӑна чакнӑ. Сочинче те пӳлем хакӗ Мускаври пекех — 3 миллион тенкӗ. Питӗрти коммуналлӑ пӳлӗмшӗн вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкарти Париж Коммунин 16-мӗш «а» ҫуртӗнче пурӑнакансем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. 20 ҫул… Ҫынсем ҫурта авариллисен йышне кӗртес ыйтупа 20 ҫул чупнӑ. Ку ыйтӑва вӗсем 1996 ҫултах ҫӗкленӗ. Ун чухне стенапа мачча ҫурӑлма тытӑннӑ. Паян вара ҫурт ишӗлмех тытӑннӑ: штукатурка тӑкӑнать, урай ҫӗрнӗ, картлашка чалӑшнӑ… Тӗлӗнмелле те, ҫак лару-тӑрӑва курса тӑрса чиновниксем ӑна пурӑнма юрӑхсӑррисен списокне кӗртме мар, тӗплӗн юсама йышӑннӑ. Ку йӑнӑша Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫурта ишсе антарса ун вырӑнне ҫӗннине ҫӗклесен укҫа сахалрах тӑкакланать. Халӗ ку ҫурта пурӑнма юрӑхсӑррисен йышне кӗртнӗ. Ӑна 2005 ҫултах ишсе антармалла пулнӑ. Ун чухне ку ӗҫе 2009 ҫула куҫарнӑ. Ун чухне те ишсе антарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
63-мӑш маршрут ҫак ҫулпа ҫӳрӗ Шупашкарти 63-мӗш маршрута тунтикунтан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ таран ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Лапсар, Канаш шоссипе хутлама тытӑнӗ. Капла йышӑнӑва авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссире йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне тепӗр ҫӗнӗлӗх те пур. «АККОНД» акционерсен обществинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ таран 138-мӗш номерлӗ автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Ку рейспа икӗ автобус ҫӳреттерме тытӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗ резерв вырӑнӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑн Транспорт министерстви ку маршрутпа турттарма килӗшекене шырать. Автобуссем Шупашкартан 22 сехет те 30 минутра тата 22 сехет те 40 минутра хускалмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ҫуртсене тата социаллӑ учрежденисене кӑҫал ӑшша маларах панӑшӑн правительствӑн ӗнерхи ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепере тав тунӑ. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавна пула гриппа чирлекенсен тата респираторлӑ вирус инфекцийӗсемпе асапланакансен йышӗ чакнӑ. Михаил Игнатьев вара нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑмшар ӑшӑтмалли тытӑм ҫине куҫассипе малалла та ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. Кунта тӳрех икӗ лайӑх ене палӑртмалла: пӗрремӗшӗнчен, хӑҫан кирлӗ, ҫавӑн чухне хваттере ӑшӑтма май пур; иккӗмӗшӗнчен, кам вӑхӑтра тӳлемест, ҫавсене ӑшӑ парассине уйрӑммӑн чарса лартма пулать. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑммӑн ӑшӑтмалли тытӑм ҫине кӗске вӑхӑтра самай куҫарнисенчен ырӑ тӗслӗх евӗр Михаил Игнатьев тӑвайсене асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Тӗплӗ юсав тытӑмӗнче коррупци ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Ку ыйтӑвӑн хуравне Правительство ҫуртӗнче шыранӑ. Программа хута кайнӑранпа республикӑра 294 ҫурта тӗпрен юсанӑ. Чылай ӗҫе Республикӑри тӗплӗ юсав фончӗ йӗркелесе пырать. Пухнӑ укҫана вӑл икӗ енпе пайлать: пӗчӗк пайне хӑйӗн валли хӑварать, ыттине юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн ярать. ЧР Строительство министерстви тата тӗрӗслев органӗсем фонд тата подрядчиксем мӗнле ӗҫленине темиҫе хутчен те пӑхса тухнӑ. Коррупци «шӑршине» туйман вӗсем. Юсав ӗҫӗн пахалӑхӗ ҫеҫ кӑштах сисчӗвлентернӗ. Малашне тӳрӗ мар чунлӑ компанисене юсав ӗҫӗ тумашкӑн саккас илме йывӑртарах пулӗ. Подрядчиксене ҫӗнӗ схемӑпа шырӗҫ. Вӑл электрон лапамра иртӗ. Ку — ҫӗнӗлӗх. Чи малтанах РФ правительстви тӳрӗ чунлӑ подрядчиксен реестрне хатӗрлӗ. Унтан компанисен хушшинче аукционсем иртӗҫ. Ҫӗнӗ схемӑпа юпа уйӑхӗн варринче усӑ курма тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗнче «Ипотека с господдержкой» (чӑв. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе паракан ипотека) программа пурнӑҫа кӗрет. Унпа килӗшӳллӗн илекен ипотека кредичӗпе ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнче те хваттер туянма пулать. Хваттер валли кивҫен илекен хӑйӗн пурнӑҫне тата ипотекӑпа туяннӑ хваттере страхласан ҫулталӑкри процент ставки 11,3 процентпа танлашать. Чӑваш Енпе ытти регионта хваттер туянас текенсене кредита 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Мускавра, Питӗрте, Мускав тата Ленинград облаҫӗсенче хваттерлӗ пулас шухӑшлисене 8 миллион тенкӗ таранах уйӑраҫҫӗ. Асӑннӑ программӑпа банкран ипотека илес тесен хваттер хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кредита 30 ҫул таран тӳлесе пыма юрать. |
Ҫурт-йӗр
Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗ юсамашкӑн тесе пухакан укҫана банксенчи ятарлӑ депозит ҫинче пухмалла тӑвасшӑн. Ун пек вклада уҫма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче май туса панӑ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кредит организацийӗсем ку тӗлӗшпе ҫине тӑраҫҫӗ. Перекет банкӗнче, акӑ, депозит счетне хальех уҫма пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра ытти банк та ун пеккине йӗркелӗ. Ятарлӑ депозит уҫма банксен устав капиталӗ 20 миллиард тенкӗ пулмалла — ҫакна РФ Ҫурт-йӗр кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. РФ Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек укҫаллӑ кредит учрежденийӗсем паян пирӗн ҫӗршывра 53-ӗн. Аса илтеретпӗр, ҫурт-йӗре юсама тесе пухакан укҫапа чылай чухне паян-ыранах усӑ кураймӑн: юсав черечӗ 5, 10, 15 тата ытларах ҫултан кӑна ҫитет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |