Ҫурт-йӗр
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ. Маларах эпир Чӑваш Ен капюсав енӗпе малта пыракан 20 регионсен йышне кӗнӗ тенӗччӗ. Капиталлӑ юсав фончӗн тӗп бухгалтерӗ Светлана Парамонова пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав валли 571,3 млн тенкӗ укҫа пухнӑ, ку вӑл шутласа панин 65% пулать. Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулӑн ҫурринче капюсавшӑн халӑхӑн 55 проценчӗ тӳленине, ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне ун пеккисен йышӗ 98 процента ҫитнине асӑнса хӑварнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем юсав ӗҫӗсене халӗ те кӗтсе илеймен. 30 ҫул ӗнтӗ ку ыйту вӗсене пӑшӑрхантарть. Ҫурт питӗ япӑх лару-тӑрура. Анчах коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа-тенкӗ самаях тӳлеме тивет-мӗн. Уйӑхсерен 6 пин тенкӗ патнелле килет. Сӑмах Рихард Зорге урамӗнчи 21/1-мӗш ҫурт пирки. Кунта кашни ҫуркуннех тӑрӑран шыв анать. Хӑшӗ-пӗри маччана кун хыҫҫӑн шуратас мар тесе хуратнӑ. Ҫынсене урайӗнче кӳлленчӗк пухӑнни те, хӗлле хваттерте 15 градусран ӑшӑрах мар пулни те, вӗри шыв ӑшӑ кӑна юхни те пӑшӑрхантарать. Вӗри шыв тухтӑр тесен ӑна ҫур кун юхтармалла иккен. Бойлер илнӗ-ха, анчах пысӑк ҫурт валли вӑл пӗчӗк. Ҫурта туса лартнӑранпа пӗрре те юсаман. Ҫынсен ку ҫуркуннене чӑтма тивет. Ун хыҫҫӑн улшӑнусем пуласса шантараҫҫӗ. Анчах котельнӑйне хӑйсен укҫипе юсама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкарта «Автобус» вунӑкунлӑх ирттереҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12–21-мӗшӗсенче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттереҫҫӗ. Вӗсем автобуссемпе маршруткӑсем ҫул-йӗр правилине пӑснине тӗрӗслӗҫ. Инспекторсем автобуса нумай ҫын лартакансене, «Д» категорие илмесӗр руль умне ларнӑ водительсене, тахограф ҫуккисене тӗрӗслӗҫ. Автобус хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине пӑхӗҫ. Авари чухне тухмалли саппас алӑк пур-и? Лармалли ытлашши вырӑн ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслӗҫ вӗсем. Чи малтанах инспекторсем аварие лекнӗ, правилӑсене пӑснӑ автобуссен предприятийӗсене, усламҫӑсене тӗрӗслӗҫ. Шкул автобусӗсене те лайӑх сӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ҫурт-йӗр
Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансене капиталлӑ юсавшӑн тӳлеттерес пирки ҫӗршыв шайӗнче кӑларнӑ йышӑнӑва ҫынсем хавасланса йышӑнманни каламасӑрах паллӑ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ.
Тепӗр вунӑ-ҫирӗм ҫултан юсама пултӑр тесе паян укҫа пухнине ҫынсем ниепле те йышӑнасшӑн маррине ӑнланма пулать. Вилме выртнӑ карчӑк вилеймен текен каларӑш пур та, анчах тепӗр ҫирӗм ҫултан такам таҫта пулать. Пурнӑҫа пӗлмелле мар та, те вилсе выртӑпӑр вӑл вӑхӑта, те чӗрӗ пулӑпӑр тесе ултӑ-ҫичӗ теҫеткере пыракан ватӑсем кӑна мар, хӗрӗх ҫула ҫитейменнисем те аптӑраҫҫӗ. Тата паян пӗр ҫуртра пурӑннишӗн тӳле, ыран, Турӑ пулӑшсан тата хамӑр тӑрӑшсан кивӗ хваттере сутса ҫӗнӗ ҫӗрте туянсан унччен тӗплӗ юсама тесе уйӑхсерен кӗсьене ҫӳхетни такамшӑн парне пулӗ-ши вара? Ара, хамӑр паян пурӑнакан ҫурта ӳлӗмрен юсама тесе пире халех укҫа пухтарттараҫҫӗ пулсан унчченхи вырӑнтан эпир тухса кайсан кӗмӗлӗмӗр кам хӑямачӗ валли пулать тет вара? Ҫапла, капюсав темипе ӑнланмалла мар самантсем тем тесен те мӑй таран. |
Ҫурт-йӗр
Шупашкарти Гузовский урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан сусӑра лавкка канӑҫсӑрлантарать. А.В. Долганов ятлӑ сусӑр республикӑн тӗп хулинчи маларах асӑннӑ урамри 4-мӗш ҫуртри 2-мӗш хваттерте пурӑнать. Хваттерӗ хайхин пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. Сусӑр килӗпе юнашарах «Seven» лавкка суту-илӳ туса пурӑнать. Лавккан компрессорӗнчен конденсат пухӑнать-мӗн, ҫавӑ сусӑр хваттерне чӳречерен лексе хваттере нӳретет. Кун пирки лавккапа та ҫыхӑнса пӑхни усси пулман, ҫурта тытса тӑракан управляющи компанире телефон ӗҫлемест иккен. Аптӑранипе сусӑршӑн хӳтлӗх шыраса А.В. Корнилов ятлӑ ҫын «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портала ҫырса янӑ. Унта автор кӑлтӑка пӗтерме пулӑшма тата айӑплисене хваттерте юсав ирттерттерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ҫурт-йӗр
Антон Батракова Америкӑри ҫемье усрава илнӗ. Анчах арҫын ача темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене, тӑван тӑрӑха, тарса килчӗ. Ҫак кунсенче вӑл «Прямой эфир» кӑларӑма хутшӑннӑ. Унта ӑна Мускавра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер парнеленине кӑтартнӑ. Паллах, тӑлӑх хваттерлӗ пулни лайӑх. Куншӑн савӑнмалла ҫеҫ. Антон студие юлашкинчен тухнӑ. Вӑл Америкӑра мӗн чӑтса ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Андрей Разин Антон шӑпипе тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл ӑна студирех хваттер парнеленӗ. Ку ырӑ хыпара илтсен Красноармейски районӗнчи тӑлӑх аса килчӗ. Алина ятлӑскере хваттер халӗ те паман. Малтанах черетре пулнӑ-ха вӑл. Ӑна ҫӗтӗк-ҫатӑк хваттер панӑ. Шалта — хӑрушӑ. Алина каланӑ тӑрӑх, панӑ чухне вӑхӑтлӑх тесе шантарнӑ. Анчах шантарнӑ та… черетрен кӑларса пенӗ. Халӗ тӳре-шаран пӗр хурав: «Сана хваттер панӑ». Алина кунпа килӗшмест, суд тӑрӑх ҫӳреме тивет халь тӑлӑхӑн. Пӗрре ӗҫтешӗм ку ыйтупа вырӑнти тӳре-шарапа калаҫрӗ. Алинӑн шӑпи кулянтарать те ӑна Тракри тӳре-шарапа телефонпа ҫыхӑнчӗ. Пӗри, ҫемҫе пукан йышӑнаканскер, ҫапла хуравланӑ: «Алина тӑлӑх мар. |
Ҫурт-йӗр
Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансен нуши-терчӗ тепӗр икӗ ҫултан вӗҫленмелле. Ҫитес ҫул вӗсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарса пӗтересшӗн. Ҫакӑн пек ҫутӑ ӗмӗтпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче, ун пирки эпир маларах пӗлтертӗмӗр, палӑртса хӑварнӑ. Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансене хӑтлӑ ҫурт-йӗре куҫарма 5 миллиард тенке уйӑрмалла. Ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ырӑ хыпар 847 ҫуртри 13 пин те 100 ҫынна савӑнӑҫ кӳмелле — паян шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗн кивӗ ҫурт-йӗрте кун кунлать те ҫӗр ҫӗрлет. Хваттер ыйтӑвӗ пирки каланӑ май Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ытти ҫавӑн йышши категорие ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме кӑҫал хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗ. Ку тупра 4 пин те 700 ҫемьен пурнӑҫ условине лайӑхлатма ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Уйрӑм ҫынсене ҫурт-йӗре приватизацилес вӑхӑта миҫе хутчен тӑсса пирӗнтен чылайӑшӗ астумасть те пулӗ. Хӑйсем хӑпартса лартнӑ е укҫа парса туяннӑ пӳрт е хваттере ку саккун пырса тивмест-ха. Муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи хваттерте социаллӑ найм килӗшӗвӗпе пурӑнакансене хуҫа пулса тӑма параҫҫӗ. Хваттере приватизацилеме ирӗк паракан вӑхӑт хальхинче кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах саккунра палӑртнӑ вӑхӑта кӑҫал тата тӑсса парасшӑн иккен. Тата тепӗр ҫулталӑклӑха теҫҫӗ. Приватизаци вӑхӑтне ҫулталӑклӑха тӑсма ирӗк паракан саккун проектне хатӗрлеме РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Сергей Неверов шантарнӑ. Проекта РФ правительстви куҫӑнсӑр майпа халех ырланӑ. Ҫакна ҫынсем хӑйсен хваттерӗсемпе пӳлӗмӗсене приватизаилесе ӗлкӗрейменнишӗн пӑшӑрханнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑн. Тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ. Кӑҫалхи тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра ӑшӑ энергине, вӗри тата сивӗ шыва, ҫутта шутлакан счетчиксем вырнаҫтарасшӑн. Тӗпле юсав программипе кунсӑр пуҫне хӑтлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫ та ирттерме палӑртнӑ-мӗн. Тӳре-шаран типӗ чӗлхи ҫине куҫсан тата Тӗплӗ юсав фончӗн сайтӗнче илсе кӑтартнӑ пек каласан, 42607 ҫыннӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Пилӗк е ытларах ача ӳстерекенсене патшалӑх ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернине нумайӑшӗ пӗлет-тӗр. Черечӗ ытла хӑвӑрт шумасть пулин те ача ҫуратма ӳркенменнисене хысна шучӗпе пӳртлӗ е хваттерлӗ тӑваҫҫӗ-тӑваҫҫех. Ҫак тӗллевпе Вӑрнар районне кӑна, сӑмахран, пӗлтӗр республикӑран 6 миллион та 489,5 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Укҫана район виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума уйӑрнӑ. Сӑкӑтри Андрейпа Любовь Ивановсене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине Ҫӗнӗ ҫул умӗн, раштав уйӑхӗнче панӑ. Пилӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗ вырӑнти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхри сӗтпе ҫу ферминче ӗҫлеҫҫӗ. Аслӑ хӗрӗсем Шупашкарта медицина тата педагогика колледжӗсенче вӗренеҫҫӗ. Кӗҫен ачисем шкулта вӗренеҫҫӗ. Унччен ҫемье кил хуҫин ашше-амӑшӗн кивӗ пӳртӗнче пурӑннӑ. Вӑрнарти Светлана Николаева пилӗк ачине пӗччен ӳстерет. Ӑна валли район центрӗнчи Лесхоз урамӗнче пӳрт лартса панӑ. Чӑрӑшкас Мӑратри Светлана Кондратьева та пилӗк ачине пӗччен ӳстерет. Кондратьевсем валли ҫав ялтах пӳрт туянса панӑ. Кӑҫал Вӑрнар районӗнче тата тепӗр икӗ ҫемьене пӳртлӗ тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |