Ҫурт-йӗр
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗнӗ ҫурт Ҫак вӑхӑтра «Лидерстрой» ТМЯП Сӗнтӗрвӑрринче икӗ нумай хваттерлӗ ҫурта хӑпартать. Пӗрин 3-мӗш хутне хӑпартса ҫитернипе пӗрех, теперинне никӗс валли шӑтӑк алтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыв пӑрӑхӗсене тата ытти инженери тетелӗсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫуртсем Ломоносов урамӗ, 8 адреспа вырнаҫнӑ. Ку ҫуртсене хулари юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенче пурӑнакан халӑха куҫармалла. Ҫавӑн пекех унта тӑрӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем ӑшӑ йӑва тупмалла. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Харпӑр хӑйӗн хӑтлӑ хваттерӗнче кам пурӑнма ӗмӗтленмест-ши? Енчен те вӑл район центрӗнче пулсан пушшех те. Ӗнер, Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи Ленин урамӗнче ултӑ хваттерлӗ ҫурт уҫӑлчӗ. Ӑна «КСО Красночетайская» ТМЯП строителӗсем районти ултӑ тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ачасем валли ҫӗкленӗ. Ҫурта уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӑлӑх ачасем тата вӗсен тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫак кун ҫӗнӗ хваттере куҫакансем ячӗпе саламлӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ кӑна мар, хваттер уҫҫисӗр пуҫне ачасем парнесене те тивӗҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ыран Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче ҫурт-йӗрпе строительство кооперативӗн пайташӗсен пикечӗ иртмелле. Вӗсем «Байконур» текен микрорайонти пурӑнмалли ҫурта кӗрейменнишӗн пухӑнӗҫ. Ҫынсене ҫурта пурӑнма кӗме хула администрацийӗ ӑна тӑвакан организаципе судлашни кансӗрлет иккен. Пикета 50 ҫын ытла тухмалла. Вӑл 17 сехет те 30 минутран пуҫласа 19 сехетчен пымалла. «Байконур» микрорайона тума 2004 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ирӗк илнӗ иккен. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӑвакан компани Арбитраж судӗнче ҫурта хута яма ирӗк пуррине ҫирӗплетсе панӑ. Хула администрацийӗ вара унта ҫурт тума ирӗк пулман тесе туса лартнӑ ҫурта пӑстарасшӑн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӳкеҫре тума пуҫланӑ ача пахчи Муркашпа Кӳкеҫре ача пахчисем тӑвассине Чӑваш Енӗн парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫапла тума вӗсенчи лару-тӑру хистенӗ. «Теле- тата фотокамерӑсемпе ӳкерсех Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклеме пуҫланӑ», — тесе пӗлтерет «Советская Чувашия» хаҫат. Ку вӑл 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Объекта 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӑна паян та хута яман. Уншӑн строительство организацине ӳпкелеҫҫӗ. Паяна ӗҫӗн 85 процентне кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Юрий Попов спикер Шупашкар раойн администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова часрах аукцион ирттерсе ҫӗнӗ строителе палӑртма, ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтерме хушнӑ. Муркашра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче лицея юсаса ҫӗнетсе 60 вырӑнлӑх ача пахчи тума пуҫланӑ. Ӗҫне ҫав ҫулах вӗҫлеме пулнӑ. Анчах ӑна халӗ те хута яман. Подрядчик кӑҫал стройкӑна пырса та курӑнмасть-мӗн. Халӗ муниципалитет килӗшӗвне суд урлӑ татассипе ӗҫ пырать иккен, мӗншӗн тесен генподрядчик юсава вӗҫлеме килӗшмен имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр 2,5 процент хакланнӑ. Унӑн пӗр тӑваткал метрӗшӗн вӑтамран 42 656 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Унчченхи кварталта вӑл 2,5 процент йӳнӗрех тӑнӑ. 2013 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталпа танлаштарсан хак 4,9 процент хӑпарнӑ. Вӑтам пахалӑхлӑ шутланкан хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ 35 570 тенкӗ тӑнӑ, лайӑхлатнӑ пахалӑхлин — 45 680 тенкӗ, элитӑллин — 47 513 тенкӗ. Иккӗмӗшле пасарти (кунта ҫӗнӗ мар ҫурт-йӗр кӗрет) хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 41 874 тенкӗ тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кун пек ҫуртра такамӑн та пурӑнас килӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче ҫынсем ӑҫта пурӑнма кӑмӑлланипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн сайтне кӗрекенсене «Сирӗн уйрӑм ҫуртра е нумай хваттерлинче пурӑнас килет-и?» ыйтӑва хуравлама ыйтнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 74 проценчӗ уйрӑм ҫуртра пурӑнасшӑн. Анчах ахаль-махальлинче мар. Ҫуртра ҫутӑ, шыв пултӑр, канализаци тата коммуналлӑ ытти услови те кирлӗ. Уйрӑм ҫуртра тӗпленес текенсенчен кун пек шухӑш патне 10 проценчӗ экологи тӗлӗшӗнчен таса вырӑнта пурӑнас килнипе пырса тухнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 12 проценчӗ хваттерте пурӑнасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсене ял пурнӑҫӗ илӗртмест. Хваттерех чун туртнине 3 проценчӗ ҫурта тытса тӑрас тата юсас енӗпе нумай тӑрӑшмалла маррипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫурт-йӗр тӑвассипе пирӗн ҫӗршывра патшалӑхӑн ҫӗнӗ программи хута каять. Ӑна Раҫҫейӗн 45 регионӗнче пурнӑҫа кӗртмелле, ҫав йыша Чӑваш Ен те лекнӗ. Чӑваш Енӗн Ҫурттӑвӑмминӗ хыпарланӑ тӑрӑх, программӑпа килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 210 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартмалла. Хатӗр хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн сутлӑх хакӗ 30 пин тенкӗрен иртмелле мар. Ҫурт-йӗр тӑвакан организацисене конкурс урлӑ палӑртӗҫ. Йӳнӗ хакпа хваттер сутса ҫука юласран (пӳрт купалакансем юрлӑ ҫынсем иккенне ӗненесех килмест те...) патшалӑх вӗсене укҫа уйӑрса пулӑшӗ. Пӗр тӑваткал метр пуҫне — 4 пин тенкӗ. Вӑл тупрана ҫурт-йӗре хӑпартнин хӑй хаклӑхне чакарас тӗллевпе уйӑрасшӑн. Ара, ҫутӑ кӗртме тӑратӑн-и, газ-и е шыв пӑрӑхӗ илсе килмелле-и — нихӑш ӗҫӗ те пысӑк тӑкаксӑр мар. Кунта чи илӗртекенни — сутлӑх хак. Эконом-класлӑ хваттерсене метр тӑваткал метршӑн 30 пин тенкӗрен ытларахпа сутмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кирпӗч хуракансен профессийӗн хисепне ӳстерес тесе (кун пирки республикӑн Стройминӗ хыпарлать) Чӑваш Енре «Чи лайӑх кирпӗч хуракан–2014» конкурс ирттернӗ. Ӑмӑртӑва ултӑ стройорганизацире тӑрӑшакансем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Тӳре пулса вара маларах асӑннӑ министерствӑра тата ҫурт тӑвӑм организацийӗсенче ӗҫлекенсем хакланӑ. Конкурс икшер ҫынран тӑракан звеносене палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна «СУ-20» предприяти йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — «Старко» фирма, виҫҫӗмӗшӗнче — «Центр» ҫурт тӑвӑм комбиначӗ. Ӑмӑртӑва хастар хутшӑннӑ тесе «СМУ-75» обществӑна хавхалантарнӑ, ҫӗнтерме ӑнтӑлнӑшӑн — «Центр» стройкомбината, пысӑк культурӑшӑн — «Тус» АХОна, ӗҫ пахалӑхӗшӗн — 3-мӗш стройтреста. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Строительство министрӗ Владимир Филиппов ҫурт-йӗр ыйтӑвӗпе канашлу ирттерет 2014–2017-мӗш ҫулсенче республикӑри регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юсама 4,7 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ялсенчен 98 проценчӗ патне асфальт сарнӑ е вак чулпа хытарнӑ ҫул пырать. Ҫапах та тумаллисем те пур. Кӑҫалхи пирки калас тӑк, программӑна Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсене кӗртнӗ. Строительство объекчӗсен шутӗнче — Вӑрмар районӗнчи «Ҫӳлти Кинчер–Вознесенкасси», асӑннӑ районти Пинер патне, Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Вутӑялта, Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑшра, Красноармейски районӗнчи Яманакри Ҫамрӑксен тата Ҫӗнӗ урамсене ҫул тӑвасси кӗнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ Яманакра кӗпер те туса парӗҫ. Кунсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле район территорийӗпе иртекен «Сӑр» республикӑри автоҫула, Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫул Соломинка юханшыв урлӑ иртнӗ ҫӗрте кӗпер юсамалла. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ шутне Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче «Шупашкар–Сурски» автоҫулӑн пӗрер пайне, Шупашкар районӗнче «Вятка» ҫултан «Атӑл» ҫул патне тухакан вырӑна, «Никольски–Етӗрне–Калинино» ҫулӑн Етӗрне районӗнчи пайне, Кӳкеҫ–Тутаркасси–Ҫӗнӗ Шупашкар ҫула ҫутатасси те кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Тӗрӗслев умӗнхи канашлу Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев пуҫланӑ. Хаклавҫӑсем нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли адреслӑ программӑсем регионсенче епле пурнӑҫланнине палӑртас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарасси епле пулса пынине те пӑхӗҫ. Вӗсен тепӗр тӗллевӗ — асӑннӑ фондран укҫа-тенкӗ уйӑрасси республикӑра епле шайрине палӑртасси. Асӑннӑ патшалӑх корпорацийӗн ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗччен тӗрӗслӗҫ. Тӗрӗслев пуҫланнӑ май ӗнер Чӑваш Енӗн Стройминӗн, Чӑваш Ен прокуратурин, Раҫҫейӗн Общество палатин, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсене пухса канашлу ирттернӗ. Фонд элчисем хӑй укҫа уйӑрнӑ муниципалитетсене те ҫитме палӑртать. Ҫав шутра Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |