Ҫурт-йӗр
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 2015 ҫулта сӳтнӗччӗ. Япӑхса ишӗлме пуҫланине кура ӑна ватма тивнӗччӗ. Ун вырӑнне халӗ ҫӗннине хӑпартаҫҫӗ. Ҫурта тӑвакан организаци ӗҫӗнче республикӑн надзор органӗсем нумаях пулмасть кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслеве Чӑваш Ен прокуратури Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Надзор органӗн представителӗсем подрядчик строительство материалӗн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑманнине асӑрханӑ. Хутсене ӗненсен, юлашки хутчен пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хакланӑ. Ҫав вӑхӑтрах стройматериала кашни кунах кӳрсе килеҫҫӗ. Пахалӑха тӗрӗслеме ӳркеннӗшӗн подряд организацийӗн тӗп инженерне асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарассине пӑхса тухнӑ. 2013–2017 ҫулсенче Чӑваш Республикинче 13,5 пин ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне йӗркелесе ҫитермелле. Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑха туйса ӗҫлемен строительство организацийӗсене пула хӑш-пӗр кӑлтӑк пур. Графикран юлса ӗҫлекен районсем хушшинче Йӗпреҫе, Сӗнтӗрвӑррине асӑннӑ. «Санар-Строй» компани нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта вӑхӑтра туса пӗтермен. Ҫӗмӗрле районӗнче те чӑрмав пур. Шупашкар хулинче те подрядчик хӑй ӗҫне туллин пурнӑҫламанни курӑнать. «Ҫынсен хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнмалла. Вӗсем вара паянхи кун та куҫаймаҫҫӗ. Енчен те ӗҫлеме пӗлместӗр пулсан, мӗн ма конкурссене хутшӑнса объектсене илетӗр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ патшалӑхӑн программисемпе кӑлтӑксем туса пыратӑр?», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӳлерех асӑннӑ организацисен ертӳҫисене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Пурӑнма кӗтес пулсан этем аптӑрамасть Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫурт-йӗрлӗ пулма приоритетлӑ проект пулӑшмалла. Республика Элтеперӗ ҫумӗнчи Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсемпе ӗҫлекен канашлӑвӑн ларӑвӗнче строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Владимир Максимов «Ипотека и арендное жилье» (чӑв. Ипотека тата аренда ҫурт-йӗрӗ) приоритетлӑ проектпа паллаштарнӑ. Министр ҫумӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, проект пурнӑҫланнӑ вӑхӑтра, 2020 ҫулхи раштавччен, ҫурт-йӗр условине 5 пине ҫемье лайӑхлатӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн йӳтӗмӗпе ипотека кредичӗ 3,3 пине яхӑн ҫемьене лекӗ. Михаил Игнатьев стратегилле ҫак документа кирлӗ пек йӗркелесе ҫитерме хушнӑ. Ку тӗллевпе хӑпартакан ҫурт-йӗре тунӑ чух хамӑр патра кӑларакан строительство материалӗпе усӑ курма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Чӑваш Ен ҫуртсене тӗплӗ юсасси мӗнле пынине РФ Строительство министерствине пӗлтернӗ. Анчах ӗҫе 19 процент пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ведомство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Чӑваш Ене суя кӑтартусем панӑ регионсен йышне кӗртнӗ. Унашкаллисен йышӗ — 14. Пирӗн республикӑра плана 19 процент тултарман-мӗн. Кунашкал регионсен йышне Брянск, Липецк, Тверь, Вологда, Ростов, Ӗренпур, Самар, Иркутск облаҫӗсем, Мари, Чечня республикисем, Байкал тӑрӑхӗ, Алтай крайӗ, Красноярск крайӗ кӗнӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр тӗплӗ юсав ӗҫӗсене ирттерес енӗпе Чӑваш Ен малти вырӑнта пулнӑ. Ҫак йыша Воронеж облаҫӗ тата Пушкӑрт Республики кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
"Про Город" тунӑ сӑн Патшалӑх ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерет. Ҫак кунсенче Шупашкарти темиҫе тӑлӑх хваттерлӗ пулӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта 49 тӑлӑха хваттер уйӑрса парӗҫ. Мускав районӗнче 17 тӑлӑх ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫӗ. Вӗсем хитре, ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма пуҫлӗҫ. Алексей те кӗҫех ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма пуҫлӗ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Амӑшӗ вилнӗ. Ашшӗне ашшӗн правинчен хӑтарнӑ. Алексее тата унӑн шӑллӗне тӑванӗсем ҫемьене илме килӗшмен, ҫавӑнпа вӗсем интернатра пурӑннӑ. Алексей халӗ аслӑ пӗлӳ илет. Вӑл хваттер уйӑрса пани пирки пӗлсен питӗ савӑннӑ, хӗпӗртенипе куҫҫульленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Ксения Волченкова сӑн ӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарнине, вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер панӑ. Анчах вӑл хваттер хӑйӗн балансӗ ҫинче тесе Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ суда тавӑҫпа тухнӑ. Малтанхи инстанцири суд йышӑннӑ тӑрӑх, ҫемьен хваттертен тухса каймаллаччӗ. Суд администрацие ҫемьене урӑх ҫӗре куҫарма ыйтнӑ. Анчах Людмила Соломонова юсав ирттерме укҫа хывнӑ тесе турткалашма тытӑннӑ. Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн хваттер ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухнӑ, сусӑр ача амӑшне кӑларса ямалла мар йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра унчченех пӗлтернӗччӗ. Экспертсем вӑл мӗншӗн йӑтӑнса аннине палӑртнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури хыпарлать. Аса илтерер: хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ ҫурт 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнче хыпар тухсан прокуратура ҫакна тӗрӗслеме шухашланӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ хутлӑ ҫурт никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне проектировани тата производство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне йӗркене пӑснине пула ишелнӗ. Ҫурта юсамашкӑн 2,8 миллион тенкӗ кирлӗ. Тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр самаях йӳнелнӗ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш тата иккӗмӗш рынокри хваттерсен хакӗсем чакнӑ. Пӗлтӗрхи виҫҫӗмӗш кварталпа танлаштарсан, пӗр тӑваткалшӑн хак 300 тенкӗ йӳнелнӗ. Пӗрремӗш рынокра пӗр тӑваткал вӑтамран 38021 тенкӗ тӑрать. Иккӗмӗш рынокра вара — 39051 тенкӗ. Ҫӗнӗ хваттерсен хакӗ 0,8 процент чакнӑ. Ыттисен вара 1,8 процент йӳнелнӗ. Халӗ тин хута янӑ ҫӗнӗ ҫуртра 37 тӑваткал метрлӑ хваттере вӑтамран 1 400 000 тенкӗпе илме пулать. Иккӗмӗш рынокри хваттер вара вӑтамран 1 500 000 тенкӗ тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пӑтӑрмахӗ кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вӑл «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине те вырнаҫтарнӑччӗ. Хула шыва икӗ ҫӗртен илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе. Хулари тӳре-шара паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 10 минутра юсав ӗҫне вӗҫленӗ, 5 сехет те 30 минутра хулана шыв пама тытӑннӑ. Резервуарсенче шыв ҫителӗклӗ пухӑнсан ҫынсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнмаллине каланӑ. Канаш хулинчи тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑнтӑрлахи 12 сехетре халӑха шыв панӑ, апла пулсан лару-тӑру йӗркеленсе каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Канаш хулин администрацийӗ авариллӗ ҫуртра пурӑнакансене япӑх пӳрте куҫарма хӑтланнӑ. Анчах ку тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарнӑ чухнехи йӗркене тӗрӗсленӗ чухне палӑрнӑ ку. Канаш хулин администрацийӗ «Строитель Плюс» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта кӑтартнӑ тӑрӑх, администраци хута каякан ҫуртра 54 хваттер илме килӗшнӗ. Анчах документра хваттерсенче газ, ӑшӑ, шыв пулмалли пирки пӗр сӑмах та каламан. Ҫавна май Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Пуҫлӑхӑн ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ. Ӑна явап та тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |