Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Яманкасси

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ Олег Миронов Шупашкарта пурӑнать. Анчах тӑван ялӗ пирки вӑл манмасть, уншӑн пӑшӑрханать.

Нумаях пулмасть Яманкассинче пӗвене тасатнӑ. Кун валли 313800 тенкӗ кирлӗ пулнӑ. 251 пин тенки – республика хыснинчен, 15700 тенки – вырӑнти хыснаран. 47 пин те 100 тенкине вара Олег хӑйӗн кӗсйинчен кӑларнӑ. Ку укҫапа подрядчике тытнӑ. Лешӗ пӗве тӗпне юшкӑнран тасатнӑ, ҫыран хӗррине йӗркене кӗртнӗ.

Халӗ Яманкассисен таса та хӑтлӑ пӗве пур.

 

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть шӑматкунлӑх ирттернӗ.

Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, 3-4 ҫул каялла Яманкасси ялӗнчи Ленин урамне вак чул сарнӑ. Унччен кӗрлӗ-ҫурлӑ пылчӑк пайтах тарӑхтарнӑ. «Йӗпе-сапара халь атӑ-пушмака вараламасӑр ҫӳреме пулать, машина таврашӗ те ним ҫӑрӑлмасӑр кӗрсе тухать», — тесе ҫырнӑ Сиккасси ял администрацийӗн сайтӗнче.

Ӳреткасра пурӑнакансене те ырланӑ. Вӗсен кил-ҫурчӗ умӗнче ӑпӑр-тапӑр сапаланса выртмасть. Пушӑ ларакан ҫуртсен умӗсенчи курӑка та ҫулса тӑраҫҫӗ.

Шӑматкунлӑх ирттерсе урамри «ҫурӑлнӑ» путӑксене Ӳрет юхан шыв хӗрринчен вак чул турттарса сапласа тухнӑ. Емельяновсем, Валерий, Юрий, Эдуард, Алексей Зайцев, Юрий Степанов, Алексей Кузьмин мотоблоксемпе турттарнӑ, Сергей Андреев чула сарса якатса пынӑ. Татьяна Кузьмина, Нина Емельянова, Венера Тихомирова, Галина Полякова, Лидия Васильева, Дмитрий Тимофеев чула мотоблоксем ҫине тиесе тӑнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ялсене атлантармалла тесе ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Документра ял халӑхӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама муниципалитетран укҫа параҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Конкурса 284 ял тӑрӑхӗнчен 84-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен 47-шне ҫеҫ суйланӑ.

Канаш районӗнчи Яманкасси клубӗн тӑррине кӑҫал улӑштарнӑ. Ҫурт кивӗ, 1969 ҫулта хӑпартниех. Республика программипе килӗшӳллӗн, ӑна юсама республика тата вырӑнти муниципалитет укҫа уйӑрнӑ. Халӑх та нухрат пуҫтарнӑ. Клубра чӳречесене улӑштарма, тул енчен илем кӳме палӑртнӑ. Ҫавна май яманкассисем каллех программӑна хутшӑнасшӑн.

Сӑмах май, халӑх пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама Чӑваш Ен хыснинчен 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне муниципалитет укҫипе усӑ курнӑ, ҫынсем, усламҫӑсем те ку ӗҫе хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16972
 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисем ЧР Журналистсем пӗрлешӗвӗн 2010–2015 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ май союз ертӳҫине те суйланӑ.

Съезда хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӑйсен пӗрлешӗвне унчченхи ертӳҫех ертсе пыма тивӗҫ.

Валерий Комиссаров 1956 ҫулта Елчӗк районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносв ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра 1979–1988-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, 1988–1992 ҫулсенче ЧР Журналистсен союзӗн ҫыруҫинче тӑрӑшнӑ, 1992 ҫулхи раштавранпа — ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи. 2005 ҫултанпа вӑл Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пырать.

 

Ял пурнӑҫӗ

Питравра Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнче те Питрав кунне ирттернӗ. Пӗчӗк Яманкасси ялӗнче пурӑнакансем япӑх ҫанталӑка пӑхмасӑрах пӗрле савӑннӑ.

Ентешӗсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов чунран саламланӑ. Уяв вырсарникуна лекнӗрен ҫынсем пухӑнкаланӑ. Питравра яманкассисем ял кунне паллӑ тунӑ.

Уявра вӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ, юратнӑ юрӑсене итленӗ. Вӗсене «Шупуҫ» фольклор ушкӑнӗ шӑрантарнӑ.

Ял ҫыннисем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркеленӗ. Ҫынсем михӗсемпе ӑмӑртса чупнӑ, вӗрен туртнӑ…

Хӑнасем пурте чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхнӑ. Ӑна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ. Уявра кашни килте тенӗ пекех пуян сӗтел хатӗрленӗ, тӑванӗсене хӑналанӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть