Тӗнчере
![]() Атӑл кӳлмекӗ «Атӑл кӳлмекӗнчен инҫе мар пурӑнатпӑр та — тавралӑх илемӗпе куллен киленетпӗр. Пӗрле вӗреннӗ туссемпе халӗ те ҫыхӑну татӑлман пирӗн, вӗсем хӑнана килмессерен: «Ҫӑтмахра пурӑнатӑр», — тесе кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ. Туссем тенӗрен, вӗсенчен пӗрисем — Подольскисем — Хӗвел анӑҫ Германире пурӑнаҫҫӗ. Пуҫласа Чӑваш Ене 1977 ҫулта хӑнана килнӗччӗ. Тепӗр хут вара пилӗк ҫул каялла пулса курчӗҫ. Вӗсем, ҫул ҫӳреме юратакансем, тӗрлӗ ҫӗршыври тӗрлӗ хулара пулнӑ та — танлаштармалӑх пур. Шупашкар ешӗл, таса, хитре пулнипе килӗшни ҫинчен хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте чылай пӗлӗшне каласа кӑтартнӑ», — ҫапла каланӑ иккен «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатне Шупашкара Хабаровскран ҫур ӗмӗр каялла куҫса килнӗ Альвина Миронова. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хисеплӗ профессорӗ, сӑмах май, — Раҫҫейре электротехника ӑслӑлӑхӗпе доктор диссертацине хӳтӗленӗ хӗрарӑм ӑсчахсенчен пӗрремӗшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Мускавра Владимир Ленинӑн тупӑкне мавзолейран илсе тухмалли пирки калаҫусем пынӑ хушӑра инҫетри Венесуэлӑра 1917 ҫулта, 100 ҫул каялла, пулса иртнӗ пӑлхавӑра ертсе пынӑ ҫынна палӑк лартнӑ. Ӑна Каракасра (патшалӑхӑн тӗп хули) Боливар проспектӗнче вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Венесуэлӑн наци историйӗн центрӗн президенчӗ Педро Кальцадилла пынӑ. Ҫӗршыв ертӳҫи Николос Мадура вара церемоние видеотрансляци урлӑ пӑхнӑ. «Малашне Ленин Фарабунто Мартипе [Сальвадор революционерӗ], Аугусто Сантинопа [Накарагуа политикӗ], Хо Ши Минпа [Вьетнам политикӗ], Эмилиано Сапатопа [Мексикӑри революцин ертӳҫи], Мануэла Саэнспа [Латинла Америкӑри революционерка], Хосе Артигаспа [Лаплати политикӗ] юнашар тӑрӗ», — тенӗ Кальцадилла хӑйӗн сӑмахӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Казах чӗлхи латин саспаллисемпе Казахстан Президенчӗ Нурсултан Назарбаев паян Хушу кӑларнӑ — пӗчӗкшерӗн те майӗпен казах чӗлхине латин саспаллисем ҫине куҫарасси пирки. Латин саспаллисем ҫине куҫасси темиҫе утӑмран тӑрать. Чи малтан — саспаллисен йышне ҫирӗплетесси. Ку ӗҫе паянхи хушупа пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫӗнӗ алфавитра пурӗ 32 саспалли, вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ — апострофлӑ пулӗ («ш», сӑмахран, «s'» пек ҫырӑнӗ). Пӗтӗмӗшле кириллицӑран 2025 ҫул тӗлне хӑтӑлма йышӑннӑ. Латин саспаллисем ҫине вӑл вӑхӑт тӗлне кӗнеке пичетлессине, пичет кӑларӑмӗсене, хут ҫаврӑнӑшне куҫарса ҫитермелле. Шкулсенче латиницӑпа план тӑрӑх 2022 ҫултанпа вӗрентме тытӑнӗҫ. Латиница ҫину куҫасси пирки Казахстанра 2012 ҫулта калаҫма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вара Н. Назарбаев латин саспаллисем ҫине куҫмалли плана хатӗрлеме ыйтнӑччӗ. Сӑмах май, Казахстанра латин саспаллийӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курма пуҫланӑ та. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи кӑтартмӑшсенче ял-хула ячӗсене кириллицӑпа та латиницӑпа та ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Александр Судаков ӑсчах-химик Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ярсубай Янгаров ятпа ҫыракан журналист «Idelreal.org» сайтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Александр Судаков химикпа паллаштарнӑ. Кӑсӑклӑ интервьюсем хатӗрлекен ҫак автор пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас ӑсчах Ташкентра чӑваш танкисчӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — вырӑс. Аслашшӗпе асламӑшӗ — Йӗпреҫ районӗнчи Смычка ялӗнчен. Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗскер Совет Союзӗ арканнӑ вӑхӑтра Америкӑна тухса кайнӑ. Халӗ Урбан-Шампэйнра Иллинойс университечӗн филиалӗнче хими факультетӗнче вӗрентет. Аслӑ пӗлӳллӗ специалиста Мускав прописки ҫукки вӑхӑтлӑх ставкӑпа ӗҫлеме хистенӗ, ҫав вӑхӑтрах квант химийӗпе статистика физикин лабораторийӗнче кӑмӑлтан тӑрӑшнӑ. Ашшӗн тӑван ялне ача чухне килнине химик ӑшшӑн аса илнӗ. Чӑваш Ен тата чӑваш халӑх генофончӗ хӑйӗн ӑс-тӑнӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Апла пулин те хӑйӗн пирки: «Эп халь тин чӑваш мар пуль», — тесе шухӑшлать. Кун пек калама ӑна ҫичӗ ютра пурӑнса тӑван халӑхпа хутшӑну ҫукки, инҫет ҫӗр тӑван вырӑна ҫаврӑнни те хистени сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Иван Хорварт тӑлмач тата чӑвашла тухнӑ кӗнекен хуплашки Нумай пулмасть Михаил Петров удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ венгрла пичетленсе тухнӑ. Куҫараканӗ — чӗлхеҫӗ тата тӑлмач Иван Хорварт. «Известия Удмуртской Республики» (чӑв. Удмурт Республикин хыпарӗ) хаҫат нумай пулмасть куҫаруҫӑпа калаҫу ирттерсе ҫакӑн пирки статья кӑларнӑ. «Кивӗ Мултан» — удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ шутланать. Унӑн сюжечӗ 125 ҫул каялла пулса иртнӗ «Мултанское дело» ят панӑ хурлӑхлӑ пулӑм тавра пулса пырать. Романа Михаил Петров 20 ҫул яхӑн ҫырнӑ, вӑл хӑйӗн кун ҫутине 1954 ҫулта курнӑ. Тепӗр ҫул вара, шел те, ҫыравҫӑ куҫне хупнӑ. 1956 ҫулта роман Мускавра вырӑсла тухнӑ. Ку хайлавпа эпир чӑвашла та паллашма пултаратпӑр. 1999 ҫулта вӑл «Кивӗ Мултан» ятпа Шупашкарта 1000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Чӑвашла куҫараканӗ — Роза Петрова-Ахтимирова. Кӗнекене ҫавӑн пекех тутарла, эстонла тата хрантсусла куҫарнӑ. Каласа хӑварас пулать, венгрла тухнӑ куҫарӑвӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ пысӑках мар — пурӗ те 100 кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Тӳперен йӑтӑнса аннӑ пулӑсем Мексикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Тамаулипас штатӗнче тӗлӗнмелле пулӑм асӑрханӑ — унта пулӑ ҫумӑрӗ ҫуса кайнӑ. Мексика кӳлмекӗнчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тампико хулинче ҫумӑр пӗлӗтӗнчен шыв тумламӗсемпе пӗрле вӗтӗ пулӑсем ӳкме тытӑннӑ. «Тампикӑра тӗлӗнмелле пулӑм, Ломас-де-Росалес районта ҫумӑр пӗрӗхтерсе иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче, тӳрремӗн каласан, вӗтӗ пулӑсем тӳперен ӳкме пуҫланӑ», — вырӑнти тӳре-шара хӑйсен Фейсбукри страницинче ҫапларах пӗлтернӗ. Калас пулать, пулӑ ҫумӑрӗ вӑйлӑ тӑвӑл хыҫҫӑн пулма пултарать. Ытларах чухне питӗ вӑйлӑ ҫавраҫил иртсен пулӑсене тинӗсрен сывлӑша хӑпартать. Унччен маларах ку тӑрӑхра «Пилар» тропикри шторм иртсе кайнӑччӗ. Ҫил 72 км/сех. таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тӗлӗнсе каймалла суд ларӑвӗ тинех вӗҫленнӗ. Чӗрчунсене юратакансем Наруто павиана хӳтӗлесе тавӑҫ ҫырса судлашса пӗтнӗ. Павиан Британи фотографӗн фотоаппаратне Индонези заповедникӗнче туртса илсе хӑйне хӑй ӳкерме пуҫланӑ. Сӑн ӳкерчӗксене ҫынсем кӑмӑлланине кура Наруто паллӑ павиан пулса тӑнӑ. Тупӑшӗ Британи фотографне кайса тӑнӑ. Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакна автор правине пӑсни тесе хакланӑ. Ултӑ ҫула пынӑ суд хыҫҫӑн ӳкерчӗксен авторӗ этем тесе йышӑннӑ, анчах тупӑшӑн 25 процентне вӑл ыр кӑмӑллӑх валли уйӑрӗ. Укҫа чи малтанах Индонезири павиансене хӳтӗлеме кайӗ. Нарутӑн Австралинче конкурент тупӑннӑ. Унта тюлень дайвер камерине туртса илме хӑтланнипе кӑсӑклӑ сӑн ӳкерчӗксем пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х. Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ. Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Роспотребнадзор Турцири Анталья тата темиҫе курорт туристсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтерет. Ку – Коксаки вируса пула. МИХсем ҫырнӑ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыннисем вируса пула Турцирен каялла таврӑнаҫҫӗ. Анчах ҫав курортсенчен вирус сарӑлнине Ростуризм ҫирӗплетмен. Коксаки – энтеровирус, вӑл хырӑмлӑхпа пыршӑлӑхра сарӑлать. Вирус ерсен ӳт температури хӑпарать, вар-хырӑм пӑсӑлать, алӑ тупанӗ ҫине шатрасем тухаҫҫӗ. Чир 7-10 куна пырать. Унпа ытларах шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасем чирлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Исраэль Кристал Тӗнчери чи аслӑ арҫын Израильти Хайфа хулинче 113 ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫакна ҫурлан 11-мӗшӗнче The Haaretz пӗлтернӗ. Исраэль Кристал Польшӑра 1903 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Кристал Освенциме куҫарнӑ. Еврейсене массӑллӑ пӗтернӗ чух арӑмӗпе икӗ ачине ҫухатнӑ. Каярах тепре авланнӑ, 1950 ҫулта Израиле пурӑнма куҫнӑ. Унта вӑл вӑрҫӑ пуҫланиччен канихвет кӑларса укҫа туса пурӑннӑ. 2016 ҫулта Ясутаро Коидэ яппун ҫынни 112 ҫула ҫитсе вилнӗ хыҫҫӑн 112 ҫулти Кристала тӗнчери чи аслӑ арҫын тесе йышӑннӑ. Гиннес рекорчӗсен кӗнеки Кристала чи асли тесе Польшӑри архивра унӑн ҫулне ҫирӗплетекен хутсем тупӑнсан йышӑннӑ. Архивра арҫын 1918 ҫулта Лодзи хулинче пурӑнни ҫинчен документсем тупӑннӑ. Ун чух вӑл 15-ре пулнӑ. Хӗрарӑмсенчен халӗ чи асли — Ямайкӑри 117 ҫулти Вайолет Мосс Браун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |