Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Тӗнчере: Чӑваш Енри чиперкке Филиппинти илем конкурсне хутшӑнать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.12.2017 17:52 | 2019 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Марина Панова
Марина Панова

Чӑваш Енри чиперкке Филиппинта иртекен илем конкурсне хутшӑнать. Халӗ вӑл финала хатӗрленет.

Марина Панова хутшӑнакан конкурс «Miss Tourism Ambassador 2017» ятлӑ. Пике «Volga Models» модель агентствинче ӑсталӑхне туптать. Маттурскер тӗнче шайӗнчи илем конкурсне лекме пултарнӑ.

Конкурса тӗрлӗ ҫӗршыври 46 чиперук хутшӑнать. Вӗсем «Мисс талант» тата «Мисс бикини» ятсене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ ӗнтӗ. «Мисс бикини» конкурсра пирӗн ентеш палӑрнӑ, вӑл топ-15 йыша кӗнӗ.

Финал раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Пикесем халӗ хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара Марина Панова Филиппинти ҫутҫанталӑкпа киленет. Ҫак ҫӗршыв ӑна питӗ килӗшнӗ.

#конкурссем, #тӗнчере, #Филлипин, #илемлӗх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46384
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1671.80.9935
2017.12.06 18:35
Agabazar
Чиперкке-и е апла мар-и, — кăна "лере" палăртĕç. Халлĕхе "пике" тейĕпĕр.
Базиль Кириллов // 2971.03.9695
2017.12.11 10:06
Филипинта мар, Филипинӑра, Т\рлетӗр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем