Тӗнчере
![]() Максим Смирнов Ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурсӑн тӗп тапхӑрӗсенчен пӗри вӗҫленнӗ. Унта тӗнчери шкул ачисемпе студентсем, 13–18 ҫулсенчисем, хутшӑннӑ. Конкурса темиҫе пин ӗҫ ҫитнӗ. Суйлав тапхӑрӗнче регионти 90 финалиста палӑртнӑ. Вӗсен йышне Раҫҫейри 6 ҫын лекнӗ. Ҫав шутра Шупашкарта пурӑнакан Максим Смирнов та. ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Максим республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Республикин ҫамрӑк изобретателӗ» конкурсра пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурса 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурспа килӗшӳллӗн Максим «Сусӑрсем валли — транспорт хатӗрӗ» проекта хӑтланӑ. Вӑл авари чухне пассажира хӳтӗлет. Урапа ҫапӑнсан кабина 180 градус ҫаврӑнать. Максим конкурсра ҫӗнтерӗ-ши? Ку авӑнӑн 22-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе вӗренмешкӗн 50 000 долларлӑх грант тата National Geographic экспедиципе пӗрле 10 кунлӑха ҫулҫӳреве каймашкӑн путевка парӗҫ. Ҫавӑн пекех Virgin Galactic космодрома ҫитме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Янцзы юханшывӗнче — экскурсире Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн географипе геоморфологи кафедрин заведующийӗ И.В.Никонорова тата Н.Ф.Петров профессор Китайра командировкӑра пулнӑ. Вӗсем ҫӗр ишӗлессине тӗпчес енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнче форумне хутшӑннӑ. Кунашкал канашлу виҫӗ ҫулта пӗр хут иртет. ЧПУ ӗҫченӗсем унта кашнинчех хутшӑнаҫҫӗ. 2008 ҫулта Н.Ф.Петров пӗрремӗш форумра ҫӗр ишӗлессин классификацийӗпе паллаштарнӑ. Канашлу программипе килӗшӳллӗн Янцзы юханшывӗ тӑрӑх катерпа экскурсие тухнӑ: Ванчжоу хулинчен пуҫласа Ичанга таран. Унта Китайри хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан геологи процессне сӑнакан мониторинг служби йӗркелнине, йывӑр условисенче кӗперсем, ҫулсем, туннельсем тунине курнӑ. Ҫавӑн пекех ЮНЕСКО ҫутҫанталӑк тата культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене кайса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Иракра пулса иртекен пулӑмсем Британипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене питӗ пӑшӑрхантараҫҫӗ иккен. Ҫавна пулах Вашингтон Иранпа тӳрремӗн калаҫма хатӗр-мӗн. Кун пирки tvrain.ru сайт, тепӗр майлӑ каласан, «Дождь» телеканал, пӗлтерет. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Иран тахҫанах хирӗҫ тӑракан ҫӗршывсем шутланаҫҫӗ пулин те вӗсем иккӗшӗ те «Иракпа Левантӑн ислам патшалӑхӗ» джихадист ушкӑнӗнчи боевиксен хастарлӑхне тытса чарасшӑн, Ирак влаҫӗсене пулӑшасшӑн имӗш. Британин премьер-министрӗ Тони Блэр хальхи кризисӑн тӗп сӑлтавӗ анӑҫ коалицин вӑйӗпе вунӑ ҫул каялла Саддам Хуссейна сирсе янипе ҫыхӑнман тесе каланӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Чӗрчунсен правине сыхлас енӗпе чан ҫапакан ҫынсене ку хыпар савӑнтармалла. Мехикӑра Хула канашӗ циркра чӗрчунсене усӑ курма чаракан йышӑну тунӑ. Чарӑва пӑхмасӑрах чӗрчунсене аренӑна илсе тухакансене 45 пин доллартан пуҫласа 60 пин доллар таран штрафлама тытӑнӗҫ. Ҫапах та саккун хӑш-пӗр ирӗке парать-ха. Акӑ, дельфинсен шыври шоуне ҫынсем ӳлӗмрен те курса савӑнӗҫ. Йӑлана кӗнӗ Мексика родеоне те чарма шухӑшламаҫҫӗ. Мексика циркӗнче ӗҫлекен Стивен Пэйн кун пек ҫемҫелӗх пуррине кура саккунта икӗпитлӗх сӗмӗ сисӗннине палӑртнӑ. Ун шучӗпе вӑл ӗҫлекен Ringling Bros цирк чӗрчунсене сыхлас ыйтупа влаҫрисемпе ӗҫлеме хатӗр. Енчен те тӳре-шара циркри чӗрчунсен условине лайӑхлатассишӗн тӑрӑшать пулсан ку ыйтӑва татса памалла тесе шухӑшлать иккен эпир маларах асӑннӑ Стивен Пэйн. Енчен влаҫрисем урӑх тӗллевӗллӗ пулсан цирк федераци округӗн тулашӗнчи куракансене савӑнтарма хистет. Циркра ӗҫлекенсен чӗрчунсене вӗсем начар тумаҫҫӗ. Чӗрчунсене циркра усӑ курмалла мар текенсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Пуля витермен ҫитти Америкӑри Оклахома штачӗн ӑсчахӗсем пуля витермен ҫитти шухӑшласа кӑларнӑ. Ку хатӗр ҫемҫе те кӑпӑшка иккен, анчах хӳтлӗх енӗпе полицейскисем тата ҫар ҫыннисем усӑ куракан бронежилетсенчен кая мар-мӗн. Пуля витермен ҫиттие торнадо вӑхӑтӗнче е хӗҫ-пӑшалтан пеме тытӑнсан шкулта усӑ курма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилӗмрен хӑтарма пултаракан ҫиттие виҫӗ тӗрлӗ виҫепе кӑлараҫҫӗ-мӗн. Ӑна ҫурӑм ҫине е кӑкӑр тӗлне ҫирӗплетсе хума пулать. Вӑл — тилӗ тӗслӗ. Ҫиттие шухӑшласа кӑларнисем ӗнентернӗ тӑрӑх хайхи япала мӗнпур йышши хӗҫ-пӑшалтан 90 процент хӳтӗлет имӗш. Торнадӑна пула ҫурт-йӗр ишӗлсе пуҫласан та ачасене вӑл чӗрӗ-сывӑ упраса хӑварӗ. Чаплӑ ҫитти хакӗ пин доллар таран тӑрать. Шкулсемпе общество организацийӗсем ӑна пысӑк партипе туянсан кӑларакансем йӳнӗрехпе сутма хирӗҫ мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ленин кӳлепи Беларуҫ Республикинчи Краково хулинчи Рональд Рейган (Ҫӗнӗ Гута) Тӗп тӳремӗнче пролетариат ертӳҫине Владимир Ленина халалланӑ фонтан-палӑк уҫнӑ. Пӗчӗк кӑна кӳлепене «Пуласлӑх фонтанӗ» тесе ят панӑ иккен. Вӑл сарӑрах тӗслӗ. Унччен пулман фонтана тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Хӑшӗсем Ленин «патша ҫуран ҫӳрекен вырӑнти евӗр» тӑнине (пролетариат ертӳҫине скульптура ҫапла кӑларса тӑратнӑ) шӳт вырӑнне хурса лӑпкӑн йышӑннӑ. Анчах Октябрьти революци ертӳҫинчен тӑрӑхлаҫҫӗ тесе чылайӑшӗ тарӑхнӑ иккен. Ун пек палӑк валли хулара вырӑн ҫук текенсем те пулнӑ имӗш. Палӑка ҫӗртмен 9-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Рейган лапамӗнче темиҫе кун тӑнӑ хыҫҫӑн скульптурӑна Лазьня-Нова театр картишне куҫарса кайӗҫ. Ҫӗнӗ Гута районне 1951 ҫулта туса пӗтернӗ. Совет влаҫӗ ӑна Краковӑн пролетариат районӗ пулать тесе шухӑшланӑ. 1989 ҫулччен Рональд Рейган лапамӗнче Ленин палӑкӗ пулнӑ. Ҫамрӑксем советсене хирӗҫле темиҫе пин ҫынлӑ демонстрацисем ирттернӗ хыҫҫӑн влаҫра ларакансем палӑка аркатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫывӑх кунсенче Хура тинӗсе НАТОн тӗпчевҫӗ икӗ карапӗ — итальянсен «Эллетра» тата хрантсуссен «Дюпюи-де-Лом» ятлӑскер — Хура тинӗсе кӗмелле иккен. Вӗсем Раҫҫейӗн Хура тинӗс флочӗн ҫар объекчӗсене тӗпчемелле. Кун пирки пирӗн ҫӗршывӑн ҫарпа тинӗс флочӗн Тӗп штабӗ пӗлтерни тӑрӑх паян ИТАР-ТАСС хыпарланӑ. Италин «Элеттра» карапӗ Хура тинӗс акваторине виҫӗм кунах кӗмелле пулнӑ. Анчах тем сӑлтава пула ун чух кӗмен. Апла тӑк вӑл халь тесен халь пырса кӗрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Францин «Дюпюи-де-Лом» карапӗ тӗпчеме тытӑнӗ. Сӑмах май, юлашкинчен асӑнни Хура тинӗсрен ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна тухса кайнӑ, халӗ вӑл тата каялла таврӑнасшӑн. Ҫапла вара Хура тинӗсре НАТОн тӑватӑ карапӗ, кунсӑр пуҫне хрантуссен «Сюркуф» фрегачӗ тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен «Велла Галф» ракета крейсерӗ пулӗҫ. «Сюркуф» тинӗсӗн хӗвеланӑҫ пайне йышӑннӑ, «Велла Галф» — румынсен Констанц портӗнче. Монтре конвенцийӗпе килӗшӳллӗн Хура тинӗс патшалӑхӗн мар карапсен унта 21 кунтан ытла тытӑнса тӑма юрамасть. Тепӗр майлӑ каласан, «Велла Галфӑн» тинӗсрен ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тухса каймалла, «Сюркуфӑн» ҫӗртмен 18-мӗшӗччен тытӑнса тӑма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Студентсем Берлинти (Германи) Гумбольдт пиччӗшӗпе шӑллӗ ячӗллӗ университет умӗнче Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 3-мӗшӗччен И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультечӗн студенчӗсем Берлинти (Германи) Гумбольдт пиччӗшӗпе шӑллӗ ячӗллӗ университетра стажировкӑра пулнӑ. Асӑннӑ факультетра вӗренекен 14 студент романо-германи филологийӗн кафедрин доценчӗ Ольга Юрьевна Кириллова ертсе пынипе Нимӗҫ чӗлхин тата лингвистикин институчӗн семинарӗсене хутшӑннӑ, DaF магистер программипе (нимӗҫ чӗлхи — ют чӗлхе), нимӗҫсене пурнӑҫӗпе, Берлинти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Студентсене уйрӑмах «Анализ учебников немецкого языка» тата «Креативное письмо» семинарсем килӗшнӗ-мӗн. Кусем вӗсене малашне вӗренӳре, ачасене шкулта вӗрентес ӗҫре пулӑшӗ. Экскурси программипе килӗшӳллӗн студентсем Берлинти паллӑ музейсенчен пӗрине — Пергамск музейне — ҫитсе курнӑ. Унта авалхи архитектура пуянлӑхӗ упранать. Студентсем Рейхстаг куполӗ ҫине хӑпарнӑ, Потсдам хулинче Сан-Сусси замокра пулнӑ тата ытти ҫӗре ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Кӗнеке уявӗпе килӗшӳллӗн Турцири Эскишехир хулинче ҫыравҫӑсен канашлӑвӗ тата тӗрӗк ҫӗршывӗсенчи, регионӗсенчи кӗнеке издателӗсен куравӗ иртнӗ.Чӑваш Ен делегаци йышӗнче поэт тата журналист Илле Иванов, Евгений Турхан ҫыравҫӑ, поэт тата литература тӗпчевҫи Виталий Родионов, Эдуард Лебедев чӗлхеҫӗ пулнӑ. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫеҫ пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхи, литератури, фольклор енӗпе кӗнекесем кӑларать, тӗпчет. Акӑ Тутарстанран икӗ издательство килнӗ. Чӑваш Енри кӗнекесем Турци ҫыннисене тата хӑнасене кӑсӑклантарнӑ. Виталий Родионов каласа панӑ тӑрӑх хӑш-пӗрисене ҫеҫ пирӗн ҫырулӑх кириллицӑпа пулни кӑмӑла кайман (кӑна вӑл турккӑсем кириллицӑпа сахал тӗл пулнипе ҫыхӑнтарнӑ). Ҫыравҫӑсем тӗлпулура пӗрлехи Литература институчӗ тӑвас, пӗрле литература журналӗ кӑларас тата ытти проекта сӳтсе явнӑ. Илле Иванов чӑваш халахӗ ытти тӗрӗк халӑхӗпе ҫыхӑнса ӗслес кӑмӑллине пӗлтернӗ, Турцин премьер-министрне Реджеп Таййип Эрдагона Моисей Спиридонов ӳнерҫӗн чӑваш эрешӗсем пирки тухнӑ кӗнекине парнеленӗ. Чӑваш делегацийӗ Стамбулти Тӗрӗк халӑхӗсен культура ҫуртне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Донецк облаҫӗнчи халӑх хӳтӗлевҫисем Новоазовск хулинче пурӑнакан хӗрарӑм, Куповых хушаматлӑскер, Патшалӑх Канашӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин депутачӗ Игорь Кушев патне пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн упӑшки асӑннӑ хулари халӑх хӳтӗлевне кӗрет, ҫавна май ҫемьене хӑратма тытӑннӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куповых ачипе асламӑшӗ патне Комсомольски районне куҫса килнӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Енрен каясшӑн мар-ха. Унӑн укҫа та, ӗҫ те ҫук-мӗн. Комсомольски район администрацийӗ Украинӑри Донецк облаҫӗнчи Куповых хушаматлӑ хӗрарӑма ҫурт-йӗрпе тата ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтӑва пахса тухӗ. Патшалӑх Канашӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Кушев депутат хӗрарӑма тимлӗн итленӗ те Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе телефонпа ҫыхӑннӑ. Унти ертӳлӗх хӗрарӑма ҫуртпа тивӗҫтерме, ӗҫ вырӑнӗ тупса пама шантарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |