Тӗнчере
![]() Карлос Папульяс. Фото: Darko Vojinovic / AP Каролос Папульяс, маларах Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑскер, 92 ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Афинӑри хыпарсен агентстви пӗлтернӗ. Папульяс господин 2005–2015 ҫулсенче, икӗ пилӗк ҫулхи срокра, ҫӗршыва ертсе пынӑ. «Тӗнче политикине лайӑх пӗлсе тӑнӑран, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл Грецин витӗне ӳстерме пултарчӗ, пирӗн ҫӗршыв хамӑр тӑрӑхра ҫирӗплӗх факторӗ пулса тӑчӗ», — тенӗ Греци президенчӗ Катерина Сакеллуропулу. Политик юридицилле пӗлӳ илнӗ. Афина университечӗн юридици факультетне, Милан университечӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, унтан Кельн университетӗнче право тӗлӗшпе тухтӑр степеньне илнӗ. Ҫар хунти ҫулӗсенче вӑл диктатурӑна хирӗҫ кӗрешнӗ. 1974 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен Папульяс господин тӗрлӗ патшалӑх должноҫӗсенче ӗҫленӗ. 2005 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ парламент ларӑвӗнче Каролос Паульяса республика президентне суйланӑ. 2010 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш срока суйланӑ, ҫапла майпа вӑл ҫӗршыври аслӑ поста тепӗр хут суйланнӑ виҫҫӗмӗш президент пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Инстаграмри @nikita_tence страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри паллӑ ҫулҫӳревҫӗн, Никита Тӗнчене, ҫемйи Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ. Тепӗр енчен, тӗпленни пирки тата калама йывӑр-ха – туслӑ та йывӑрлӑхран хӑраман йыш пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳреме кӑмӑллать. Нумаях пулмасть ҫемье хӑй туяннӑ машина ҫине ларса Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен ҫула тухнӑччӗ. Вӗсем вӑрманта та ҫӗр каҫнӑччӗ. Пысӑках мар машинӑра (седанра) ҫемьепе ҫул ҫӳреме питех маррине Никита Ютубри хӑйӗн каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеора маларах палӑртнӑччӗ-ха. Халӗ ҫемье АПШри кӑнтӑр енчи штатра, Флоридӑра, чарӑннӑ. Никитӑн мӑшӑрӗ Настя Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак утӑма тума вӗсене океан хистенӗ. Халӗ йыш океанпа юнашар вырнаҫнӑ хулара хваттер тара илсе пурӑнать. Питтсбургри ҫуртра пурӑннинчен унта хаклӑрах тӳлеме тивет иккен. Настя пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Никитӑпа иккӗшӗ те ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫ укҫи малтанхинчен пӗчӗкрех. Сӑмах май каласан, Питтсбургран ҫемье сӗтел-пукан, япаласем, теттесем хӑварса тухса кайнӑччӗ. Анчах мӑшӑр пуҫ усмасть, ирӗклӗхпе киленсе пурнӑҫпа туллин савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() «Российская газета» хаҫатӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Аналитиксем тӗнчери эрех ӗҫме чи юратакан ҫӗршывсене палӑртнӑ. Асӑннӑ списока Австрали уҫать. Вӑл ӗҫме чи юратакансен ретӗнче малта пырать. Австралире пурӑнакансем ҫулталӑкне вӑтамран 27 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Тӗнчипе илсен ку кӑтарту икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех. 2021 ҫулта ирттернӗ социаологи тӗпчевӗнче ҫулталӑкра 26,7 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫнин кӑтартӑвӗпе Дани иккӗмӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшӗнче — Финлянди (23,8), АПШ (23), Великобритани (22,5), Канада (22), Ирланди (20), Франци (17,5), Швеци (16), Нидерланд (15,7). Пирӗн ҫӗршыв ӗҫме юратакан 10 ҫӗршыв йышне кӗмен. |
Тӗнчере
![]() Пӑтӑрмах патӗнчи вырӑн. Панамӑра «Кальмар вӑййи» сериал евӗрлӗ кану каҫӗ пӑшалтан пенипе вӗҫленнӗ, сакӑр ҫын вилнӗ, ҫиччӗшӗ аманнӑ. ABC ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах иртнӗ эрнекун каҫхи клубра Хэллоуина уявланӑ чухне пулса иртнӗ. Полицире пӑтӑрмаха бандӑсем хушшинче пулса иртнӗ хирӗҫӳ тесе хакланӑ. Рафаэль Балойес прокурор каланӑ тӑрӑх, кану каҫне пынӑ ҫынсенчен пӗри «Лос Галактикос» ушкӑнрисен енне пенӗ. Лешсем хирӗҫ пеме тытӑннӑ. Ҫапла вара клубра пилӗк ҫын вилнӗ, тата виҫӗ вилле каярахпа вырӑнти каяш купинче тупнӑ. Полици икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Право сыхлакан органсен элчисем каланӑ тӑрӑх, ҫак пӑтӑрмаха хутшӑнакансенчен хӑшӗ-пӗри судпа айӑпланма та ӗлкӗрнӗ, вӗсем маларах перкелешӳсене те лекнӗ, аманнисем те пулнӑ. Панама влаҫӗсем бандӑсем хушшинчи хирӗҫӗве наркотик сармалли маршрутсене тӗрӗслесе тӑрассишӗн тавлашнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Юлашки эрнесенче вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсен темиҫе пайташӗ вилнӗ. Палӑртмалла: Панамӑра 160-а яхӑн вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсем час-часах пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Шкула пӑши кӗрсе кайнӑран Канадӑри пӗр шкулта биологи урокне вӗҫлеме тивнӗ. Тискер чӗрчун чӳречене ҫӗмӗрнӗ, каялла тухса каясшӑн пулман. Вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Саскачеван провинцинче пӑшие шкул ҫурчӗ ҫумӗнче ирех асӑрханӑ. Биологи урокӗ пынӑ вӑхӑтра чӗрчун кантӑка чупса пырса ватнӑ та класа кӗрсе тӑнӑ. Вӗренекенсенчен пӗри кантӑк ванчӑкӗсемпе ҫӑмӑллӑн аманнӑ. Ачасене ҫийӗнчех класран илсе тухнӑ. Хӑй кӑна тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн пӑши мӑнаҫлӑн класс варрине выртнӑ. Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Вӗсем пӑшие ҫывӑрттарса янӑ та каялла вӑрмана илсе кайнӑ. «Пӑши ирӗкре, шкул директорӗ патне чӗнессинчен вӑл хӑтӑлнӑ», — Саскачеван полицийӗнче каярах ҫапла пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Греци ҫыранӗсем патӗнче шыв айӗнче ӗҫлекен археологсем амфорӑллӑ карап тупнӑ, вӑл 2 пин ҫул ытла каялла арканнӑ. Карапа Грецин Киссамосӗпе Италинчи Неаполь хушшинче электрокабеле тинӗс тӗпӗпе хурса пыракан специалистсем тупнӑ. Карап 222 м тарӑнӑшӗнче выртать. Ӑна 2019 ҫулта тупнӑ, анчах тӗпчев ӗҫӗсем пысӑк тарӑнӑша пула йывӑрланнӑ. Карапа каярахпа, Грек тӗпчевӗсен центрӗ хӑйӗн хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн, тӗпчеме май килнӗ. Шыв тӗпне камерӑсемпе сканерсем вырнаҫтарнӑ пилотсӑр аппарата антарнӑ. Даннӑйсене тишкернӗ хыҫҫӑн карап суту-илӳре ҫӳрени палӑрнӑ, шыв тӗпне вӑл пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗпе 4-мӗш ӗмӗр варрин хушшинче путнӑ. Карап шыв тӗпне сиенленмесӗрех путнӑ, хальхи вӑхӑтра тинӗс тӗпӗ унӑн формине йышӑннӑ. Хальлӗхе паха амфорӑсенче мӗн пулнине калама йывӑр. Вӗсем пушӑскерсем те, ҫупа та, эрехпе те, тырӑпа та пултарнӑскерсем пулма пултарнӑ. Карап ҫинче Корфуран, Хиосран тата Пепаритосран илсе тухнӑ амфорӑсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Никита Тӗнчен Ютубри страницинчен илнӗ скриншотсенчен хатӗрленӗ коллаж Никита Тӗнче ҫемйи машинӑпа ҫула тухассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Икӗ пӗчӗк ачаллӑ ҫемье ҫак кунсенче ҫула хускалнӑ. Кун пирки Никитӑн Ютубри «Путешествия Тенче» (чӑв. Тӗнче ҫулҫӳревӗсем) страницинчи видео тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Ҫемье хӑйсемпе пӗрле велосипедсене илнӗ, кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре. Кушаккине те пӑрахса хӑварман. Вӗсем ҫулҫӳревҫӗсен чатӑрне те илнӗ. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ютуба вырнаҫтарнӑ видеора ҫемье вӑрманта ҫӗр каҫнине пӗлтернӗ. Тӗнчесем хальлӗхе Пенсильвани штатӗнчех-ха. Никита каланӑ тӑрӑх, ҫемье океан енне ҫул тытать. Унта вӗсем вӑрах тытӑнса тӑрасшӑн. Анчах хӑш океан иккенне каламан. Сылтӑм еннелле ҫул тытсан Лӑпкӑ океан патне ҫитсе тухайӑн, сулахаялла кайсан — Атлантика океанӗ патне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Ырӑ кун пултӑр юлташсем! Эпир сирӗнпе Азире те, Африкӑра та, Кӑнтӑр Америкӑра та пулса куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри пӗр ял тӑрӑх та утса тухрӑмӑр. Паянхи ҫул ҫӳреве вара Австралире ирттермелле тетӗп. Анчах малтанхи пек ялсем тӑрӑх мар, пӗр-пӗр хулана ҫул тытӑпӑр. Калӑпӑр, океан хӗрринче вырнаҫнӑ Херальтон (выр. Джералдтон) пире тивӗҫтерме пултарать. Хули вӑл пысӑках мар, унта 31 пин ытла ҫын ҫеҫ пурӑнать. Вӑр Пертран, Анӑҫ Австралин тӗп хулинчен, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Хӑй Пертӗнче вара 2 млн халӑх ытла пурӑнать. Ҫавна май ӑна пирӗн Ҫӗмӗрлепе е Улатӑрпа ҫӑмӑллӑнах танлаштарма пулать. Чӑннипе ӗнтӗ Улатӑрта та, Ҫӗмӗрле те те халӑх йышӗ халь Херальтонринчен сахалрах, анчах маларах ытларах пулнӑ. Мӗн тӑвӑн, пирӗн хуласенче халӑх йышӗ — чакать, Австралири хулара — ӳсет. |
Тӗнчере
![]() Гуань Юй ҫарпуҫӗн капмар кӳлепи. South China Morning Post вырнаҫтарнӑ сӑн 26 миллион доллар тӑракан Гуань Юйӑн капмар кӳлепине куҫарса лартма Китайра 24 миллион доллар тӑкаклӗҫ. Монумент вырӑнти ҫынсене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Китайри Цзинчжоу хулан влаҫӗсем Гуань Юй легендарлӑ ҫарпуҫӗн 58 метр ҫӳллӗш бронза кӳлепинчен хӑтӑлма 24 миллион доллар уйӑрнӑ. Кун пирки South China Morning Post кӑларӑм ҫырать. Палӑка 2016 ҫулта лартнӑ, ӑна тума 26 миллиона яхӑн доллар тӑкакланӑ. Ҫапах та монумент хула ҫыннисене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Вӗсем кӳлепе ҫине пӑхас мар тесе ҫав района ҫӳреме пӑрахни ҫинчен каласа панӑ. Вырӑнти влаҫсем палӑка вырнаҫтарнине пушӑ тӑкак вырӑнне хунӑ: «Ку 300 миллион юане ахаль тӑкаклани ҫеҫ. Ҫитменнине тата монумента саккуна пӑхӑнмасӑр туса лартнӑ». Кӳлепене вырнаҫтарнӑ Цзинчжоу районӗнче 78 футран ҫӳлерех (24 метра яхӑн) ҫурт-йӗр таврашне тума юрамасть. Анчах палӑка лартакансем саккунра шӑтӑк тупнӑ — вӗсем постамент вырнаҫтарма ирӗк илнӗ, кӳлепене хӑйне ӳнер япали тесе хакланӑ, вӗсене вырнаҫтарас тӗлӗшпе вара ирӗк ыйтма кирлӗ мар. Правительство монумента сӳтсе урӑх вырӑна куҫарма шут тытнӑ — ӑна унчченхи вырӑнтан 8 ҫухрӑма, туристсемпе вырӑнти халӑх сахалтарах пурӑнакан района, куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() TASS/Imago/Xinhua/Hu Chao Китайӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Юньнань провинцийӗн влаҫӗсем кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа миграцине тухнӑ тискер слон кӗтӗвне пула ҫак тӑрӑхра пурӑнакан 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ. Кун ҫинчен «Xinhuanet» агентство пӗлтерет. Унӑн информацийӗ тӑрӑх, ази слонӗсем ҫулҫӳреве кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тухнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрчунсем 1,3 пин ытла ҫухрӑм утнӑ, вӗсем ҫывхарнине курсан вырӑнти ҫынсене вӑхӑтлӑха куҫарнӑ. Пысӑк кӳлепеллӗ чӗрчунсене ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе те сӑнанӑ. Кӗтӳ куҫнӑ май слонсем валли апат хӑварса пынӑ. Агентство палӑртнӑ тӑрӑх, слонсем пӗтӗмӗшле 110 кун хушшинчи ҫулҫӳревре вӗсене валли хатӗрленӗ 180 тонна апата ҫисе янӑ. Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, слонсен ҫакнашкал ҫулҫӳревӗ кӳнӗ сиен тӑкакӗ миллионшар долларпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, вӗсене Китай патшалӑхӗнче ҫӳллӗ шайра сыхланине пула, слонсене ни вӗлерме, ни транспорт ҫине тиесе куҫарма, унсӑр пуҫне алӑпа тӗкӗнме те юраман пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |