Тӗнчере
![]() Шупашкарти фотомодель Ксения Платонова Китая кайнӑ. Чӑваш Ен пики ахаль ҫулҫӳреве кайман. Вӑл паллӑ кӑларӑмсен страницисем ҫине лекме ӗлкӗрнӗ. Ксения Платонова 15 ҫулта. Вӑл Китайра кастингсене, ӳкерӳсене хутшӑнать. Темиҫе кун каялла вӑл «Harper’s Bazaar» хӗрарӑмсен паллӑ журналӗ валли ӳкерӗннӗ. Ксенийӑшӑн ку ют ҫӗршыври пӗрремӗш командировка. Вӑл тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: рационран кукӑль-ҫӑкӑр таврашне, пылак ҫимӗҫе кӑларнӑ, спортпа туслашнӑ. Китая вӑл виҫӗ уйӑхлӑха кайнӑ. Малтан вӑл Гонконгра ӗҫленӗ, кайран Гуанчжоуна кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Утӑ уйӑхӗн 18–21-мӗшӗсенче Азербайджанри Шеки хулинче «Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑкӗсен лидерлӑх пухӑвӗ» иртет. Ку хыпара «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи пӗлтерет. Чӑваш Енрен унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Павел Игнатьев хутшӑнать. «Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Шеки хулинче Тӗрӗк тӗнчинчи ҫамрӑксен юхӑмсен лидерӗсен конференцийӗ иртӗ. Конференцире тӗрӗк тӗнчин ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ, ӗҫе хутшӑнакансем хӑйсен халӑхӗсемпе патшалӑхӗсем пирки каласа парӗҫ, Тӗрӗк тӗнчипе ытти тӗнчен хутшӑнӑвӗсен пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫӗҫ», — хыпарланӑ «ирӗклӗхҫӗсем». Паянах Шеки курса ҫӳреме палӑртса хунӑ. Ыран, утӑ уйӑхӗн, 20-мӗшӗнче МОТМӑн 17-мӗш Курултайне ирттерессине, МОТМ тата ытти организацисен планӗсене сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа Турци ертӳҫи Эрдоган телефонпа калаҫнӑ. Икӗ пуҫлӑх калаҫса татӑлнӑ: малашне Раҫҫей турисчӗсем Турцие кайма пултарӗҫ. Владимир Путинпа Эрдоган калаҫӑвӗ 45 минута тӑсӑлнӑ. Халӗ Шупашкр ҫыннисем агентствӑсем ку енӗпе рейссем уҫасса кӗтеҫҫӗ пуль. Владимир Путин Эрдогана икӗ ҫӗршыв суту-илӳпе экономика тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлемешкӗн калаҫса татӑлма шантарнӑ. Куншӑн туристсем савӑннӑ паллах. Ара, вӗсем Турцие канма каясшӑн вӗт. Унти хаксем вӗсене тивӗҫтереҫҫӗ. Тепӗр енчен хакласан, Турцие ҫул уҫӑлсан ҫынсем унта талпӑнмасан та пултарӗҫ. Унти лару-тӑру чылайӑшне канӑҫсӑрлантарать ахӑртнех. Сӑмахран, Стамбулти аэропортра сирпӗнӳ кӗрлени. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Факеллӑ ҫынсем Вӑрнар районӗнче Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри харӑсах темиҫе районпа факеллӑ ҫынсем чупса иртнӗ. Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫавсем Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Элӗк районӗнчен пырса кӗнӗ, кайран Йӗпреҫ енне тухса кайнӑ. Факел йӑтнӑ ҫынсем — «Тӗнче чупӑвӗ – 2016» Пӗтӗм тӗнчери мир, туслӑх, ӑнланулӑх эстафетине хутшӑнакансем. Унта хутшӑнас текенсен спортсмен пулни кирлӗ мар, ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Ҫунакан факела темиҫе метр та пулин йӑтса утмалла е алӑра тытса тӑрсан та ҫителӗклӗ теҫҫӗ. Кӑҫалхи чупу вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра кӑна 19 пине яхӑн километр ҫӗнмелле. Старта Владивосток, Севастополь, Пермь тата Мускав хулисенче палӑртса хунӑ. Раҫҫей команди Казахстанри, Монголинчи, Беларуҫри, Китайри тата Финлянди чиккинче Европӑри интернационаллӑ ушкӑнпа тӗл пулмалла. Мероприяти Ӗпхӳ хулинче, Европӑпа Ази чикӗленнӗ вырӑнта, хупӑнӗ. Унта Хӗвеланӑҫпа Хӗвелтухӑҫ пӗрлешӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Валерий Спиридонов Валерий Спиридонов программист «Про Горд» портал корреспондентен каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Германире ҫын пуҫне урӑх пациента лартас операци тума хатӗрленеҫҫӗ. Ку тӗнчере пӗрремӗш операци пулӗ. Ӑна 2017 ҫул вӗҫӗнче тума палӑртнӑ. Кун валли темиҫе миллион укҫа кирлӗ. Мӗншӗн Германире ирттереҫҫӗ? Унта медицина технологийӗн шайӗ лайӑх. Хӑрушӑ эксперимента Владимир хулинчи ҫын та хутшӑнасшӑн. Сӑнава ирттемешкӗн укҫа пухса ҫитереймен-ха. Владимир арҫыннишӗн кам пӗрремӗш пациент пулни — вырӑс-и, Китай ҫынни-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Валерий Спиридонов, Владимирта пурӑнаканскер, Вердинг синдромӗпе аптӑрать. Вӑл кӳмепе ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Турцири Кемер хулинче «Кемер Интернешенал 2016» илемлӗх конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Кристина Андреева та хутшӑннӑ. 22 ҫулти Кристина конкурсран 3-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Коронӑна ҫӗнсе илессишӗн 21 пике тупӑшнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, Украинӑран, Молдовӑран, Польшӑран, Албанирен, Лативрен, Америкӑран, Казахстанран, Кӑркӑсстанран, Узбекистанран, Румынирен, Грузирен тата ытти ҫӗршывран килнӗ. Пирӗн ентеш вӗсен хушшинче 3-мӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна — Украина хӗрӗ, пӗрремӗшне Америка хӗрӗ ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Швейцари ҫыннисем паян пурне те уйӑхсерен тӳлекен тупӑш (тепӗр май ӑна шантарнӑ никӗслӗ тупӑш теҫҫӗ) пирки сасӑлаҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх патшалӑх хӑйӗн гражданӗсене уйӑхсерен аслисене 2550 швеци франкӗ (пирӗннипе 170 пин патнелле пулать), ачасене 625 франк тӳлесшӗн. Ӗҫлекеннисене те ӗҫсӗррисене те. Шантарнӑ тупӑша валеҫме пуҫлассине ытларах пайӗ йышӑнмасть тесе пӗлтереҫҫӗ. Хирӗҫлекенсен шухӑшӗпе тупӑш илнипе ӗҫ хушшинчи ҫыхӑну ҫухалнине пула пурнӑҫ япӑхланӗ. Политиксем те ку сӗнӗве ырламан. Ҫавах та сӗнӳшӗн 100 пин ҫын алӑ пуснине шута илсе ӑна сасӑлава кӑларнӑ. Ку ыйтусӑр пуҫне референдумра халӑхӑн тата тепӗр тӑватӑ темӑна та татса пама тивӗ. Вӗсем комуналлӑ тӳлевпе тата таркайсене йышӑнассине ҫӑмӑллатассипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Египетри журналист хӑйӗн тин ҫуралнӑ ывӑлне Путин ят панӑ. Вӑл хӑйӗн савӑнӑҫӗ пирки халӑх тетелӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Каир хулинче пурӑнакан Моамен Мухтар хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне Фейсбука вырнаҫтарнӑ. «Ку манӑн ывӑл Путин», — тесе ҫырнӑ вӑл сӑнӳкерчӗк айне. Журналист ывӑлӗ валли мӗншӗн кунашкал ят суйланӑ? Ҫакна вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Владимир нумай, Путин вара пӗрре ҫеҫ». Халӑх тетелӗпе усӑ куракансем Египетри журналиста ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ. Ывӑлӗ пысӑк ҫын пуласса шанаҫҫӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Спектакль умӗн. Никита тунӑ сӑн Чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Васильев Казахстанри Семей (маларах Семипалатинск) хулине ҫитнӗ. Область тӗп хулинче вӑл хӑйне валли культурӑллӑ кану йӗркеленӗ — Фёдор Достоевский музей-ҫурчӗпе паллашнӑ, вырӑс ҫыравҫи унта хӑйӗн ссылкине ирттернӗ. Малалла ҫулҫӳревҫӗ вырӑнти Абай ячӗллӗ музыкӑпа драма театрне ҫитнӗ. Никита ҫырнӑ тӑрӑх вӑл спектакле пӗрремӗш хут куракан пек лекнӗ. «Эпӗ пӗр ҫул ытла Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑй хутӑм. Техника пайӗпе. Хамӑн ӗҫе вара пӗрре те залран курман, чаршав хыҫӗнчен кӑна», — пӗлтерет велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн кун кӗнекинче. Унсӑр пуҫне театр атмосфери унӑн кӑмӑлне питӗ килӗшни пирки палӑртать. Асилтеретпӗр, Никита Васильев велосипедпа Шупашкартан иртнӗ 2015 ҫулхине тухнӑ. Унан планӗнче — Владивостока ҫити ҫитесси. Хӗллехи вӑхӑта вӑл Вӑтам Азинче ирттернӗ, Казахстанра, Таджикистанра, Кӑркӑсстанра, Узбекистанра пулнӑ. Велоҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче чӑваш каччи хӑй мӗн курнипе, вырӑнти сӑнсемпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн Казахстанпа Раҫҫей чиккине каҫма тивӗ. |
Тӗнчере
![]() Евгений Акимов архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Германире скульпторсен пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Польшӑри, Украинӑри, Латвири, Германири, Раҫҫейри ӑстасем тупӑшнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Евгений Акимов унта Раҫҫей чысне хӳтӗленӗ. Унта унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов та кайнӑ. Фестиваль Сотрум хулинче иртнӗ. Кӑҫал унта «вупӑр карчӑк» темипе кӳлепесем касса кӑларнӑ. Чи малтан скульпторсем жреби туртса кӑларнӑ. Мӗн лекнине кайран ӑсталанӑ. Евгений Акимов ҫӗленсемпе ҫыхӑннӑ карчӑка касса кӑларнӑ. Вӗренекенӗ вара ачасен сӑнарне «чӗртнӗ». Фестивальте тӗрлӗ ҫӗршыври ӑстасем опытпа ылмашӑннӑ. Германире пурӑнакансем вара скульптурӑсемпе сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |