Тӗнчере
![]() Тӗрӗсрех, вӗсене тапӑнма уйрӑмах ҫӑмӑл. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Positive Technologies компани тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче. Пӗтӗмпе 500-е яхӑн веб-сайта хакланӑ. Ку шутра — банксенне, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенне, патшалӑх учрежденийӗсенне, промышленноҫ предприятийӗсенне тата телекоммуникаци компанийӗсенне сӑнанӑ. Сайтсен 62 процентине амантма ҫӑмӑллине асӑрханӑ. Икӗ ҫул каялла тӗрӗсленӗ чух ҫак цифра пӗчӗкрех пулнӑ иккен. Амантма уйрӑмах ҫӑмӑл сайтсен шутне МИХсенне кӗртнӗ. Вӗсенчен 80 процентне сиенлетме йывӑр мар иккен. Банк пулӑшӑвӗ кӳрекенсене илсен укҫа-тенкӗ тытӑмӗсенчен пӗри те пур енчен хӑрушӑ темелле мар иккен. Сиенлетекен чи анлӑ сарӑлнӑ меслет — сценарисене сайтсем хушшинче пурнӑҫлани. Иккӗмӗш вырӑнта — усӑ куракансен паролӗсемпе идентификаторӗсене ҫителӗксӗр хӳтӗлени. Программа чӗлхине илсен PHP чӗлхипе хатӗрленисене сиенлетес хӑрушлӑх уйрӑмах пsсӑк иккен. Ун йышшисенчен 76 проценчӗ шанчӑксӑррине асӑрханӑ. Java никӗсӗ ҫинче хатӗрленисенчен 70 процентне сиенлетес хӑрушлӑх пур, ASP.NET чӗлхипе хатӗрленисенчен — 55 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Паянтан пуҫласа Европа пӗрлешӗвӗнче 1600 ваттран хӑватлӑрах тусанҫӑтӑшсене (пылесоссене) лавккасенче сутма, туса кӑларма тата ытти патшалӑхсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Саккун кӑларакансен шухӑшӗпе ку 2020 ҫул тӗлне 19 тераватт-сехет перекетлеме май парӗ. Ку виҫе 4 электростанци хӑвачӗпе танлашать имӗш. Еврокомисси пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтччен сутакан тусанҫӑтӑшсен вӑтам хӑвачӗ 1800 Вт-па танлашнӑ. Уйрӑмах юлашки кунсенче суту-илӳ хӗрӳ пынӑ — 1600 ваттран хӑватлӑраххисем ытти кунсемпе танлаштарсан 50% ытларах сутӑннӑ. 2000 ваттлисене вара пушшех те туянса пӗтернӗ. Тепӗр 3 ҫултан саккун тата та вӑйлӑланӗ — 2017 ҫулхи авӑнӑн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа 900 ваттран хӑватлисене сутма юрамӗ. Ҫак саккуна ҫыракансен шухӑшӗпе тусан пуҫтарасси аппарат хӑвачӗпе пӗрре те ҫыхӑнман имӗш. Тусанҫӑтӑшсене хӗстереҫҫӗ пулсан кофемашинӑсене ирӗк парасшӑн — вӗсен хӑватне унччен чарни электроэнергие ытлашшиех перекетлемест иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Раҫҫей хӑйне хирӗҫле экономика санкцийӗсем йышӑннӑ ҫӗршывсенчен тавар кӳрсе килме чарнишӗн Евросоюз Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине ҫӑхавласшӑн. Кун пирки суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен еврокомиссар Карел де Гюхт каланӑ. Еврокомиссар авӑн уйӑхӗн ҫурринче ҫӑхавлама пултарнине пӗлтернӗ. Анчах хальлӗхе ку ыйтупа татӑклӑ йышӑну туман-мӗн-ха. Маларах Брюссельте Раҫҫей ют ҫӗршыв таварне кӳрсе килме чарнӑ фактпа Пӗтӗм тӗнчери организаципе канашласси пирки каланӑ. Ҫӑхавласси пирки каласан, пуринчен ытла Польша ҫапла тума ыйтать иккен. Ара, вӑл панулми сутмалли пысӑк рынока ҫухатнӑ-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Джеки Чан ӳкерчӗксемпе Аннета Егорова Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта 5-мӗш класра вӗренет. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче вӑл тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурса хатшӑннӑ. Унта Buddy Bear упан дизайнне суйланӑ. Конкурса JC Group фонд тата Джеки Чан актер йӗркеленӗ. Конкурса пӗтӗмпе 208 ҫын хутшӑннӑ: Раҫҫерен, Индирен, АПШран, Индонезирен… Аннета Прохорова 11 ҫул тултарман ачасен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсене Джеки Чан хӑй суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ӗнер Турцире пӗрремӗш хут Президента парламент мар, халӑх суйланӑ. Суйлаври 100% майлӑ сасӑсене шутланӑ хыҫҫӑн премьер-министр Реджеп Тайип Эрдоган пурӗ 52% пухни паллӑ пулнӑ. Тулли пӗтӗмлетӗве ҫурлан 11-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Экмеледдин Ихсаноглу йышӑннӑ, вӑл пурӗ 38,5% пухма пултарнӑ. Халӑхпа республика партийӗ тата националлӑ вӑй партийӗ тӑратнӑ кандидат Эрдогана выляса янипе килӗшнӗ ӗнтӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна курдсен кандидачӗ Селахаттин Демирташ тухнӑ. Вӑл пурӗ те 9,7% пухайнӑ. Реджеп Тайип Эрдоган 2003 ҫултанпа премьер-министр вырӑнне йышӑнать. Вӑл хӑй йӗркеленӗ вӑтамла исламлӑ тӳрӗ кӑмӑллӑхпа аталану партие ертсе пырать. 1994–98 ҫулсенче Эрдоган Стамбул мэрӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Раҫҫей Федерацийӗнчи темиҫе туроператор хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлайманнине пула Чӑвашра 300 ытла ҫын йывӑрлӑха лекнӗ. Чӑваш Республикин культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑт тӗлне 300 ытла ҫын укҫа тавӑрас тесе заявлени ҫырнӑ. Кусем — канма кайиманнисем. Тепӗр 95 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн чиккин леш енче иккен — вӗсем панкрута тухнӑ туроператорсем урлӑ канма кайнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра таврӑнас тӗлӗшпе йывӑрлӑха лекнӗ. Ҫак йышри ҫулҫӳревҫӗсенчен 60% Грецире, теприсем — Испанире, Болгарире, Кипрта, Тунисра, Чехинче тата АЭПра. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх йывӑрлӑха лекнӗ туристсене тӑван ҫӗршыва ятарлӑ рейссемпе тавӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Юлашки вӑхӑтра темиҫе туркомпани укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха лекни пирки пӗлетӗрех пулӗ. Утӑ уйӑхӗнче малтан темиҫе ҫул хушши аван ӗҫленӗскерсем хӑйсен ӗҫне чарса лартрӗҫ — «Нева», «Роза ветров Мир», «Экспо-тур». Юлашки вӑхӑтра ҫавӑн пекех йывӑрлӑха «Лабиринт», «Идеал-Тур» кӗрсе ӳкрӗҫ. Вӗсене пула чикӗ леш енчи 25 пин ҫын хальхи вӑхӑтра шар курать. Ростуризм пӑтӑрмахсем ытти туркомпанисемпе те пулма пултарасси пирки систерет. Паллах, инкеке лекнисене пулӑшу кӳмесӗр хӑвармӗҫ. Паян тата ыран Тунисран, Турцирен тата Грецирен вӗсене илсе килме пурӗ 7 рейс тумалла. Патшалӑх шучӗпе. Ростуризм пуҫлӑхӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Сафронов вара паянхи калаҫура пурне те Раҫҫейре канма сӗннӗ: «Эпӗ Раҫҫейре канма сӗннӗ пулӑттӑм — ку хатарсӑртарах». Туризм отрасльне ярса илнӗ пӑтӑрмахсенче хӑш-пӗр блогҫӑсем шӑп та лӑп Крымпа ҫыхӑнтарса пӑхатчӗҫ — халӑха унта яма сӑлтав хатӗрлеҫҫӗ имӗш. Олег Сафроновӑн сӑмахне ӗненсен вара ку чӑн та ҫапла пулни пирки шухӑшлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Конкурса хутшаннӑ Чӑваш Ен пикисем Ҫак кунсенче Китайра ҫулсерен иртекен «Miss All Nations 2014» пӗтӗм тӗнче конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫей чысне Чӑваш Ен моделӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Сушко, Шупашкарти Татьяна Ивановӑпа Анна Черкесова — хӳтӗленӗ. Хӗрсем илемлӗх конкурсне хутшӑнасси йывӑр ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашни кун иртен пуҫласа ҫӗрлеччен — репетици, фотосесси, шоу. Анна Черкесова ятарласа конкурс валли юрӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Пултарулӑх мисӗ» конкурсра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне конкурс йӗркелӳҫисем пынӑ та юрра ҫыртарма сӗннӗ. Ҫак юрӑ конкурс гимнӗ пулма пултарӗ-мӗн. Анна килӗшнӗ. Конкурсра тӗрлӗ ҫӗршыври пикесем пулнӑ. Кашни хӑйӗн чӗлхипе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш хӗрӗсен испанла, китайла, ытти чӗлхепе кӑштах калаҫма хӑнӑхма тивнӗ. Чӑваш Ен пикисем илемлӗх конкурсӗнче палӑрнӑ. Татьяна Иванова — ТОП-8, Анна Сушко ТОП-5 списока кӗнӗ. Анна «Туслӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Анна Черкесова вара «Шарм мисс» ятпа таврӑннӑ. Конкурсра 3-мӗш вырӑна Китай хӗрӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Германи пики. Коронӑна Боливири модель тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Икӗ ҫул каялла, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Costa Concordia лайнер Итали ҫывӑхӗнчи Кикӗл (выр. Джильо, ит. Isola del Giglio) шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫапӑнса шыва кайнӑччӗ. Ун чухне 4 200 ытла ҫынна карап ҫинчен ҫӑлма тивнӗччӗ, 30 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗлтӗр вара карапа шывран кӑларма пуҫларӗҫ те авӑнӑн 17-мӗшӗнче ӑна тӑратса лартрӗҫ. Ӗнер вара пӑтармах тӳснӗ карапа Хенуй (выр. Генуя) портне тимӗр-тӑмӑра яма илсе кайнӑ. 370 ҫухрӑмлӑ ҫула буксирсем 5 кун хушшинче ҫитмелле иккен. Тинӗсре унпа ҫуммӑн 10 карап, 2 баржа тата 2 вертолёт пулӗҫ. Унсӑр пуҫне 12 ҫын карапри лару-тӑрӑва шалтан сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама карап хуҫисен 1,5 млрд евро тӑкаклама тивӗ. Costa Concordia пӑтӑрмахне илсен пысӑк карапсен йышӗнче чи пысӑкки шутланать — ун кӳлепи пурте пӗлекен Титаникран 2,5 хут пысӑкрах. Пӑтӑрмахшӑн унӑн капитанне Франческо Скоттинона айӑплаҫҫӗ — карапа ҫыран патне ытла ҫывӑха илсе пынишӗн, ҫынсене карап ҫинчен кая юлса ҫӑлма пуҫланишӗн, карапа ыттисенчен маларах пӑрахса тарнишӗн. Пӗтӗмӗшле ӑна 2 697 ҫыллӑх тӗрмене лартасшӑн. Суд хальлӗхе вӗҫленмен-ха. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Самолетпа вӗҫекенсем унччен багажа регистрациленӗшӗн, хӑйсене пӑхнӑшӑн тата вырнаҫтарнӑшӑн укҫа тӳленӗ пулсан халӗ… сывлӑшшӑн укҫа кӑларса пама тивет. Сӑмах — Венесуэла аэропорчӗ пирки. Ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн, Каракасри Симон Боливар ячӗллӗ Майкети аэропортӗнчен ҫула тухакансен 18 доллар тӳлемелле пулать. Ку — ҫӗнӗ йышши кондиционерпа усӑ курнӑшӑн. Ӑна аэропортра кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вырнаҫтарнӑ-мӗн. Аэропорт администрацийӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ тытӑм сывлӑша тасамарлатакан япаласенчен хӑтарать, тавралӑха лайӑхлатать, пассажирсен сывлӑхне сыхлать-мӗн. Сывлӑш налукӗ утӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ӑна кашни пассажирӑн тӳлемелле пулӗ. Сывлӑшшӑн тӳлеттернӗшӗн чылайӑшӗ кӑмӑлсӑр, ҫавӑнпа халӑх тетелӗсенче ӑна хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |