Францире ҫул-йӗр йӗркине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Ҫакна ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсем ӳснине шута илсе кӗртнӗ. Унччен темиҫе теҫетке ҫул хушши ҫул-йӗр инкекӗнче вилекенсен йышӗ чакса пынӑ. Халь вара вӑл каллех ӳсме пуҫланӑ. Сӑлтавне руль умӗнче телефонпа калаҫнинче кураҫҫӗ. Ҫавна май Францире ҫул-йӗр правилине татах та ҫирӗплетнӗ.
Руль умӗнче калаҫма унччен те юраман. Халь вара калаҫас тесе ҫул хӗррине чарӑнса ларсан та водителе штрафлама пултарӗҫ. Мотора сӳнтерни те хӑтармӗ. Калаҫас тесен вӗсен машинран тухма тивӗ.
Штрафӗ вара пӗчӗк мар — 135 евро. Тенкӗ ҫине куҫарсан паянхи курспа вӑл 9 567 тенкӗпе танлашӗ.
Сӑмах май икӗ йӑрӑмлӑ ҫулсенчи чи пысӑк хӑвӑртлӑха та 90-ран 80 таран чакарнӑ. Ку пӗтӗм ҫӗнӗлӗхсем ҫул-йӗрти пӑтӑрмахсен йышне чакарасса шанаҫҫӗ.