Тӗнчере
![]() Японири NSK компани 13 минут ҫурӑ ҫаврӑнма пултаракан спиннер шухӑшласа кӑларнӑ. Ахаль спиннера илес пулсан вӑл темиҫе минут ҫеҫ ҫаврӑнайрать, ун хыҫҫӑн чарӑнать. Нумай вӑхӑт хушши ҫаврӑнтармашкӑн япун ӑстисем тӗнче уҫлӑхӗнчи уҫлӑхташсенчи (спутниксенчи) подшипникпа усӑ курнӑ. Ҫапла май вӗсен спиннерӗн хакӗ 17 пин иенӑпа (157 доллар е 9400 тенкӗ) танлашнӑ. «Пӗлсех тӑратпӑр, эпир кӑларнӑ япала чи вӑрах ҫаврӑнма пултараканскер», — тенӗ компанийӗн микропрезици пайӗн пуҫлӑхӗ Тосикадзу Исии. Спиннер — юлашки вӑхӑтра модӑна кӗнӗ тетте. Варринче унӑн тимӗртен е керамикӑран тунӑ подшипник вырнаҫнӑ, айӑккисенче — темиҫе ҫунат. Пӗрисем ку тетте кӑмӑла лӑплантарать тесе шутлаҫҫӗ, теприсем сывлӑха сиен кӳрет тесе. Нумай пулмасть Роспотребнадзор та спиннерсемпе кӑсӑкланса кайнӑ — ачасен сывлӑхӗшӗн сиен пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Тӗнчере
Ҫак кунсенче эпӗ 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳреве хутшӑнтӑм. Кӑҫал унӑн ҫулӗ Казахстан ҫӗрне выртрӗ, Туркестан хулине. Ҫавна май ҫул ҫинче тунӑ хӑш-пӗр шухӑшсемпе паллаштарас килет. Пӗрремӗшӗ. Пилӗк пӳрне пирки чӑваш юмахне илтсе пуль? Манса кайнӑ пулсан аса илтерме те пултаратӑп. Пилӗк пӳрне улаха пухӑннӑ та калаҫаҫҫӗ тет. «Ҫиес килет», — тет пуҫ пӳрни. «Укҫа ҫук», — хуравлать шӗвӗр пӳрне. «Кивҫен илес», — калать вӑтам пӳрни. «Илсен парасси», — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет ятсӑр пӳрни. Кача пӳрни вара: «Ҫиес те тарас!», — терӗ тет татӑклӑн. Юмах кӑна-ха та, анчах ҫак пӗчӗк юмахра та тӗпчемелли, ҫӗннине пӗлмелли пайтах. Пӳрне ячӗсене вӗренме лайӑх пулни пирки халь асӑнса тӑмӑп. Сӑмахӗ вара кача пӳрнин сӗнӗвӗ ҫинчен. Ак халь ҫул ҫинче пултӑм та ҫак юмах аваллӑхӑн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне уҫса пама пултарнине куртӑм. Сӑмахран, авал хупахсенче мӗнле апатланни пирки. Мӗншӗн тарасшӑн-ха кача пӳрне? Хуравӗ вара ҫиелте иккен. Ҫул ҫинче чайханасене сахал мар кӗрсе тухрӑмӑр. |
Тӗнчере
![]() Швецире Чӑваш Енри пейзажпа киленнӗ. Мускавра пурӑнакан Кирилл Кравченко хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Вӑл курава «Чӑваш Ен — тавралӑха кур» ят панӑ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсенче пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсем сӑнланнӑ. Пӗтӗмпе 20 ӗҫ хатӗрленӗ вӑл. Кирилл ку чун киленӗҫӗпе 19 ҫултанпа интересленет. Вӑл Мускавра Правительство пресс-службинче ӗҫлет. Фотограф Чӑваш Ене канма килме кӑмӑллать. Вӑл кунта юлташӗсем патне хӑнана килет. Ку унӑн пӗрремӗш куравӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Ене отпуска килнӗ, ҫав вӑхӑтра нумай сӑнӳкерчӗк тунӑ. Ун ӗҫӗсемпе ҫынсем кӑсӑкланнӑ, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Кирилл ҫитес вӑхӑтра каллех Чӑваш Ене килесшӗн. Ун чухне вӑл пирӗн патри пӗвесене ӳкересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Грузире Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасем те, амӑшӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 40 ытла ҫын ҫитнӗ. Конкурса Чӑваш Енрен 7 ҫулти Александрӑпа унӑн амашӗ Наталья Максимова хутшӑннӑ. Пӗчӗк Саша унччен те Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ, «Раҫҫейри пӗчӗк мисс» пулнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна амӑшӗпе Грузири конкурса йыхравланӑ. Наталья Максимова амӑшӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хӗрӗ те номинацире мала тухнӑ. Максимовӑсем чӑваш наци культурипе паллаштарнӑ: ялавӗпе, костюмӗпе, тӗррипе, сувенирӗсемпе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Конкурс хыҫҫӑн Сашенькӑна Нью-Йоркри пысӑк мода эрнинче модель пулма чӗннӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Олег Галущенко (Кишинёв) тат Эрбина Никитина (Шупашкар) Молдави Республикинчи конференци вӑхӑтӗнче Ҫу уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Молдави Республикинче «Этнологическое наследие: концепции, тенденции и подходы» (чӑв. Этнологи эткерлӗхӗ: концепци, тенденци тата ҫул-йӗрсем) ятпа пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна ҫав ҫӗршыври Ӑслӑлӑх академийӗн Культура эткерлӗхӗн институчӗ тата Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен гуманитари енчен килӗштерсе ӗҫлессипе ӗҫлекен фончӗ йӗркеленӗ. Унта Арменири, Беларуҫри, Молдавинчи, Украинӑри тата Раҫҫейри 100 ытла ученӑй хутшӑннӑ. Ҫав шутра пирӗн Чӑваш Ен пайташӗ пулнӑ. Телейлӗ ҫав ҫын — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти кооператив институчӗн доценчӗ, редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина. Кишиневри конференцие вӑл Молдавинчи Географсемпе этнологсен ассоциацийӗн президенчӗ, географи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Дорин Лозован йыхравланипе кайнӑ. Вӑл Чӑваш Енри ӗҫтешсемпе: Георгий Матвеевпа, Виталий Станьялпа, Атнер Хусанкайпа — туслӑ. Унтан та ытларах: Чӑваш Енри тавра пӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ют ҫӗршыври пайташӗ. |
Тӗнчере
![]() Германири инженер Филипп Риталер Чӑваш Енре «буханка» туяннине, унпа Германие ҫула тухнине пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче Филипп тӑван тӑрӑхне ҫитнӗ. Вӑл Франфурт ҫинчи Майн хулинче пурӑнать. Нимӗҫ Чӑваш Енрен тухсан ҫул ҫинче 9 кун пулнӑ. Ҫул ҫинче нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман. Кӑштах ҫӗмӗрӗлсен хӑйех юсанӑ. Филипп ҫул ҫинче чылай илемлӗ вырӑнта пулса курнӑ. Унӑн ашшӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкара ҫитнӗ. Каялла кайнӑ чухне вӗсем руль умӗнче черетпе ларнӑ. Вӗсем Мускавра виҫӗ кун пулнӑ, хулапа паллашнӑ. Унтан Латвие тата Литвана юлташӗсем патне кӗнӗ. Киле ҫитсен машина пӗтӗмпе 4433 ҫухрӑм чупнине кӑтартнӑ. Кӳршисем хӑйне евӗр машинӑпа интересленме тытӑннӑ. Халӗ «буханкӑна» урӑхлатаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн Филипп унпа ҫула тухӗ, тӗнче курса ҫӳрӗ. Аса илтерер: нимӗҫ Шупашкара ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче УАЗик илме килнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Д. Михлеев хӑйӗн «Ось земли» кӗнекин хӑтлавӗнче (Палестина). Россотрудничество сайтӗнчен илнӗ. Белоруссире пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи тата кинорежиссерӗ Дмитрий Михлеев хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне Палестинӑри вырӑс культурин Центрӗнче ирттерни, унта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ «Ось земли» кӗнекине хӑтлани пирки республикӑри хаҫатсенче нумаях пулмасть ҫырчӗҫ ӗнтӗ. Минска таврӑнсан ӑна «Беларусьфильм» наци киностудин илемлӗх ертӳҫи Вячеслав Никифоров хӑй патне чӗнтернӗ. — Вячеслав — манӑн тахҫанхи сябра (пӗлӗш), — пӗлтерет Дмитрий Никонорович хӑйӗн ҫырӑвӗнче. — Пӗлтӗр вӑл Мускаври кинофестивальте «Золотой Орел» тӗп приза илме тивӗҫ пулчӗ. Кӗҫех ӑна Минска чӗнсе илчӗҫ те киностудие ертсе пыма ыйтрӗҫ. Калас пулать, Беларусьри киноӗҫченсем юлашки вӑхӑтра чылай йывӑрлӑх тӳсрӗҫ, халӗ лару-тӑру улшӑннӑ, кино ӳнерне кунта ҫӗнӗ вӑйпа малалла ярасшӑн. Вячеслав мана сценари ҫырса пама ыйтрӗ. Сюжетне хӑй шутласа тупнӑ. Ун тӗп сӑнарӗ — ача ҫуртӗнче ӳсекен чарусӑр шӑпӑрлан, вӑл таҫта та ҫитсе темтепӗр кӑтартать, ӑна пӗчӗк Остап Бендер теме те пулӗччӗ. Сценарин малтанхи вариантне ака уйӑхӗ вӗҫнелле ӗлкӗртсе парасшӑн, фильм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне экран ҫинее тухмалла. Халӗ пуҫ ҫӗклемесӗр тӑрмашатӑп. |
Тӗнчере
![]() РФ Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Парижри Раҫҫей культурин православи центрӗнче йӑла-йӗрке костюмӗсен, наци музыка инструменчӗсен, теттисен тата йӑлари япаласен куравӗ уҫӑлӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Раҫҫейрен суйланӑ тӑхӑр регион йышне кӗнӗ. Вӗсем Парижри куравра хӑйсен наци экспоначӗсене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енсӗр пуҫне унта Пушкӑрт, Дагестан, Карели, Коми, Хакас республикисем, Астрахань, Липецк, Тула облаҫӗсем хутшӑнӗҫ. Экспозицире наци костюмӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, музыка инструменчӗсем тата ыттисем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Ӗнер, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Жэньминь жибао» хаҫатӑн телепроектне хутшӑннӑ. Ку кӑларӑм — тӗнчери чи пысӑк хаҫатсенчен пӗри. Унӑн тиражӗ — 3 миллиона яхӑн. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Китай хаҫатҫисем Михаил Игнатьевпа пирӗн тӑрӑхра Китай усламҫисемпе пӗрле хута яма пултаракан проектсем пирки калаҫнӑ. Туризма аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ. Михаил Васильевич инвестици хывма Чӑваш Ен ҫӗршыври чи хӑтлӑ ултӑ регион шутне кӗнине, вырӑнти Правительство инвесторсем валли лайӑх услови туса панине пӗтернӗ. Ют ҫӗршывсемпе ӗҫлес опыт пирки сӑмах хускатнӑ май Чӑваш Ене Япони, Испани, Итали тата ыттисем лайӑх енчен хакласа кунта производство уҫнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Смартфонсем валли кӑҫал ҫӗнӗ приложени тухмалла. «Амикуму» ятлӑскер пӗр-пӗр чӗлхене пӗлекене шыраса тупма пулӑшмалла. Андроид тата iOS валли хатӗрленӗскере утӑ уйӑхӗ тӗлне кӑларасшӑн. Ҫӗнӗ приложенипе пуш уйӑхӗнче те паллашма пулать — вӑл вӑхӑтра унӑн тӗрӗслев тапхӑрӗ пырӗ, ҫавна пула «Амикуму» эсперантолла кӑна пулӗ. Амикуму мӗнле ӗҫлӗ? Енчен те, сӑмахран, сире пӗр-пӗр тутарла пӗлекен ҫын кирлӗ пулса тӑчӗ пулсан ятарлӑ пускӑч ҫине пуснӑ хыҫҫӑн приложение тутарла пӗлекен ҫывӑхри ҫынсене тупса парӗ. Сирӗн вара ҫав ҫынпа ҫыхӑнасси кӑна юлӗ. Калама кӑмӑллӑ — ытти чӗлхесемпе пӗрлех унӑн интерфейсӗ чӑвашла та пулӗ. Пирӗн чӗлхеллӗ верси чи малтан кӗртнисен йышӗнче пулӗ. Амикуму приложенине тума укҫана Кикстартер платформа урлӑ пухнӑ. Пурӗ 27 пин евро пуҫтарнӑ (1,8 млн тенкӗ). Пулӑшакансем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесенчен пулни паха — Раҫҫейрисем 7-мӗш вырӑнта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |