Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ветеранӗ, чӑваш халӑх артистки Лидия Красова 75 ҫул тултарнӑ.

75 ҫултан 53 ҫулне театрта ӗҫлесе ирттернӗ.

Лидия Квасова Ҫамрӑксен театрӗн театр студийӗнче тата Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Професси сцени ҫине пуҫласа 17 ҫулта тухнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Александр Федосеев художник куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара республикӑн Культура министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.

Александр Михайлович Чӑваш Енӗн Художниксен союзӗн хастар членӗ пулнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫав пӗрлешӗве председатель пулса ертсе те пынӑ. Вӑл республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри куравсене хутшӑннӑ, хӑйӗн опычӗпе ҫамрӑк художниксене паллаштарнӑ. Александр Федосеев чылай ҫул Шупашкарти ӳнер училищинче преподаватель пулса тӑрӑшнӑ.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин строительствинче чи малтан ӗҫленӗ Иван Баданов 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл хулари ҫуртсен никӗсне кӑна мар, ӑрусен пуласлӑхне те никӗс хывнӑ.

Иван Иванович мӑшӑрӗпе Екатерина Егоровнӑпа ҫур ӗмӗр ытла пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫемйи – ҫирӗп юрату тӗслӗхӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_267686
 

Персона
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри хастарсем техника наукисен докторӗ Василий Николаев ҫуралнӑ кун пулнине асра тытса унӑн палӑкӗ патне кайса пуҫ тайнӑ. Ку хыпара Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Вӑл Василий Васильевич чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, техника наукисен докторӗ, хӑй вӑхӑтӗнче «Оренбургазпромӑн» тӗп директорӗ пулнине пӗлтернӗ.

Василий Николаев (11.02.1939 - 28.06.2007) Пушкӑртстанри Авӑркас тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл «тӑван халӑх историне тӗпчесе, несӗлсемпе мӑнаҫланса» кӗнекесем, «Чӑваш костюмӗ» альбом кӑларнӑ.

 

Персона

ЧАССР тата Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, дирижер, педагог тата мусӑкҫӑ Эдуард Борисов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн чӗри ӗнер тапма пӑрахнӑ.

Маэстро 87 ҫула кайсан пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти музыка училищин преподавателӗ пулнӑ. Эдуард Геннадьевич 1939 ҫулта Ижевск хулинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх консерваторине тӑмра класне пӗтернӗ, 1966 ҫулта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗрентме пуҫланӑ. Унта вӑй хунӑ тапхӑрта вӑл 300 ытла мусӑкҫӑ-специалиста хатӗрленӗ.

 

Персона
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑӳкерчӗк

«Ҫыхӑнура» форумра Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн курткине сӳтсе яваҫҫӗ. Сӑмах салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ (25 кубла метр вутӑ) ӑсатнӑ чухне республика ертӳҫи тӑхӑннӑ ҫипуҫ пирки пырать.

Элтепер куртки Италире туса кӑларакан «Morris-L» моделе аса илтерет-мӗн. Ун пек куртка 300 пин тенкӗ ытла тӑрать иккен.

 

Персона
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Илья Степанов композитора халалласа Красноармейскинче кӗвӗ-ҫемӗ каҫӗ ирттернӗ.

Композитор кӗвӗленӗ юрӑсене Красноармейскинчи культура ҫурчӗн халӑх фольклор ансамблӗ шӑрантарнӑ. Коллектива Антонина Никонорова ертсе пырать, баянисчӗ - Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Никоноров.

Уявра «Шӑнкрав курӑкӗ» (сӑвви Вениамин Пехилӗн), «Юрату сӑмсахӗ» (сӑвви Николай Карайӑн), «Ҫул юхать, юхать» (сӑвви Иван Ахратӑн) юрӑсем янӑранӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall447662497_6027
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Иван Сельцов паян 90 ҫул тултарнӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Тӑрӑнта ҫуралнӑскер халӗ республика тӗп хулинче пурӑнать. Ӑна халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центран социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Мучин икӗ хӗрӗ, Ольгӑпа Евгения та, ашшӗшӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Ватӑ ҫын чун киленӗҫне пахчара тӑрмашнинче тупнӑран ҫулла ӑна дачӑна илсе каяҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне арҫын йывӑҫа касса чутлама юратать. Ку ӑсталӑха вӑл ача чухнех хӑнӑхнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru
 

Персона
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнчи Юрий Илюшкин Камчаткӑра апат пӗҫерет. Чӑваш арҫынни «Берингия Авача» ӑмӑртура шеф-поварта ӗҫлет иккен. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл унта хутшӑнакансен тата каюрсен апатланӑвӗшӗн яваплӑ, унӑн команди вӗсене тутлӑхлӑ апат ҫитерет. Юрий Илюшкин шаркку, борщ та пӗҫерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/17023
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян республикӑри чи аслӑ ҫынпа, 107 ҫула кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗпе Иван Ермолаевпа сывпуллашнӑ.

Вӑл Етӗрне хулинче пурӑннӑ. Иртнӗ ҫул, 106 ҫул тултарсан, вӑл Раҫҫей ветеранӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗ пулса тӑнӑ. Ун чухне ветеран хаваспах наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнмелли акцие хутшӑннӑ.

Етӗрнен хисеплӗ ҫыннине Етӗрне масарӗнче пытарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ...218
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ҫу, 28

1909
117
Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ.
1914
112
Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1924
102
Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй