Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер каҫхине Канаш хулинче 4 султи ача нумайй хваттерлӗ ҫуртӑн 4-мӗш хутӗнчен тухса ӳкнӗ.
Инкек «Хӗвелтухӑҫ» микрорайонти 28-мӗш ҫуртра каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Вӑл вара ӑна чӑтайман. Ачана больницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна тухтӑрсем медпулӑшу параҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла: чӳрече ҫинче блокиратор пулнӑ, анчах ҫав самантра чӳрече уҫӑ тӑнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
