Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Энтриел ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче сарай тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралтӑ таврашӗн стенисем те сиенленнӗ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» 20 минутран лӑплантарнӑ. Ҫулӑма ҫурт ҫине куҫма паман. Пушарта 10 сурӑхпа 2 сыснана ҫӑлма май килнӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 372 пушар пулнӑ. Вӗсенче 21 ҫын вилнӗ, 20-ӗн суранланнӑ. Пушарсенче 69 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 13 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче авари пулнӑ. Малтанлӑха ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Рено Дастер» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри водитель тата пассажир аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Авари вырӑнӗнчен иртсе каякансем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула Ҫӗрпӳ хулинчен пуҫласа Сӑнав поселокӗ таран пӑкӑ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashenkalasat каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакан пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмсем конкурса хутшӑнӗҫ. «Эпӗ – хӗрарӑм» конкурса Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ тата «Пӗрле» аталанӑвӑн фончӗ йӗркелет. Ӑна пӗрремӗш хут 2021-мӗш ҫулта ирттернӗ. Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен видеоролик хатӗрлемелле. «Унта хӑйсем, ҫемье, ӗҫ, ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа кӑтартмалла. Халӑхшӑн тӑрӑшнине, ырӑлӑх пуҫарӑвӗсене хутшӑннине палӑртмалла», — тесе пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер каҫхине, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта темӗнле ҫынсем троллейбуса пенӗ. Ҫав вӑхӑтра транспортра ҫын нумай пулнӑ. Троллейбус ҫав самантра Винокуров урамӗнчен Строительсен урамне пӑрӑнма тӑнӑ. Палламан ҫынсем пенӗ хыҫҫӑн транспортӑн кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Юрать-ха, ҫынсем аманман. Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Канашра арҫын 5-мӗш хутран персе аннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку 14 сехетре Машиностроительсен урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫурт умне васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем, полицейскисем ҫитнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын балкон ҫинче телефонпа калаҫса тӑнӑ. Ӑнсӑртран вӑл пуҫхӗрлӗ персе аннӑ. Юрать-ха, аялта улмуҫҫи пур. Арҫын ҫавӑн ҫине персе анса чӗрӗ юлнӑ. Пуҫне амантнӑскере тухтӑрсем илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ Кӗҫӗр Каҫал тӑрӑхӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫула тухнӑ пӗр машина водителӗ ҫывӑрса кайнӑ та хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайса тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. «Audi» автомобиль рульне 22 ҫулти каччӑ тытса пынӑ. 1 сехет те 44 минутра вӑл А-151 ҫул ҫинче хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ-2114» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобилӗн 30 ҫулти водителӗ вилнӗ тата 33-ри пассажир йывӑр аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Элӗк муниципаллӑ округӗнче «Никольски - Етӗрне - Нурӑс» ҫул ҫинче мотоцикл аварие лекнӗ. 19 ҫулти каччӑ «Ирбис» мотоциклпа пынӑ чухне руле итлеттереймен - кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унӑн права та пулман. Вӑл пӗччен пулман. Икӗ пассажир, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем, аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Пӗрне киле янӑ. Водителе те пульницӑна вырттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрла 9 ҫулти арҫын ачана вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви ачана кукамӑшӗ пӑвса вӗлернӗ тесе шутлать. Верси ҫакнашкалтарах: кукамӑшӗпе мӑнукӗ хваттерте пулнӑ (унта ача, унӑн амӑшӗ тата кукамӑшӗ пурӑннӑ). 61 ҫулти кукамӑшӗ тахӑш самантра мӑнукне пӑвса вӗлернӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл килтен тухса кайнӑ. Ӑна полицейскисем дачӑра тытса чарнӑ. Амӑшӗ ӗҫрен таврӑнсан ача виллине тупнӑ. Мӑнукне мӗншӗн вӗлернӗ? Следстви ҫакна уҫӑмлатать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма ача хӑйне мӗнле тытни килӗшмен. Следстви суда хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарта пӗр арҫын хӗрарӑма ҫӳҫрен тытса сӗтӗрнӗ. Пӑтӑрмах Бзаа проездӗнче пулса иртнӗ. «Land Cruiser М407МК 21рус» машина водителӗ ҫамрӑк хӗрарӑма машинӑран тӗксе кӑларса янӑ, унтан ӑна ҫапнӑ, кайран ҫӳҫӗнчен тытса ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрнӗ, унтан вӑйпа машинӑна кӗртсе лартнӑ. Cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх, право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсем малтан машинӑна тупнӑ. «Лэнд Крузер» авомобиль коопераци институчӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗр айӗнчи паркингра ларнӑ. Кӗҫех арҫынна та тытса чарнӑ. Вӑл ҫав вӑхӑтра урама ачапа уҫӑлма тухнӑ. «Ҫыхӑнура» форума малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ хӗрарӑм — арҫыннӑн гражданла арӑмӗ. Арҫын унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Стемас ялӗнче 64 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. 19 сехет те 25 минутра унӑн килӗнче пушар пуҫланнӑ. Ҫулӑм пӳрт тӑррине, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Пушар 45 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел те, инекре кил хуҫи, 64 ҫулти арҫын, вилнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |