Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
t.me/mnogonazi каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем
t.me/mnogonazi каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем

Шупашкарта ют ҫӗршыв ҫынни тепӗр ҫынна вилмеллех амантнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл тӑван тӑрӑхне тухса кайнӑ.

«Ситроен» водителӗ светофорӑн хӗрлӗ ҫутинче чарӑнса тӑман, сулахаялла пӑрӑнакан «Лада Гранта» машина ҫине пырса кӗнӗ.

Аманнӑ водитель пурнӑҫӗшӗн тухтӑрсем пӗр эрне кӗрешнӗ, анчах ӑна ҫӑлса хӑварма май килмен.

«Ситроен» машинӑн страховка та пулман, автомобиле регистрацилемен.

«Ситроен» водительне арестлемен иккен, пуҫиле ӗҫ пуҫариччен вӑл пирӗн ҫӗршывран тухса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mnogonazi/27976?single
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри суд приставӗсен сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри суд приставӗсен сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын кредит илнӗ те уншӑн тӳлеме васкаман. Пӗтӗмӗшле парӑм виҫи 750 пин тенке ҫитсе кайнӑ.

Арҫын парӑма тӳлесе пыманран суд приставӗсем унӑн «БМВ» машинине арестленӗ. Автомобиле сутасран хӑранипе арҫын парӑма тӳлесе татнӑ. Кредит парӑмӗсӗр пуҫне вӑл суд приставӗсене тӳлемелли укҫана та, пурӗ 50 пин тенкӗ, кӑларса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
 ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗнсе каймалла кӗвӗҫ чунлӑ пулнӑ.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхине 40-ри арҫын хӑй килӗштерекен хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗн килӗ умӗнче хайхи унчченхи упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Ӑна вӑл пӑрӑҫлӑ баллонран сирпӗтнӗ. Сӑмах май каласан, унччен вӑл хӗрарӑма хӗненӗ, ӑна уншӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Хальхинче арҫынна суд 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Улатӑрта пурӑннӑ упӑшкипе арӑмӗн Волгоград облаҫӗнчи хӑрушӑ аварире пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Авари ӗнер ирхине 4 сехет ҫурӑра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа Рио» ҫӑмӑл машина водителӗ дистанцие пӑхӑнман, йывӑҫ тиенӗ «Мерседес» прицепӗ айне кӗрсе кайнӑ.

Кун хыҫҫӑн ҫӑмӑл машина тата прицеп ҫунма тытӑннӑ. «Киа Рио» водителӗ тата унта пулнӑ икӗ пассажир васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/115207
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем 4 ҫын пурнӑҫне ҫалнӑ.

Ирхи 6 сехет ҫурӑра пӳлӗм хуҫи, хӗрарӑм, ӗҫе кайнӑ, электричествӑпа ӑшӑтакан кӑмакана ҫутса хӑварнӑ. Унӑн 12-ри ывӑлӗ вара ӑшӑнас тесе тата электроплита ҫутнӑ. Арҫын ача тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ та кӳршисем патне чупнӑ.

Пушарнӑйсем 3-мӗш хутри чӳречерен арҫын ачана тата арҫынна эвакуациленӗ. Тепӗр икӗ ҫынна ҫӑлав хатӗрӗсемпе усӑ курса урама кӑларнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электросеть авариллӗ режимра ӗҫленине пула тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта 17-ри каччӑ ашшӗне хваттертен кӑларса янӑ та алӑка питӗрнӗ, шалта унпа пӗрле амӑшӗ тата шӑллӗ юлнӑ. Ку ӗнер каҫхине 17 сехет тӗлӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ.

44-ри арҫын полицие шӑнкӑравласа ывӑлӗ хӑйне килпетсӗр тытнине, вӑл ӑна хваттертен кӑларса ярса алӑка питӗрнине, шалта унпа пӗрле амӑшӗ тата кӗҫӗн класра вӗренекен шӑллӗ юлнине пӗлтернӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Вӗсем каччӑпа калаҫса ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ, анчах лешӗ алӑка уҫма хирӗҫленӗ. Юрать-ха, амӑшӗ меллӗ самантпа усӑ курса алӑка уҫма пултарнӑ. Каччӑ ӑна уринчен ҫӗҫӗпе икӗ хутчен чикме ӗлкӗрнӗ.

17-ри каччӑ наркотик витӗмне лекнипе шутра тӑни паллӑ. Ӑна тытса чарсан сипленме вырттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Вӑрмар поселокӗнче 45 ҫулти хӗрарӑма вилмеллех ҫапса кайнӑ.

Ку инкек каҫхине 18 сехет те 9 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Баргузин» ГАЗ машина рулӗ умӗнче ларнӑ 34-ри водитель «зебра» урлӑ каҫакан хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/8328
 

Пӑтӑрмахсем
epp.genproc.gov.ru сайтри сӑн
epp.genproc.gov.ru сайтри сӑн

Тӑванне ҫӗҫӗпе 101 хутчен чикнӗ 20 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ пӑхса тухӗ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Куславкка округӗнчи Минкӗш ялӗнче хӗрӗнкӗ пулнӑ. Вӑл тӑванӗпе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ, кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫӗҫӗпе 101 хутчен лектернӗ. Лешӗ вырӑнтах вилнӗ.

Следстви вӑхӑтӗнче каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах вӑл тӑванӗпе мӗншӗн хирӗҫнине астумасть-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
penza.aif.ru сайтри сӑн
penza.aif.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра ҫӑлавҫӑсем Атӑлтан 53 ҫулти арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Ӑна Мускав ҫыранхӗрринчи носос станцийӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех иртнӗ талӑкра республикӑра икӗ пушар пулнӑ. Чантӑрта пӗр кил хуҫалӑхӗнче вутӑ ҫуннӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. Тӑвай округӗнчи Вӑтаяль ялӗнче 75 ҫулти хӗрарӑмӑн кил хуҫалӑхӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта 10-ри ачана таптаса кайнӑ троллейбус водителӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Аса илтерер: инкек чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехетре Винокуров урамӗнчи 103-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача телефонпа калаҫса утнӑ хушӑра светофор хӗрлӗ ҫутӑ ҫутнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине троллейбус пырса кӗнӗ.

Троллейбус рулӗ умӗнче 38 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Унӑн водитель стажӗ — 1 ҫултан сахалрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ...450
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 21

1963
63
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
19
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ