Персона
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Федор Павлов драматург тата композитор палӑкӗ валли эскиз проекчӗсене малалла йышӑнасси пирки аса илтерет. Конкурс ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-мӗш пӳлӗме ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те пӗлтернӗ: 8 (8352) 64-20-68. Федор Павлов 1892 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче ун чухнехи Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Етӗрне уесӗнчи Чиркӳллӗ Патӑрьяль ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет. 1911–1913-мӗш ҫулсене Федор Павловӑн композитор пултарулӑхӗнчи пуҫламӑш тапхӑр тесе хаклаҫҫӗ. Ун чухнех унӑн инструмент тата вокалпа симфони кӗвви валли ҫырнӑ хӑйне евӗр хайлавӗсем — «Чӳк» тата «Вӑйӑ» — ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Екатерина Георгиева Чулхула облаҫӗнче машинӑпа ӗне сӑвакансен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче пулнӑ. Унта Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро фирма» предприятире ӗҫлекен Екатерина Георгиева Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ. Конкурсра теори ыйтӑвӗсем те пулнӑ, аппарата сӳтсе пуҫтарма, ӗне сума та тивнӗ. Конкурса Раҫҫейри 54 регионтан килнӗ. Пирӗн ентеш унта хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ушкӑнра (45 ҫул тултарман хӗрарӑмсен йышӗнче) 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна дипломпа, РФ Ял хуҫалӑх министерствин тав хучӗпе чысланӑ. Екатерина Гергиева Тӑвай районӗнчи Тушкил ялӗнче 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурса хутшӑнса мала тухма пултарнӑ. Екатерина 2 ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Михаил Игнатьев Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевӑн инаугураци иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ. Аса илтеретпӗр, Михаил Игнатьев должноҫа кӗнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ лару-тӑру 12 сехетре Правительство ҫуртӗнчи Ларусен залӗнче иртет. Инаугурацие Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн теле- тата радиоэфирӗнче, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗнче трансляцилеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн пайташӗсен, тепӗр майлӑ каласан, министрсен, федерацин территорири влаҫ органӗсемпе Чӑваш Республикин вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен тата чӗннӗ хӑнасен умӗнче тупа тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Игорь Яковлев Ӗнер тӗнче тетӗлӗнчи паллӑ ҫын Игорь Яковлев вилнӗ. «Чӑваш IT, Fido тата Интернетӗнчи ӗмӗр символӗ», – тесе хаклать ӑна, сӑмахран, «Ҫыхӑнура» (На-связи) интернет-проектри калаҫӑва хутшӑнакан, хӑйне remark тесе ҫыракан ҫын. Интернет-технологире Игорь Яковлева вӑйлӑ специалист пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Fido сете аталантарма пуҫланӑскер самай ҫул Чӑваш Енӗн Президент Администрацийӗнче ИТ-проектсемпе ӗҫленӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ шухӑш сӗнекенсер ырӑ кӑмӑллӑ та пулӑшма хатӗр, уҫӑ чунлӑ пулнине калаҫҫӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен порталне ҫав маттур иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗн ҫуррисенче ӗҫлеттерсе яраканӗ пулнӑ тесен те йӑнӑш мар. Игорь Яковлев унта малтанхи кунсенчен тытӑнсах тимленӗ. Сайтӑн администраторӗ пулнӑ май вӑл влаҫ органӗсен ӗҫне уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ. «Чӑвашра пурӑннӑ май вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та тӑвас килчӗ. Шрифтсем хушрӑмӑр, чӑваш чӗлхи хушрӑмӑр. Унтан сайта кӗрекенсем те йышланчӗҫ», – тенӗ вӑл сайтӑн 15 ҫулхине патшалӑх телерадиокомпанийӗ халалланӑ телесюжетра. Юлашки вӑхӑтра Игорь Яковлев «Ҫыхӑнура» интернет-проектра ӗҫленӗ. Унпа ыран, Шупашкарти Граждан урамри 19-мӗш ҫуртра, 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 10 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Куратӑп эп — Стихван пиччемӗре. Тен, вӑл «туратлӑрахчӗ», пуль — йышра. Тен, «тӑрӑнатчӗ» пулӗ. Эп пӗрех Хама унпа туяттӑм ӑшӑра», — тесе ҫырнӑ хӑй вӑхӑтӗнче Геннадий Айхи поэт чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли пирки вӑл вилсен. Ҫапла, поэт ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман. Самар облаҫӗнче 1910 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗскер 66-ра леш тӗнчене ӑсаннӑ. Теприсем тата сахалтарах пурӑнаҫҫӗ те, тен, ытлашши сахал та мар пулӗ кун пек кун-ҫул. Юрӗ, паян сӑмахӑм ун пирки мар. Хусанти педагогика институтӗнче вӗресне ӑс пухнӑ Стихван Шавли ятне чӑваш литературине юратакансем аван пӗлеҫҫӗ, унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем те сахал мар юрӑ ҫырнӑ. Ыран, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа Шупашкарти Литература музейӗ «Ҫӗр ҫинчи йӗр» литературӑпа музыка каҫӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл 14 сехетре пуҫланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Иакинф Бичурин Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн тенӗ те чӑваш, анчах выртан каска мӑкланнӑ тенине шута илсен ӗмӗт пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртме пулатех тесе шухӑшлас килет. Кӳкеҫри нумаях пулмасть Н.Я. Бичурина халалласа черетлӗ хутчен вулав ирттернӗ. Ӑна унти «Бичурин тата хальхи самана» музей кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Хальхине музейҫӑсем Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа 238 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑҫалхи вулава районти Культура ҫуртӗнче пухӑннӑ. Республикӑри ятлӑ-сумлӑ ӑсчахсемпе, тӗрлӗ тӳре-шарапа пӗрлех аякри чӑвашсем те — Тӗмен облаҫӗнчисем — хутшӑннӑ унта. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн пайташӗ С.К. Антонов пӗрлешӗвӗн ертӳҫи И.Н. Маслова ячӗпе салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл Тӗменри чӑвашсен ассоциацийӗ Иакинф Бичурина халалласа Тобольск хулинче асӑну хӑми вырнаҫтарас шухӑшлине пӗлтернӗ. Иакинф Бичурин Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑпа ӑна Китая кӑна мар, Ҫӗпӗре те илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем президиумӑн черетлӗ ларӑвне пухӑннӑ. Унта вӗсем ытти ыйтупа пӗрлех Геннадий Волкова асӑнса лартма палӑртнӑ палӑка Беларуҫ ҫӗршывӗнчен илсе килсе вырнаҫтарса лартассине те сӳтсе явнӑ. Президиум членӗсем палӑка туса ҫитерме тата 200 пин тенкӗ пухма калаҫса татӑлнӑ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов 100 пин тенкӗ пама килӗшнӗ, ыттисем те укҫа енчен пулӑшма шантарнӑ. Геннадий Никандрович Волкова пӗлмен ҫын сахал пулӗ. Вӑл хӑйӗн этнопедагогикине сарнипе паллӑ тес терӗм те, апла мар-ха. Хӑйӗн этнопедагогикине мар. Халӑхӑнне. Тӑван халӑхӑмӑрӑнне. Асатте-асаннесем шахвӑртса каланине пирӗнтен чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. «Волкварӗнчен (ҫавӑн пек ҫырма пур пирӗн патра. — Т.Т.) хӑпарнӑ чух пӗр ҫуна тӳнсе кайнӑ», — тесе калатчӗ, сӑмахран, пире кукамай эпир кутӑнлашнине курсан. Ҫапла, ытарлӑ сӑмахсемпе, ятламасӑр-кӑшкӑрмасӑр намӑслантарма та, ӑса кӗртме те пултарнӑ чӑваш. Этнопедагогика ӑслӑлӑхӗпе вара вилӗмсӗр Геннадий Волков ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май ӑна тӗрлӗ халӑх хушшинче те сарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Валентина Иванова журналист Паян республикӑри паллӑ журналистпа Валентина Ивановапа сывпуллашаҫҫӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатас текенсем Шупашкарти Граждански урамри 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Ритуал пулӑшӑвӗ» предприятие 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ҫитме пултараҫҫӗ. 79 ҫула кайнӑ Валентина Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл 1937 ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Стрельна хулинче ҫуралнӑ. Ленинградра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1958–1978 ҫулсенче Чӑваш радиора корреспондент, аслӑ редактор пулса тӑрӑшнӑ. 1978 ҫултанпа ӑна ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнипе пӗлеҫҫӗ. Общество ӗҫне те Валентина Иванова хастар хутшӑннӑ. 1988–2004 ҫулсенче республикӑри ача-пӑча фондне ертсе пынӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш созыври депутачӗ те, Чӑваш Енри Общество палатин пайташӗ те пулнӑ. Унӑн наградисене асӑнса та пӗтереймӗн. Кӗнекесене вӑл 30 ытла кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Мария Соловьева тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче баян калакан ӑста ҫамрӑк саккӑрмӗш ҫул вӗренет. Вӑл — Евгений Мидаков. Евгений халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптать. Ыттисенчен уйрӑлса тӑрать вӑл. Женя питӗ ӗҫчен тата пултаруллӑ. Ҫамрӑк пулсан та вӑл 30 ытла конкурса хутшӑннӑ, хӑйӗн пултарулӑхне ют ҫӗршывра та кӑтартнӑ, кубоксем, медальсем, дипломсем ҫӗнсе илнӗ. Евгений Мидаков 2013 ҫулта «Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсем» проект ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Раҫҫейри наци пуянлӑхӗ» конкурсра I степень лауреат пулса тӑнӑ. Женя Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври чылай конкурсра палӑрнӑ. Евгений Нидерландри, Францири, Испанири конкурссенче пулнӑ. Вӑл «Минута славы» проекта хутшӑнма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Михаил Игнатьев Информаци коммуникацийӗсен «Танлаштарӑм» (Рейтинг) центрӗ ҫӗршыври регионсене ертсе пыракансен утӑ-ҫурла уйӑхӗсенчи ӗҫне хакланӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев унчченхи 25-мӗш йӗркерен 21-мӗшне йышӑннӑ. Михаил Игнатьев ҫӳлерех картлашка йышӑннине хаклакансем республикӑра усламҫӑсем валли лайӑх условисем туса панине, демографи тӑрӑмне, ҫӗнӗ шкулсемпе ача пахчисем уҫӑлнине, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе лару-тӑру аваннине палӑртаҫҫӗ. Танлаштарӑма йӗркеленӗ чух, чӑн та, уҫӑ ҫӑлкуҫри материалсемпе тата регионсенчи тата ҫӗршыв шайӗнчи экспертсен шухӑшне те усӑ курнӑ-мӗн. Маларах Чӑваш Ен инвестици климачӗ енӗпе ҫӗршывра тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Питӗрти экономика форумӗнче палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |