Персона
Юпа уйӑхӗнченпе Чӑваш Енре Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса пачӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ку министерствӑра вакансиллӗ вырӑнсене ҫынсене ӗҫе илесси малалла пырать темелле. Унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова асӑннӑ министерствӑра министр ҫумне лартни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министрӑн тата тепӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Елена Сапаркинӑна лартнӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ профессорӗ Георгий Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Георгий Яковлев хӑй те ЧППУра вӗреннӗ. 1963 ҫулта вӑл историпе филологи факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Унтан М.Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ, диссертаци хӳтӗленӗ. Георгий Алексеевич ЧППУра политологи, этнологи предмечӗсене ертсе пынӑ, аспирантсен ӗҫне ертсе пынӑ. Ӗҫне кура ӑна грамотӑсемпе чысланӑ. Вӑл шутра — РФ Вӗренӳ министерстви пани те. Унӑн ҫемйине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа та чысланӑ. Пӗр уйӑх каялла Георгий Алексеевич 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унпа Шупашкарта паян сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Хӑяр татакан агрегат Судри ӗҫ таканари шыв пек теҫҫӗ те, суда хутшӑнаканӗсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Ҫакна хӑйӗн юрист практикинчи тӗслӗхе Галина Вронская юрист чӗрӗ журналта ҫырса кӑтартнӑ историри сӑнарсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Куславкка районӗнчи пӗр фермерпа ҫавна хӑяр татмалли агрегат туса панӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗл пулнӑ. Фермер агрегат ӑсталанӑ ҫынна укҫа тӳлесшӗн пулман иккен. Ниме тӑман, уссӑр япала текелесе укҫине хытса тӑнӑ. Судра ку агрегат лайӑххипе начаррине ҫирӗплетме экспертиза тума та тӳре сӗннӗ. Хӑяр татмалли агрегатпа усӑ курнӑ фермер пирки Галина Вронская юрист ҫӗр ҫинче ӗҫлесе пурӑнакан ҫав ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗпе туслӑ тесе каланине фермерӑн ваккачӗ ята яни вырӑнне хунине пӗлтернӗ май суда парассипе хӑратнӑ. Галина Вронская Михаил Игнатьев ятне асӑнни хайхине мӗншӗн кӳрентернине ӑнланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Михаил Игнатьев Элтепер Граждан обществин аталанӑвӗн фончӗ Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен тухӑҫлӑхӗн черетлӗ рейтингне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев танлаштарӑмра чи ҫӳллӗ шайра тӑракан ушкӑна кӗнӗ. Малтанхи рейтинг кӑтартӑвӗпе танлаштарсан, вӑл виҫӗ карт ҫӳле хӑпарнӑ. Михаил Васильевич хальхинче 70 балл пуҫтарса Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регион хушшинче хисеплӗ 6-мӗш вырӑна тухнӑ. Асӑннӑ округра Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Ку хутӗнче танлаштарӑмра пуҫласа Раҫҫейри 85 субъект пуҫлӑхӗн тухӑҫлӑхне тишкернӗ. Регионсен ертӳҫисене тӗрлӗ критерисемпе танлаштарса хакланӑ. Халӑх тата экспертсен хаклавне, регионсенче пурӑнакансен укҫа-тенкӗн тупӑшпе тӑкак пайне тата ыттине шута илнӗ. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне, экономика аталанӑвне, регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне тата ыттине те тӗпе хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Тепӗр темиҫӗ минутран, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх художникӗпе, К. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗпе, Чӑваш Республикин Аслӑлӑх тата ӳнер наци академийӗн член-корреспонденчӗпе Владимир Агеевпа тӗлпулу пуҫланать. Владимир Агеев — Чӑваш Енӗн мухтава тивӗҫлӗ художникӗсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки сӑнарланнӑ. Владимир Агеев — Елчӗк тӑрӑхӗн чӑвашӗ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшенче Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. "Капкӑн" сатира журналӗнче тата "Ялав" литертаурӑпа художество журналӗнче6 ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствипе ҫыхӑну тытнӑ май кӗнекесене илем кӳнӗ. В. Агеев живопиҫ ӗҫӗсене 3 пине яхӑн хатӗрленӗ, графика ӗҫӗсем — 100 ытла. Ӳкерчӗкӗсем 10 пинрен те иртнӗ. Унсӑр пуҫне кӗнекесенчи тата журналсенчи ӗҫсем 20 пине яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Куҫма Турхан ҫыравҫӑ Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи, пурте пӗлекен «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман тата ытти хайлав авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитрӗ. Ҫав ятпа ыран Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӗм авал пулнине чӗртекен» ятпа литертаура каҫӗ иртӗ. Куҫма Турхана эпӗ ҫыравҫӑ пек кӑна паллаштартӑм та, анчах вӑл калем ӑсти кӑна пулман. Вӑл — куҫаруҫӑ та. К. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине те, кам та кам пулӗ те, анчах вӑл тивӗҫлипех тивӗҫнӗ (тавталогие юри усӑ курнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр). Историлле проза ӑстин паллӑ хайлавӗсем шутӗнче «Йӑмраллӑ ял», «Кӗтне хӗрринче» тата ыттисене кӗртме пулать. Хӑйсен ентешне каҫалсем асра тытса уяв каҫе йӗркелес тенӗ. Ҫав шутра вӑл тӑрӑхри ентешлӗхе те палӑртмалла. Литература каҫӗ 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Министр ҫумӗ пулнӑ Надежда Осипова Ӗнертенпе Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне Надежда Осиповӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Надежда Осипована ӗҫрен хӑтариччен Татьяна Богдановӑна ӗҫрен хӑтарасси пирки хушу кӑларнӑ. Анчах ӑна каярах ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумне лартнӑ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнчен республикӑн правительствинче хӑш-пӗр улшӑну пулса иртрӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви вырӑнне Сывлӑх сыхлав министерстви туса хучӗҫ. Ҫӗнӗ министерствӑра Алла Самойловӑна Светлана Ананьева ятлӑ ҫын ҫум пуканӗнче пулӑшса пырӗ. Ҫапла вара Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн Алла Самойлован виҫӗ ҫум тӑрса юлнӑ. Маларах асӑннӑ Надежда Осипова пирки томографсене хаклӑпа туяннӑ тесе пӗр вӑхӑтра шӑв-шав ҫӗкленнӗччӗ, анчах вӑхӑт унтанпа нумай иртнӗ тесе ӗҫе кайран чарса лартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Константин Яковлев Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев хӑй ертсе пыракан министерствӑра мар ҫак кунсенче. Вӑл Пушкӑртстана тухса кайнӑ. Ӗҫе пӑрахса мар. Унта ырантан виҫӗ кунлӑх форум уҫӑлать. Константин Яковлев ҫавӑнта хутшӑнӗ. Пушкӑрстанӑн тӗп хулинче ырантан Евразири гуманизм форумӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Ыран, раштавӑн 10-мӗшӗнче, «Поликультура инҫӗшӗнче патриотизма тата чӑтӑмлӑха, чӗлхе культурине, тӑван чӗлхене упраса хӑварасси тата аталантарасси» ятпа тӗнче шайӗнчи форум иртмелле. Унта пирӗн республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев та хутшӑнӗ. Аса илтерер, Константин Яковлев — Тутарстан чӑвашӗ. Пирӗн республикӑра культура министрӗн тивӗҫне вӑл пурнӑҫлама тытӑнни пирки эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ку паттӑр арҫын ача пирки унччен те ҫырнӑччӗ-ха. Ун ҫинчен пӗлтерме татах салтавӗ тупӑнчӗ. Нумаях пулмасть ӑна Мускавра чысланӑ. Мускавра ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнисене чыс тунӑ. Вӗсен йышӗнче 4-ри Кирилл Яковлев та пулнӑ. Чыслав раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. Кирилл 4 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулин те паттӑр ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Вӑл ҫемйине пушартан ҫӑлнӑ. Аса илтерер: ҫав кун Кирилӑн ҫемйи Канашран Шаккӑл яшне канма кайнӑ. Арҫын ача пуринчен те маларах вӑраннӑ та урама тухнӑ. Вӑл сарай тӑрринче явӑнакан ҫулӑма асӑрханӑ. Аптӑраса ӳкмен вӑл — тӳрех пурне те вӑратнӑ. Ҫакна пула никам та пушарта вилмен. Кирила Мускавра «Герой ачасем» номинацире дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Мускавра апатланни пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗнсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Пысӑк шайри пуҫлӑх ҫӗршывӑн тӗп хулине апат ҫиесшӗнех кайман-ха. Тата хырӑм выҫҫине ирттересшӗн ӑна-кӑна ҫыртса илни пирки мар-ха хыпарӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Мускавра «Транспорт эрни — 2015» мероприятие хутшӑннӑ май Раҫҫей Федерацийӗн транспорт министрӗ Максим Соколов йӗркеленӗ ӗҫлӗ ирхи апатланӑва хутшӑннӑ. Унта регионсен ертӳҫисем, патшалӑх влаҫ органӗсен представителӗсем тата та ытти официаллӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ. «Транспорт эрнинче» тӳре-шара транспортпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерме тӗллев лартать-мӗн. Чӑваш Енре ку мероприятие Михаил Игнатьев Элтеперпе пӗрле ҫул-йӗрпе транспорт хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов хутшӑнать. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |