Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Пётр Краснова ӗҫрен кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 25.01.2022 05:53 | 2499 хут пӑхнӑ
Персона
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне, 65 ҫулхи Петр Краснова, ӗҫрен кӑларнӑ. 27-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Пётр Степанович 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Философи наукисен кандидачӗ. 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, 2 кӗнеке авторӗ.

Пётр Краснов хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацине ертсе пынӑ, социаллӑ политика министрӗ, культура министрӗ пулнӑ. Чӑвашстатра ертӳҫӗн заместителӗнче те ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета та ертсе пынӑ.

#тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #йышӑнусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3033.17.5681
2022.01.28 05:27
Agabazar
Базиль Кириллов, Кураков портфельне йӑтса ҫӳреме вӑтантӑн пулсан, халь вара Салаева, Горбунова е Майнина портфелӗсене йӑтса ҫӳреме пултаран.
Тӑрӑш, тен ҫак чыса ҫӗнсе илейӗн. Анчах та питӗ хытӑ иккӗленетӗп. Вӗсем патнелле сана тупӑ пенин инҫӗшне те ҫывхартмӗҫ.
Вулакан, сана Пётр Краснов кӗнекисем мӗн тума кирлӗ? Ма кун пирки халь тин аса илтӗн? Каярах юлмарӑн-ши кун пирки кӑравул! кӑшкӑрма????
Кураков е Краснов портфельне хӑй вӑхӑтӗнче йӑтса ҫӳренинчен ма вӑтанмалла?
Вӑтанмалли кунта ним те ҫук. Мӑнаҫланма вара пулать. Мӗншӗн тесен ку эсӗ вӗсене витӗм кӳме те пултарнине пӗлтерет.
Кӑмака ҫинче ларнипе вара никама та витӗм кӳрейместӗн.
Микула // 1077.37.9691
2022.01.28 18:16
Сирӗнсӗрех , тахҫанах шуласа хунӑ кама валли вырӑнӗ. Хӑвӑн пӗлмесен те юрать ,чи кирли кампа е камӑн эс паян .
Agabazar // 3033.17.5681
2022.01.28 18:49
Agabazar
Ну, калăпăр, эпĕ санпа. Вара эс ăçта илсе кайма пултаран?

Никама та ниçталла та илсе кайма пултараймастăн эсĕ.

Мĕншĕн тесен пыршу çÿхе.

Çавăнпа «вĕçкĕн» теççĕ те ĕнтĕ сана.
Микула // 1077.37.9691
2022.01.28 20:59
Микула унта пулнӑ, курнӑ ,калаҫнӑ "ваттисемпе те вӗттисемпе те". Улшӑнусем пулмаллах , анчах та кӳрентермелле мар ҫыннисене те. Сӑмахран калам,халиччен Микулана Акапасарсӑр пуҫне "вӗҫкӗн" тесе калакан пулман. Ыттине Акапасарӑн пӗлмесен те юрать.
Agabazar // 3033.17.5681
2022.01.28 21:32
Agabazar
Ан каппайлан, вара сана никам та каппайчӑк темест.
Сӑмахран, «мана никам та апла каламан» тени те каппайланниех пулать. Урӑхла каалсан вӗҫкӗнленни.
Хамӑр ял // 3782.05.7470
2022.01.28 21:34
Ҫич ют варяга ЧПГӐИ директор пуканне ЧР пуҫлӑхӗ ан ларччӑр! Ҫитет пире Цифра министрӗ, НТРК ЧР майрисем... Тата ыттисем. Е тата Мускавран теприне лартаҫҫӗ... Каллех хӗстерӗҫ-и?
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.30 20:38
Базиль тус. Акӑ мӗн: енчен те хушма ятна "Буратинӑран" илтӗн пулсан - тӗрӗс тунӑ. Унти икӗ кушакӗ те ултавҫӑсем, путсӗрсем. Тӗрӗс - вӗсен ҫулӗпех утан.
"Анатолий, а на то ли
Ты сердечный тратишь пыл?" Ку сӑмаха хӑй вӑхӑтӗнче Толя Смолин калама юрататчӗ, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн шухӑшӗ, ӑсӗ. Кураков портфельне йӑтакансем, ҫемҫе вырӑнӗсене ҫуллакансем мансӑрах мӑй таран пулнӑ.
Ыйту: чӑваш лавне Кураков пек туртакан паянхи кун пур-и?
Ырӑ тӗшӗне хывӑхран уйӑраймастӑр пулсан мӗн калаҫмалли...

Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.30 20:41
"Тратиш пыл"ҫаврӑнӑшна хуравлам, КУШАК тус. Эпӗ май ҫитнӗ таран чӑваш факультечӗн сӑнне кӗртме тапаҫланнӑ: Яковлев, Одюков, Федотов пӳлӗмӗсене йӗркеленӗ, ЧФК институтне, факультетне чӑваш сӑнӗ панӑ, Чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗсене илемлетессипе методика ҫырнӑ, 100 ытла кӗнекене иллюстрациленӗ, 15 ҫул студентсемпе "Ҫӗрулмине" ҫӳренӗ.
Agabazar тӗрӗс асӑрхаттарать - пичетленнӗ ӗҫсем КӖНЕКЕ ПАЛАТИНЧЕ ӗмӗрсем хушши упранаҫҫӗ. Санӑн, Базиль кушак АҪИН, халӑх валли тунӑ ӗҫӳ пур-и?
Уссӑр супӗлтетсе ан лар, Эфира ан пӑс, тетчӗ пӗр юлташ
Agabazar // 1462.22.2875
2022.01.31 12:35
Agabazar
Тем пек çĕклесе çуресчĕ те Кураков портфельне, анчах та вăл ĕнтĕ халь тин пирĕнпе çук.

Çавăн пекех Краснов портфельне те малашне çĕклесе çуреймĕпĕр. Анчах та, авă, Аршинова портфелĕ пур. Анчах та пире вăл еннелле ямаççĕ.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.31 15:17
Ҫапла ҫав. Чӑваш Ене Ҫурҫӗртен те, Кӑнтӑртан та хӳпӗрлеҫҫӗ: Кировран та пур, Крымран тем чухлех. Каярахпа Петр Красновсене "Ылтӑн чӑваш" вырӑнне хума пуҫлӑрӑр-ха. Халӗ ун мӗн пур тесе каппайланса ларатпӑр. Димитриевсем пеккисем - пӗрре-иккӗ, Красновран маларахрин мӗн-мӗн пурччӗ-ха?!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем