Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Пристав ҫемьене пушарта ҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.01.2022 19:12 | 1741 хут пӑхнӑ
Персона

Иртнӗ ҫул Вӑрнар районӗнчи суд приставӗ Константин Григорьев машинӑпа киле кайма тухнӑ. Пӗр ял ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чухне вӑл пӗлӗтелле тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Унта пӗр хуҫалӑхра сарай ҫуннӑ-мӗн.

Константин ҫывӑхарах пынӑ. Таврара никам та курӑнман. Вӑл часрах пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Картишре ҫӑра тӗтӗм явӑннӑ. Ӑна хирӗҫ 72 ҫулти кил хуҫи тухнӑ. Вӑл пӳртре арӑмӗ тата сусӑр хӗрӗ пулнине пӗлтернӗ.

Малтанах пристав шока кӗрсе ӳкнине пула хӑй тӗллӗн утайман хӗрарӑма урама илсе тухнӑ. Унтан хӗрӗ патне кӗнӗ. Лешӗ вара тӗттӗмре алӑка шыраса тупайман. Ӑна та урама илсе тухнӑ.

Константин Григорьев хӑй паттӑрла ӗҫ тунӑ тесе шутламасть. Унӑн шухашӗпе, ун вырӑнӗнчен кирек мӗнле ҫын та ҫапла тӑвӗччӗ.

#пушарсем, #приставсем, #Вӑрнар районӗ, #ҫемьесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76739
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2962.41.9184
2022.01.15 16:07
"Шока кӗрсе ӳкнӗ" тени уйрӑмах вырӑнлӑ, кун пек калама "Хыпар" хаҫатра "ӑс пухннисем" кӑна пултараҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем