Персона
Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 4-мӗшӗнче, экономика ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ, Раҫҫeйри вӗpeнӳ академийӗн академикӗ, Чӑваш Енри профессиллӗ acлӑ пӗлӳ парассине йӗpкелекенсен пӗри, общество тата патшалӑx ӗҫченӗ Лев Кураков профессор 75 ҫyл тултарнӑ. Юбилейпе Лев Пантелеймоновича Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Николай Маловпа Леонид Черкесов тата ыттисем саламланӑ. Михаил Игнатьев ентеш Чӑваш Енре кӑна мар, тулашра та ят-сум ҫӗнсе илнине палӑpтнӑ, Лев Кураков ертсе пыракан Ваттисен канашӗ, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейи, вӑл хутшӑннипе уҫӑлнӑ Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ республикӑpa тӗпленнӗ нацисемпе националноҫсене туслӑ хутшӑнура аталанма пулӑшнине асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Гельсайран Хабибрахманова Амӑшӗн кунӗ тӗлне «Чӑваш Ен» ПТРК Комсомольски районӗнче пурӑнакан тӗлӗнмелле хӗрарӑм пирки сюжет ӳкернӗ. Гельсайран Хабибрахманова 10 тӑлӑха амӑшӗн ӑшшине парнеленӗ. 44 ҫул каялла Хабибрахмановсен ҫемйинче пысӑк инкек килнӗ: амӑшӗ вилнӗ. 10 ача тӑлӑха юлнӑ. Асли Исмагил ун чухне ҫарта пулнӑ, кӗҫӗнни Фанис – ҫур ҫулта. Вырӑнти мечӗт имамӗ Рифкат Хабибрахманов ҫав тапхӑра ассӑн сывласа аса илет. Унӑн пиччӗшӗн арӑмӗ вилнӗ-ҫке-ха. Имамӑн арӑмӗ пӗчӗк Фаниса кӑкӑр ҫитернӗ. Тӑванӗсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та тӑлӑха юлнӑ ачасемшӗн Гельсайран ҫеҫ амӑшӗ пулма пултарассине ҫирӗплетсе каланӑ. Анчах хӗрарӑм ҫак утӑма тӳрех туман, тӗплӗн шухӑшланӑ. Амӑшӗ вилсен мӗнпур ӗҫ аслӑ хӗрӗ Фирдеус ҫине тиеннӗ. Вӑл ун чухне 12-ре кӑна пулнӑ. «Эпӗ Гельсайрана аттене качча тухма хам ыйтаттӑм. Вӑл килӗшсен чун пӗрре ыратрӗ, тепре савӑнчӗ», - иртнине ҫапла аса илет Фирдеус. Ҫав вӑхӑталла Гельсайран хӑй те упӑшкинчен тӑлӑха юлнӑ, хӑйӗн ача пулман. Вӑл пӗр кунра нумай ачаллӑ амӑшӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Гордость чувашской нации - народная артистка СССР Вера Кузьмина (16.11.1923 г.р.) Вере Кузьминичне 94 года, но она по сегодняшний день на сцене Чувашского академического драматического театра. Пирӗн Аннемӗр, пирӗн мӑнаҫӑмӑр, халӑхӑмӑрӑн чун-чӗрепе ӑс-тӑн хӑватне кӑтартакан Ҫын», — ҫапла хыпарланӑ паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче паллӑ тележурналист, драматург, сӑвӑҫ, Марина Каяргина. Чӑн та, Вера Кузьмина кӑҫал 94 ҫул тултарчӗ. Тӑхӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ пулин те вӑл чӑваш театрӗн сцени ҫине тухать. Ытти тӗрлӗ мероприятие те халӑх юратакан, сума сӑвакан, пуҫ таякан, вӑл сцена ҫине тухнине пысӑк уявӑн йышӑнакан артист тӗрлӗ мероприятие хутшӑнать. «Асам» кинофестивальте те СССР халӑх артисткине курма тӳр килнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан анлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн 50 ҫул тытӑнса утакан мӑшӑра, Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Леонид Кузнецов, Нӑрваш-Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, юбилярсен ачисемпе мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ. Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем нумай ҫул каялла пулнине аса илсе Патӑрьел район администрацийӗн ЗАГС пайӗн Хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекинче алӑ пусрнӑ. Пӗр-пӗрне юратнин, хисепленин тата шаннин паллине — ылтӑн ҫӗрре — пӗр-пӗрне парнеленӗ. Николай Алексеевич 1943-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Светлана Васильевна 1950-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Евгений Борисов Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова 2016 ҫулта суд 6,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата унран 10 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Аса илтерер, ӑна тата тепӗр пилӗк ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланнӑччӗ. Суд унӑн Герой ятге те туртса илмелле тунӑччӗ. Анчах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑччӗ. Чечня вӑрҫинче сапер пулнӑ ҫынна хӑйне лайӑх тытнишӗн тӗрмерен кӑларма йышӑннине ӗнер «Россия 24» телеканал кӑтартрӗ, Героя хӑйне те калаҫтарчӗҫ. Евгений Борисов 10 миллионтан хальлӗхе 120 пине яхӑн ҫеҫ тӳлесе татни паллӑ. |
Персона
Паян Шупашкар хулин Явӑш ҫӑви ҫинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш тата 5-мӗш созыври депутачӗ пулнӑ Игорь Кушева асӑнса палӑк уҫнӑ. Аса илтерер, депутат пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче онкологи чирӗпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн вилнӗччӗ. Игорь Кушев 52 ҫулта ҫеҫ пулнӑччӗ. Ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата тӑванӗсем парламентарие асра тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче унӑн пурнӑҫне ҫутатакан курав йӗркеленӗччӗ. Халӗ, ав, палӑк уҫнӑ. Паянхи митинга тӳре-шара ҫеҫ мар, Игорь Кушевӑн арӑмӗ Наталья Николевна, Бориспа Артем ывӑлӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем мӑшӑрне тата ашшӗне асра тытнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Игорь Кушев «ҫутӑ ҫын евӗр» асра юлнине палӑртса: «Пирӗн унран тӗслӗх илмелле», — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫак чӑваш каччи ҫинчен ахаль те нумай тӑрӑхра пӗлеҫҫӗ. Малашне вара тата ытларах пӗлӗҫ — халӗ ун пирки фильм ӳкереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Эпир халӑхсен туслӑхӗпе вӑйлӑ» ятпа иртнӗ ҫамрӑксен уявӗнче Виктор Чугаров режиссер-документалист пӗлтернӗ, вӑлах ҫӗнӗ фильмӑн трейлерӗпе паллаштарнӑ. «Чувашский путешественник» документлӑ фильма курса Чӑваш Енри районсем, Кавказ регионӗсем, Атӑлҫи, Хӗвелтухӑҫ тата Вӑтам Ази, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑх велосипедпа ҫӳренӗ Никита Васильев пирки ытларах пӗлме май пулӗ. Вулавӑшри мероприятие 50 пин километра парӑнтарнӑ велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн савнийӗпе, Новосибирскран пӗрле килнӗ Анастасия Сафонова журналисткӑпа, хутшӑннӑ. Вӗсем чӗрӗ калаҫу халӑхсене туслаштарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарта пурӑнакан Роман Андреев Грузире хӗл каҫасшӑн. Ҫавӑнпа вӑл велосипедпа ҫула тухнӑ. Халӗ ҫамрӑкскер Вогограда ҫитнӗ. Унти ҫынсем Чӑваш Ен каччине лайӑх кӗтсе илнӗ, хӑнана та чӗннӗ. Роман Андреев Грузие ҫитме тахҫантанпах ӗмӗтленет. Ара, унта ӑшӑ, ҫавна май вӑл унта хӗл каҫасшӑн. Роман ҫула велосипедпа тухса йывӑрлӑхсене парӑнтарасшӑн. Сӑмах май, вӑл автор киновӗн режиссерӗ те. Ҫавна май Грузире фильм валли сценарисем тупма ӗмӗтленет. Тӑватӑ ҫул каялла Роман Никита Васильевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Никита та велосипедпа ҫул ҫӳреме юратать. Пӗррехинче вӑл Романа ҫапла каланӑ: «Эсӗ режиссер, санӑн велосипедпа ҫулҫӳреве тухмаллах». Ҫавӑн хыҫҫӑн Роман хӑйнӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне кайнӑ — Мари Элти хыр вӑрманне ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Вячеслав Романов сӑн ӳкерчӗкӗ. Ӗнер паллӑ этнопедагог Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн паянхи номерӗнче ятлӑ-сумлӑ ҫак ҫыннӑн амӑшӗ ҫинчен Надежда Смирнова ӑш кӑмӑлпа ҫырса кӑтартнине пичетленӗ. Геннадий Никандровичӑн амӑшӗпе Евдокия Михайловна Волковӑпа, автор ӑна Альтук аппа тесе те палӑртнӑ, журналист икӗ хутчен тӗл пулнӑ иккен. Юлашкинчен тӗл пулнӑ чухне Евдокия Михайловна 92-ре пулнӑ. «Вӑтам пӳллӗ, имшеркке, шурӑ тутӑр айӗнчен кӗмӗл пӗрчӗсем вӗлтӗртетеҫҫӗ. Ӑсӗ-тӑнӗ хӑйпе пӗрлех. Шӳтлеме юратать. Калӑн, ун умӗнче пысӑк, сумлӑ ӗҫре палӑрнӑ ҫынсем мар, вун-вун ҫул каялли пекех катан пиртен ҫӗлетнӗ кӗпепе, ҫӳҫе шакла кастарнӑ пӗчӗк ывӑлӗсем лараҫҫӗ», — сӑнарлать автор этнопедагогӑн амӑшне. Кирек епле ватӑ пекех Евдокия Михайловна та ӑслӑ калаҫнине палӑрать статьяран. «Евдокия Михайловна чӑваш ачисем чӑвашла пӗлменнишӗн пит хурланса калаҫрӗ ун чухне: «Чӑвашла вӗрентмесен ача усал ӳсет, — терӗ вӑл. — Ӑсӗ хӗсӗнсех пырать, имшерленет. Вара чӑваш ачи тӑван килӗнче усрав ывӑл, усрав хӗр пулса тӑрать. Тӑван чӗлхесӗр тӑван кил ҫук, анне чӗлхисӗр ҫуратнӑ анне те — ама ҫури. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Анатолий Петров Иртнӗ эрнекун ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев ӗҫрен каясси пирки сас-хура тухнӑ. Вӑл ку ӗҫре 12 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Пысӑк квалификациллӗ судьясен коллегийӗ йышӑннӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче отставкӑна кайнӑ. Ун вырӑнне Анатолий Петров йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӗҫ пуканне шанса панӑ ӗнтӗ. Анатолий Петрова ӗҫтешӗсем, Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский саламланӑ. Анатолий Петров – Етӗрне районӗн ҫынни. Вӑл Шалти ӗҫсен органӗнче 8 ҫул следовательте ӗҫленӗ. ЧР Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ. 2013 ҫултанпа ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |