Персона
Шупашкарта пурӑнакан Анна Павлова 1918 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче вӑл 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Павловна пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьере ҫиччӗмӗш ача пулнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем тӑххӑрӑн ӳснӗ. Анна Павловна шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан та шкултах вӑй хунӑ. 1945 ҫулта вӑл вӑрҫӑран таврӑннӑ Яков Алексеева качча тухнӑ та Ҫӗрпӳ хулине пурӑнма куҫнӑ. Унта та вӗренӳ тытӑмӗнчех тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗрле 58 ҫул пурӑннӑ, тӑватӑ ача ӳстернӗ. Халӗ Анна Павловна Шупашкарта ачисемпе пурӑнать. Унӑн ултӑ мӑнук, мӑнукӗсен хӑйсен тӑватӑ ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче 1919-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ, юлашки ҫулсенче Шупашкарта пурӑннӑ виҫӗ вӑрҫӑ ветеранӗ, педагог, чылай орден-медаль кавалерӗ Яковлев Алексей Алексеевич ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Алексей Яковлев ӗмӗр тӑршшӗпех ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма, ҫӗршывшӑн кар тӑма чӗнсе каланӑ. Штанашри 7 класлӑ шкул хыҫҫӑн 1932 ҫулта Етӗрнери педтехникума вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн 2 ҫул хушши Етӗрне районӗнче шкулта ӗҫленӗ. 1938 ҫултан пуҫласа 1946 ҫулччен ҫарта пулнӑ. Танкист вӑрҫӑра 4 хутчен аманнӑ, 2 хутчен ун контузи тӳсме тивнӗ, танкра чутах ҫунса кайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗри шкулта истори учителӗ пулса ӗҫленӗ (1946–1969), ҫав хушӑрах Шупашкарти пединститутран кӗретсӗр мелпе вӗренсе тухнӑ (1948–1953). 1969–1979-мӗш ҫулсенче вӑл Шупашкарти 33-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Пенсие тухсан та килте ларман ветеран, Етӗрне районӗнчи Засурскинчи лаша савутӗнче тӑрӑшнӑ (1979–1990). Вӑрҫӑ ветеранӗ хӑйӗн тӑван Кӗрлев ялне те манса кайман, ял уявне 2 хутчен килме пултарнӑ. |
Сумлӑ сӑмах
Персона
Владимир Егорович Харитонов поэт, юрӑҫ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитет
Авторсем:
Владимир Егорович Харитонов пурнӑҫ ҫулӗВладимир Егорович Харитонов — паллӑ поэт-юрӑҫ, 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Чӑваш поэчӗн ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 1933-мӗш ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Пайсупин ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ тухнӑ вӑхатра Володя 9 ҫулта пулнӑ. Ашшӗ, Якур, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1942-мӗш ҫулӗнче Мускав патӗнче пуҫне хурать. Амӑшӗ чирлесе ӳкет. Ҫемьере пилӗк ача. Володя виҫҫӗмӗш пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нуша-асапне нумай тӳснӗ пулас ҫыравҫӑ. Апла пулсан та ҫамрӑк ачан пуплесси, шӳтлесси, ташӑ-юрӑпа туслашасси пӗтмен. Пулас поэт шкулта вӗреннӗ ҫулсенче, каникул кунӗсенче кӗтӳ кӗтнӗ, ҫитӗннисемпе юнашар тӑрса ака-суха тунӑ. Ҫамрӑклах «Нарспи»поэмӑна пӑхмасӑр калама пӗлнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин сӑвви-поэмисене тарӑшса вуланӑ. |
Персона
Chuvashia.spravedlivo.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк. Шупашкарти урамсенчен пӗрне ҫывӑх вӑхӑтра Илья Прокоьпев ятне парӗҫ. Унсӑр пуҫне вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ӑна асӑнса хӑма вырнаҫтарӗҫ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫак ҫынна асра тытас тӗллевпе паян, Илья Прокопьев вилнӗ кун (общество деятелӗ иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче леш тӗнчене уйрӑлса кайрӗ), Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ. «Об увековечении памяти Прокопьева И.П.» (чӑв. Прокопьев И.П. ятне вилӗмсӗрлетесси ҫинчен) ят панӑскере влаҫ органӗҫен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Илья Прокопьев Вӑрнар районӗнчи Мачамӑш ялӗнче 1926 ҫулхи утӑ уйхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. КПСС Чӑваш обкомне пӗрремӗш секретарь пулса 14 ҫул ертсе пынӑ. Унччен вӑл тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ, карьера картлашкипе пӗчӗкшерӗн улӑхса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарти 37-мӗш шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Семен Семенов хисеплӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑшӑн «Вӗри чӗри» премипе чысланӑ. Маттур ҫамрӑксене Раҫҫей Ҫарӗн Тӗп академи театрӗнче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче 150 ҫамрӑк пулнӑ. Анчах Мускава 31 ҫынна ҫеҫ чӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ. 4 ҫулта чухне Семенӑн ДЦП пулнине палӑртнӑ. Халӗ Семен Семенов – Чӑваш Енри шкул ачисен Раҫҫей юхӑмӗн пайташӗ. Хастар ҫамрӑк чир пурнӑҫра ура хуманнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ. Семен КВНа хутшӑнать, сӑвӑсем ҫырать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать. Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫпа киленет. Пӗлтӗр вӑл «Ораторсен лиги» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Семен Семена йывӑрлӑхсем хуҫман. Пачах тепӗр май: ҫирӗпрех пулма хӑнӑхтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн халӑх хӑрушсӑрлӑхӗпе тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхне Алексей Метелкина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайтӗнче ӗнер Никита Сурский пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Ӗнерхитепӗр хушупа, аса илтерер, Алексей Метелкина Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чыслама йышӑннӑччӗ. Кунта ҫакна та пӗлтерер: маларах ҫак тӳре-шара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче вӑй хунӑ. Алексей Метелкин ӗҫсӗр юлмӗ, ӑна Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцине ертсе пыма шанӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер сӑмах май каланӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне чылайранпа ӗнтӗ Раиса Павлова пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедринче ҫак аслӑ шкулӑн профессорӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Раҫҫей журналистсен тата писательсен союзӗсен пайташӗ Иван Тенюшев (1923—2016 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сӗтел иртнӗ. Журналистикӑн паллӑ тӗпчевҫи тата педагог пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен профссорӑн мӑшӑрӗ Ольга Захаровна, ывӑлӗ Александр, тӑванӗн хӗрӗ Валентина аса илсе каласа кӑтартнӑ. Журналистика кафедрин заведующийӗ Анатолий Данилов, Людмила Васильева, Амин Эшкерат доцентсем, Рифат Фаткуллин студент тата ыттисем те Иван Тенюшева аса илнӗ. Студентсемпе ученӑйсем Иван Тенюшевӑн пултарулӑхне, унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсене тата художество хайлавӗсене тишкересси пирки те калаҫнӑ. Аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗ Иван Тенюшев кӗнекисен куравне йӗркеленӗ. Профессора халалласа университетра ҫывӑх вӑхӑтра фотокурав та уҫасшӑн. Иван Тенюшев 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра ҫуралнӑ. 1939 ҫулта Патӑрьелти педучилищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫулччен Тӑвайӗнчи пуҫламӑш шкулта, 1940—1942 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри шкулта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Вадим Ефимов. Сар.ru сӑнӗ. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи компексӗн ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. Кун пирки асӑннӑ ведомство хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Чӑваш Ен» ИПК» акционерсен пӗрлӗхне малашне Вадим Ефимов ертсе пырӗ. Аса илтерер, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ тата К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх драма театрӗн директорӗ пулнӑччӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче информполитика министрӗ Александр Иванов ӗҫ коллективӗн ҫитес вӑхӑтра мӗнле ӗҫсем тумаллине палӑртнӑ, ҫӗнӗ пуҫлӑха ӑнӑҫу, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Вадим Ефимов шаннӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ, предприятие аталантарма мӗн пур вӑя хурассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Леонид Млечин журналист, публицист тата ҫыравҫӑ хӑйӗн страницинче ҫӗршыв Президенчӗ пулас шухӑшлисенчен пӗрин пирки материал ҫырнӑ. Унта антисемитизм темине те хускатнӑ. Ҫав статьяра автор пирӗн ентешӗмӗре, Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева палланине асӑннӑ. «Сайра тӗл пулакан сӑпайлӑ тата кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Вӑл мӗншӗн наградӑпа ҫӳременнинчен тӗлӗннӗччӗ», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл Андриян Николаева шӳтлерех ҫапла каланине аса илнӗ: «Енчен эпӗ Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ пулсан ҫӑлтӑрсемлӗ пиншакпа ҫывӑраттӑм пулӗ». Андриян Николаев вара пиншакӑн шалти кӗсйине кӗрсе кайнӑ та унтан шурӑ пусма туртса кӑларса пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарнӑ Геройӑн ылтӑн ҫӑлтӑрне уҫса кӑтартнӑ. Летчик-космонавт сумлӑ наградӑсене пуҫлӑхсем патне халӑх валли пулӑшу ыйтма кӗнӗ чухне ҫеҫ ҫакнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский Хӗрлӗ Чутай район историйӗнче ырӑ йӗр хӑварнӑ паллӑ та сумлӑ ҫынсен ячӗсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри — Шорово ялти хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Толстов-Атнарский — СССР журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ (1965), Крал Хлмец хулин хисеплӗ гражданинӗ (Чехословаки, 1969), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1987), Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997). Валериан Толстов Тихӑнушкӑнь, Хурашаш, Хӗрлӗ Чутай шкулӗсенче вӗреннӗ, Шупашкарти Николаев Хури ячӗллӗ педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах та унта 1931 ҫулта ял хуҫалӑх институтне йӗркелеме пуҫланӑ, техникума Ҫӗрпӗве куҫарнӑ, Валерианӑн Ҫӗрпӳри педагогика техникумне вӗҫлеме тивнӗ. 1933-мӗш ҫултанпа унӑн тӗрлӗ шкулсенче ӗҫлеме тивнӗ, ҫав шутра 1940-мӗш ҫулхи нарӑспа 1942-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗччен Штанашри вӑтам шкулта географипе биологи, геологипе минеорологи предмечӗсене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе Румыни, Венгри, Чехословаки, Польша ҫӗрӗсене ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫнӑ, Ҫӗнтерӗве Германире кӗтсе илнӗ, 1945 ҫулта ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе, чылай медальпе наградӑланӑ, 1985 ҫулта — Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |