Персона
Петр Фокин. 2007 ҫулхи ӳкерчӗк Ҫак датӑна эпир сисмесӗр ирттернӗ пулин те ун ҫинчен виҫ сӑмах та пулин асӑнса хӑварасах килет. Ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗнче Петр Фокин тӗпчевҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. «Эс пурӑннӑ пулсан...» ятпа кӗске те, анчах калас тенине уҫса паракан хыпара паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче Леонид Атлай вырнаҫтарнӑ. «Ӑраскаллӑ пурнӑҫӑмӑрӑн тӳпи — тӗрлӗрен. Пӗрне — ӗмӗр тӑршшӗпех ӑнать, теприне — куҫа курӑнман «темскер» самай нушалантарать. Самай пур енӗпе те ҫирӗпленсе ҫитнӗ Петр Петрович Фокин чӑваш интеллигенчӗшӗн, пурӑннӑ чухне ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен пӑрланса ларнӑ чун кисревӗ нихӑҫан та пулман. Пулнӑ пулсассӑн та, ӑна вӑл Мускав шкулне пӗтернӗскер, пире систермен», — ӑшшӑн ҫырнӑ автор. «Иртнӗ кунсенче ҫеҫ-ха Вӑрмарӑн пултаруллӑ чӑвашӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявламаллаччӗ. Темиҫе хутчен асӑнса та, эпир пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (пенсине ҫулне тухсанах вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ) ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсемпе, вӗрентӳпе ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ саманчӗсене тивӗҫлипе хаклаймарӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Анатолий Дуняк сӗрме купӑсҫӑ Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анатолий Дуняк ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Китовка ялӗнче ҫуралнӑскер вун ҫиччӗре Шупашкарти музыка училищине «сӗрме купас» класӗпе вӗренме кӗнӗ. Чӑваш Енри паллӑ сӗрме купӑсҫӑ ачаранпах халах инструменчӗсене итлсе ӳснӗ. Килӗнче ҫавӑн пек пулнӑ вӗсен. Тен, ҫавӑнпах пулӗ — тӑмра калама хӑнӑхнӑ. Килӗнчисем юрлама та юратнӑ. Анатолий Дуняк С. Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче, Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, филармонири оркестрта ӗҫленӗ. Паллӑ сӗрме купӑсҫӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йӗркелеме те тӳпе хывнӑ. Анатолий Дуняк 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 94 ҫула кайсан вилнине республикӑн музыка общественноҫӗ пысӑк ҫухату тесе йышӑннӑ. |
Персона
Паян Чӑваш Енри паллӑ тӗпчевҫӗ, литератор, профессор, фолькорист тата поэт Виталий Родионов (Сувар Эрдиван) 70 ҫул тултарнӑ. Виталий Григорьевич чӑваш литературине тата ҫырулӑхне, чӑваш сӑввин хӑйне евӗрлӗхне тӗпченӗ. Фольклора та вӑл тӗпчет. Вӑл — 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, вӗрентӳ тата методика пособийӗсен авторӗ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Чувашский стих», «Чувашское и тюркское стихосложение», «Революцичченхи чӑваш литератури (XX ӗмӗрччен)», «Этнос. Культура. Слово», «Ермей Рожанский: жизнь и творчество», «Чувашская литература 1909-1917 годов» тата ыттисем. 1960 ҫултанпа вӑл сӑвӑсемпп поэмӑсем ҫырма пуҫланӑ. Тӗрлӗ ҫулта унӑн «Вӗҫев», «Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем» кӗнекисем кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Пӗр хушӑ Правительство ҫуртӗнчи сауна пирки нумай калаҫрӗҫ. Ку ыйту патне каллех таврӑннӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Судра Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ ҫын явап тытӗ. Суд юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ. Суд ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Ертӳҫӗн унчченхи ҫумӗ «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗ» патшалӑх унитари предприятин ертӳҫин экс-ҫумне Правительство ҫуртӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли центр хута ярас тӗлӗшпе саккуна хирӗҫ хушу панӑ. Следстви ҫапла шухӑшлать. Унччен ку ӗҫ тӗлӗшпе пӗр суд пулнӑ. Ун чухне «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗн» ертӳҫин экс-ҫумне должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл подрядчике 7,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Мускав районӗн сучӗ ӑна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Анчах тӳре-шара часах амнистие лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Марина Кожанова И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн проректорӗ Марина Кожанова ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Унпа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӗп корпус умӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ. Марина Борисовна паян, юпан 2-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ЧППУн воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫленӗ проректор чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. 2008-2011 ҫулсенче Марина Кожанова шкул умӗнхи вӗрентӗвӗн теори тата методика кафедрине ертсе пынӑ. 2011 ҫултанпа паянхи кунччен проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Марина Кожанова 57 ҫул тултарнӑ. Вӑл педуниверситет ректорӗн пуканне йышӑнма пултарнӑ кандидатсенчен пӗри пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем Мария Матвеева патӗнче пулнӑ. Чӑвашла тумланса, купӑс йӑтсах кайнӑ унта вӗсем. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Мария Александровна 90 ҫул тултарнӑ. Мария Матвеева ӗмӗрӗпех тӑван совхозра ӗҫленӗ. Малтан вӑл фермӑра дояркӑра тӑрӑшнӑ, кайран хӑмла пахчинче тар тӑкнӑ. Пур ӗҫре те вӑл тивӗҫе чунтан пурнӑҫланӑ, йывӑр е ҫӑмӑл ӗҫ тесе тиркесе тӑман. Тӑхӑр вунӑ ҫула ҫитнӗ пулин те кинемей хӑйне аван туять. Вӑр-варлӑхӗ те унӑн чакман, пурнӑҫа та вӑл малтанхиллех юратать. Мария Матвеевӑна культура ӗҫченӗсем ҫуралнӑ кунпа саламласа нумай-нумай ҫул пурӑнма сывлӑх, вӑй-хал суннӑ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарса хӑварнӑ. Хӑйне хисеп тунӑшӑн кинемей вӗсене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ Вячеслав Телятова асра тытнине палӑртса каҫ иртнӗ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче телеоператор 80 ҫул тултаратчӗ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче вилнӗ. Вулавӑшӑн «Мерчен» музыка тӗпелӗнче иртнӗ асӑну каҫне наци культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗсем (малтан тӑрӑшнисем тата хальхи вӑхӑтрисем), вӗренекенсем, журналистсем хутшӑннӑ. Асӑну каҫне Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музыкҫӑ, композитор тата телеертӳҫӗ Александр Осипов уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Вячеслав Телятов телеоператор пурнӑҫӗ, унӑн Чӑваш Республикин культуринчи пӗлтерӗшӗ, утса тухнӑ кун-ҫул каҫалӑкӗ ҫинчен вӑл питех те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхне Александр Лившица Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Шупашкарти савута Александр Лившиц икӗ ҫула яхӑн каялла ертсе пыма пуҫланӑ. Унччен вӑл Самарти тар савучӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хусанта ҫуралнӑ Александр Лившиц ӗҫе 17 ҫултах пикеннӗ. Ахаль специалистран пуҫласа утӑм хыҫҫӑн утӑм туса, картлашкаран картлашкана улӑхса пырса вӑл пуҫлӑх шайне хӑпарнӑ. Шупашкара куҫса киличчен вӑл Самарти «Коммунар» савутра тимленӗ. Чапаев ячӗллӗ савут пуҫлӑхне Александр Лившица унчченхи ертӳҫӗне, Михаил Резникова, Чӑваш Республикинчи Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне лартнӑ хыҫҫӑн суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Надежда Никонорова Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Надежда Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Никонорова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Надежда Никонорова Ряпино ялӗнче ҫуралнӑ. Унсӑр пуҫне ҫемьере виҫӗ аппӑшӗпе пиччӗшӗ пулнӑ. Хӗрарӑм пурнӑҫне ял хуҫалӑхне халалланӑ. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе палӑрса тӑнӑ. Надежда Андреевна хваттерҫӗсем валли апат хатӗрленӗ. Вӗсем ентешӗсене тыр-пул пухса кӗртмешкӗн пулӑшма килнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ял ҫыннисене туйра, ҫынна асӑннӑ чухне апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пулӑшнӑ. Надежда Андреевнӑн икӗ ывӑл тата пӗр хӗр пур. Мария Пятигорскра пурӑнать. Сӑмах май, Надежда Никоноровӑн йӑмӑкӗ те нумай ҫул пурӑнать, вӑл 92 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Александр Ермаков 1-мӗш СИЗОра ӗҫлекен арҫынна ҫынсем тав туса ҫыру янӑ. Ку уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Ара, вӑл ҫынсене путасран ҫӑлнине ыттисем пӗлмеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Александр Ермаков кӗҫӗн инспектор Атӑл хӗрринче пулнӑ чухне икӗ ҫын путнине асӑрханӑ. Арҫынпа пӗчӗк ача шывра хӑлаҫланнӑ. Инспектор тӑхтаса тӑман – вӗсене ҫӑлма васканӑ. Вӑл иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу кӳнӗ. Арҫын тӑна кӗрсе хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ. Александр кун хыҫҫӑн мӑнаҫланса ҫӳремен. Унӑн шухӑшӗпе, ун вырӑнӗнче пулас тӑк кашниех ҫапла тӑвӗччӗ. Ку утӑ уйӑхӗнчех пулнӑ. Вӑхӑт иртсен тав туса ҫыру килсен питех те тӗлӗннӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |