Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Таиландра ҫухалнӑ 19 ҫулти хӗр ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Анна Горшкова ҫывӑх ҫыннисемпе видо урлӑ ҫыхӑннӑ, унӑн йӑлтах лайӑххине, вӑл Бангкокра пулнине пӗлтернӗ, укҫа ыйтман.
Аса илтерер: Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен Раҫҫейрен тухса кайнӑ. Кун пирки никама та каламан-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда вӗҫме билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.
Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру хӑварнӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме, полицие ан хыпарлама хушман.
